Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Йăва тунă путене
Сарă тулă пуссине.
Сарă тулă хумханать,
Путенийĕ авăтать:
Пĕт-пĕлтĕк,
Пĕт-пĕлтĕк,
Эп — путене,
Пĕлен тĕк.
Тулли уйăх тухсан тӳпене,
Çутă кĕмĕл сапсан çĕр çине,
Чун туртать кӳршĕ ял еннелле:
Савнă тусăм патне çитмелле!
Çăлтăрсен вăййине сăнаса,
Шăпчăксен юррине тăнласа
Çул хывап кӳршĕ ял хĕррине —
Чун туять эс мана кĕтнине!
Хĕрсемпе каччăсем вăйăра
Шăратаç юрăсем паçăрах!
Савнă тус çул çине тинкерсе
Тунсăхлать пуль мана çеç кĕтсе!
Ан кулян, чун савни, ан кулян
Вăхăтра çитейменшĕн паян!
Васкасах çулăма кĕскетеп,
Сан хĕрӳ ытамна кĕç çитеп!
Ирхи сывлăм витсен çереме
Куллупа йăпатсан чĕреме,
Эпĕ калăп сана чăннине
Пĕр санах, пĕр санах, савнине!
Пайăркан-пайăркан тăкăнать
Шур çеçке хĕр чĕрçийĕ çине.
«Юратать, юратмасть, пăрахать,
Çупăрлать хăй чĕрийĕ çумне».
Куçĕсем сар пикен шывланаç
Шур çеçке «юратмасть» кăтартсан.
Иксĕлми телейпе-çке тулаç
«Юратать» пайăркийĕ юлсан.
Ан кулян, сар пике! Ан хурлан!
Юратать вăл сана кăмăлтан.
Халлĕхе пытарать туйăмне,
Вăтанать калама сăмахне.
Юратать... Юратмасть... Пăрахать...
Çупăрлать хăй чĕрийĕ çумне.
Юрату хистесе тăкăнать
Шур çеçке хĕр чĕрçийĕ çине.
Вăркăш çилĕ мана ачашларĕ
Мамăк пек сĕртĕнсе питĕмрен.
Вăрттăн çеç сан ятна пăшăлтатрĕ...
— Савнă тус! Ăçтарах-ши çӳрен!?
Тӳперен çăлтăрсем куç хĕсеççĕ,
Сывлăмпа кĕмĕлленчĕ çаран.
Яш-хĕрсем вăйăра кĕр-кĕрлеççĕ...
— Хаклă çыннăм, хăçан таврăнан?
Эп пĕччен ларнине уйăх курчĕ,
Çутатасшăн пулас сан çулна.
— Эс ăçта-ши, савни, ах, мĕн пулчĕ?
Ма хăвартăн пĕччен хăв тусна?
Çитейсем ман пата, савнă тусăм,
Тӳпери çăлтăрсем сӳниччен.
Юрататăп сана, хура куçăм!
Пит кичем-çке мана пĕр-пĕччен!
I
— Атте, йăлăхмарăн-и эс халăх сăмахне илтсе? Тытса хупнă выльăхсене халех кăларса яр. Эп кайиччен те çавахчĕ, халĕ те улшăнман иккен. Çитет. Картиш вăл ферма мар! Текех манăн «йытă Гени» ятне илтес килмест…
Ывăлĕ варт! çаврăнчĕ те, лаçран тухса, хапха патнелле утрĕ.
Ашшĕ пуç çĕклесе те пăхмарĕ, вĕрекен хурана çаплах какай вакла-вакла ячĕ.
— Шĕпĕн, вĕрентме пăхать тата, — тем самантран тин вăрçса илчĕ Элекçи, хурана кĕмен какай татăкĕсене çака чĕресе хурса. Вĕрекен шыв тумламĕсем, хурантан сирпĕнсе ӳксе, вучахри кăварпа вĕри кĕл çинче чашлатрĕç.
Элекçи алăк патĕнче выртакан купаран шĕшкĕ çаппи илчĕ те, чĕркуççи çинче çăмăллăн хуçса, хуран айне хучĕ. Вут татах та вăйланчĕ, тумламсем тапăртата-тапăртата пушшех вăйлăраххăн сикрĕç. Унтан вăл лаç çумĕнчи кивĕ валашкара аллине çурĕ, умне çакнă пир саппунĕпе шăлса типĕтрĕ. Лаç алăкне хупрĕ те каска çине пырса ларчĕ.
