
Илпек Микулайĕ (Ильбеков Николай Филлипович) — чăваш халăх çыравçи. 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мешĕнче Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршăра çуралнă. 1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан, чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕнче ĕçленĕ.
Сăвă-калав çырма Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухнех пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи палли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Ильпек Микулайĕ Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çыравçăсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...