Тăшмана çĕнтертĕмĕр, аннеçĕм.
Таврăнтăм, мухтав Турра, сывах.
Хурлăхлă хута тек ан ĕнен эс,
Турăш хыçĕнчен илсĕ пăрах...
Вăранать çĕрле çак сасăпа вăл.
Аллине тьггать те пĕр туя,
Сивĕ кĕрĕк пĕркенсе ал-хапăл
Хапхаран тухса пăхать уя.
Курăнмасть никам та — çĕрĕ тĕттĕм,
Шуçăм палăрмасть-ха тухăçра.
Çул çинче çапла кĕтет-кĕтет те
Хурланса пӳрте кĕрет вара.
Çак çулпа хăй ывăлне ăсатнă,
Пуç çапса кĕтет вăл килессе.
Сахал мар пуль ыйхине те татнă
Çĕр хута туха-туха кĕрсе.
Сивĕ хĕл çитсессĕн, урăм-сурăм
Çил-тăман тухать те каçхине,
Ывăлĕ лартса хăварнă хурăн
Шак та шак шаккать чӳречене.
Улăм витнĕ шăтăк-шатăк пӳрчĕ
Хăй пекех ларать аран-аран.
Çĕнĕрен тумашкăн шанчăк пурччĕ —
Ывăлĕ килмерĕ вăрçăран.
Пурччĕ кин кĕртмешкĕн куç хывни те —
Ывăнчĕ кĕтсе хăй каччине.
Кинемей пăхать халь куççӳль витĕр
Унăн çепĕç ачисем çине.
Малалла
Шухăшсем
Save money and be sustainable - https://...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Save big while driving targeted traffic ...
Save on marketing costs with our AI-powe...
Aiming to accelerate your website...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...