Кантăк витĕр ӳкрĕ уйăх сапнă кĕмĕл.
Çук, ман çухатушăн çитмĕ тӳлеме.
Ĕнтĕ эсĕ килмĕн, ĕнтĕ эсĕ кĕмĕн
Паянхи салхуллă çакă пӳлĕме.
Ĕнтĕ эс ăсантăн, эй, аппа-аппаçăм,
Кайрăн-çке яланлăх, кайрăн таврăнми.
Иртнине сиплеççĕ иртнĕ сулăмпа çеç,
Иртнĕ сулăм халĕ эс, асăмран кайми...
Хĕр чухне чиперччĕ, таврара пĕрреччĕ.
Юрласа ĕçлеттĕн пĕтĕм кăмăлтан.
Каччăсем тăхтаччăр — вĕренӳ черечĕ
Педагог пулмашкăн суннă чух малтан.
Миçе çул ун хыççăн шкул класне кĕреттĕн,
Сан çине пăхатчĕ миçе куç шанса
Шеллеме пĕлмерĕн эс хăвна пĕрре те,
Акă шкул та юлчĕ сансăр пушанса.
Çын ура хуни-и, суяпа элек-и —
Чăтрăн-çке пăхмасăр ăшунти чире.
Пурнăç — ода мар çав, ытларах — элеги.
Каçарсам, аппаçăм, каçарсам пире.
Ху пек хĕр ӳстертĕн,
ывăлна чун патăн,
Мăнуксем чупаççĕ — хунавран хунав.
Хурăн тăррине, тен, эс хăш чух ларатăн
Вĕсене курасшăн? Сас памастăн çав.
Малалла
Шухăшсем
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...
Why keep spending on traffic that doesn'...
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Explore Parimatch Canada in one place wi...