Кĕсйинчен портсигар кăларчĕ, нумайччен çавăркаласа ларчĕ вăл ăна аллинче. «Кĕмĕл пулас, мĕнле ялтăртатать. Ывăл парни, — шухăшларĕ вăл. — Чăвашсем, юратнă çынна тимĕр япала парнелеме хушмаççĕ, сивĕнет теççĕ. Пустуй мар-и?»
Малалла
Хĕвел, тух! Хĕвел, тух!
Çумăртан ма пытанан?
Вăйлă çумăр çунă чух
Тӳперен ăçта анан?
Пит хавас-çке санпа чух,
Çутăрах та ăшăрах.
Хĕвел, тух! Хĕвел, тух!
Çумăр иртнĕ паçăрах.
Пирĕн анне кăнтăртан,
Каннă çĕртен, Кавказран,
Илсе килчĕ мандарин,
Иçĕм çырли, апельсин.
Тутлă шăршă халь кĕрет
Пирĕн çутă пӳлĕмре —
Ăшă кăнтăр пĕтĕмпе
Килнĕ тейĕн аннепе.
Атте паян пасартан
Илсе килчĕ параппан.
Пат! Пат! Параппан
Пăнтăртатать пит аван.
Ан кĕттер эс мана, ан кĕттер!
Чунăмри туйăма ан сӳнтер!
Эп сана кĕтнине ан мансам.
Аякри çĕрсенчен таврăнсам!
Аякри çĕрсенчен таврăнсам,
— Манаймарăм, — тесе каласам!
Иртнине манăçа хăварса
Пурăнасчĕ пĕрле юратса!
Пурăнасчĕ пĕрле юратса,
Куçа-куç ирĕн-каçăн пăхса!
Таврăнсамчĕ савни, таврăнсам!
Ман патах сукмакна хывайсам!
Ман патах сукмакна хывайсам,
Таврăнма вăхăтна тупайсам.
Ан кĕттер эс мана. Ан кĕттер!
Чунăмри туйăма ан сӳнтер!
Ветеринари участокĕнчи врач пӳлĕмĕнче иккĕн лараççĕ. Пĕри, участок заведующийĕ, утмăл çултан иртнĕ Ермолай Зиновьевич Печенкин, самăр та лӳпперскер, тарланă ĕнсине ал тутрипе шăла-шăла илет. Сăмси витĕр мăшлатса чирлĕ çын пек йывăррăн сывлать вăл. Кичем пит-куçĕ халь самаях çуталнă, симĕс куçĕсем шăши курнă кушакăнни пек ялкăшаççĕ.
— Эс, Унтри, участока çаратма çеç килетĕн. Колхозĕ чи пĕчĕкки, эмелсене эс вара пуринчен те ытларах пĕтеретĕн. Лайăх выльăх тухтăрĕ выльăха эмелпе мар, çĕçĕпе сыватать. Çавна ан ман эс. Сыватма май çук пулсан, ма ахалех тăккаланмалла? — вĕрентет вăл хăйне хирĕç пăхса лараканне.
Унтри текенни — пĕр çирĕмсенчен иртнĕ ветеринари фельдшерĕ. Сап-сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă. Куç тĕкĕсем хĕвелпе тĕссĕрленнĕ пек шап-шурах. Шăрăхне пăхмасăрах вăл сукна гимнастерка, йывăр сăран атă тăхăннă, хул пуççи урлă кирза сумка çакнă. Хăрах аллипе сĕтел çине тĕревленнĕ те врач çине куçĕсене илмесĕр тинкерет.
— Эх, Ермолай Зиновьевич, тĕрĕс мар калаçатăр эсир, тĕрĕс мар, — тавăрать вăл васкамасăр. — Чирлĕ выльăха сиплемесĕр епле чăтатăн? Колхозĕ те… Кайса вырнаçнă таçти çăва шăтăкне. Лечебницăран никам та пырса курмасть, эсир те, Ермолай Зиновьевич, иртнĕ çултанпа…
Малалла
■ Страницăсем: 1... 43 44 45 46 47 48 49 50 51 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...