Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кашни кун Америка уçатăп!..
Кашни кун çук телейли манран!..
Кашни кун инçе çула тухатăп,
Чун ялан мала васканăран.
Кашни кун эп тинĕспе тупасшăн
Пĕр чĕлхе, вăй-хал сунса ăна.
Кашни кун эп ытларах курасшăн,
Йăпатасшăн çĕннипе чуна.
Çут тĕнче илемлĕ иккен питĕ,
Темле çын та пур-мĕн Çĕр çинче.
Эп иккен ытла сахал пĕлетĕп,
Пит сахал-мĕн курнă халиччен.
Кăнтăрта çитмест-мĕн çурçĕр питĕ,
Кăнтăр пит çитмест-мĕн çурçĕрте...
Анăç тухăçпа вăйне виçет-мĕн,
Ăна тăвăр — тухăç пур çĕрте.
Кам унта манпа пĕрле тухасшăн
Шуçăмпа пĕрле инçе çула?..
Эп татса калап: «Мĕнех, тархасшăн!..
Иккĕн чух, тен, çăмăлрах пулать?..»
...Кашни кун эп тинĕсе тухатăп,
Кĕрешетĕп çил-тăвăлсемпе.
Кашни кун Америка уçатăп,
Хама хам туятăп Колум6 пек.
06.08.21
02 сехет те 15 минут
Ула-чăла хура пĕлĕт
Пĕр çĕрелле пухăнать.
Ăшă вăрăм ырă кун
Пĕрмай кĕскелсе пырать.
Хĕвел ăшши çуккипе
Кунсем сивĕ тăраççĕ.
Xpecчен ĕçчен çыннисем
Тул çутлаччен тăраççĕ.
Выльăхсене пуçтарсан,
Анкартине куçаççĕ,
Хĕвел ансан, тĕттĕмччен
Пĕр канмасăр ĕçлеççĕ.
Ир пулсасан анкарнче
Тăпач сасси илтĕнет,
Йĕтем тăрăх тыр шăлса
Шăпăр-çулăк вĕлкĕшет.
Ешĕл йывăç майĕпех
Хăй тумтирне хыватех,
Çырма-урам тăршшĕпех
Шурă тĕтре тăратех.
Епле вăй пуçтарнă пĕлӳçĕ Олег:
Хурах хурри пулнă таврашăн
Вутпа та, хĕçпе те, аçа çиçĕм пек,
Усал хусара тавăрасшăн.
Маттур çарĕпе, истампул йĕстумпе,
Пырать вăл кал-калăн ырут юртăмпе.
Тухать ăна хирĕç хура вăрмантан
Таса чунхаваллă асамçă,
Килес кунсене юмласа чухлакан,
Перун хăватне пуççапанçă;
Аслать, ăрăмлать вăл тĕнче тупсăмне.
Олег утне чарчĕ çав ватă умне.
«Кала эс, асамçă, ырсен евĕчи,
Мĕнле кун-çула эпĕ тивĕç?
Е ĕмĕр мухтавлă Олегăн хĕççи,
Е хурлă ятпа ăна витĕç?
Кала, ан хăра эс, санраy — чăн сăмах,
Манран — асăнмалăх йăлттам урхамах».
«Асамçă хаяр ĕмпӳрен хăраман,
Хунсен парнине хапсăнман вăл;
Ун ирĕк сăмахĕ суя янтраман,
Çӳлти чăнлăхпа пĕр тăван вăл.
Хура сĕм хупланă пуласлăх куна,
Малалла
Тинĕсĕ кĕрлерĕ те кĕрлерĕ, —
Эп çула тухсассăн кимĕпе.
Эп çавах ишетĕп те ишетĕп,
Кĕрешетĕп пурпĕр хумсемпе.
Кунĕсем пулмарĕç пит хĕвеллĕ, —
Пикенсен утма эп тăвалла.
Эп çавах утатăп та утатăп,
Талпăнатăп пурпĕр малаллах.
Ыррине ялан эп кураймарăм, —
Пĕлменрен пĕлсе пит пурăнма.
Пурнăçа çавах эп юрататăп!
Пурнăçăм — чи пысăк мулăм ман!
12.07.2021
09 сехет те 38 минут
Эпир урокра «Татăксене» мĕнле çырмаллине вĕрентĕмĕр.
— «Татăксене» урăх нихçан та пĕрле çырмастпăр. Кирек мĕнле диктант парсан та, пурпĕр йăнăш тумастпăр, — терĕмĕр урок вĕçĕнче, учителе шантарса.
— Диктантсенче çеç мар, пурнăçра та кирлĕ вăл, — тет пире учитель.
Эпĕ, тĕлĕннипе, куçа чарсах пăрахрăм: мĕн тума кирлĕ-тĕр пурнăçра çав ăпăр-тапăр «татăксене» вĕренни? Ну, шкул вăл, мĕнле каласан та, шкулах ĕнтĕ, унта темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Темех ĕнтĕ ку — татăк? Ăна хăть пĕрле çыр, хăть уйрăм — вĕреннĕ çын хăех ăнланать. Халĕ тата пирĕн çĕршывра хут пĕлмен çын та çук.
Урокра мĕн вĕреннине шкул хапхинчен тухсанах манса кайрăм. Люся йăмăкăм чăваш чĕлхипе интересленекенсен кружокне юлчĕ, эпĕ часрах киле чупрăм: анне паян тутлă кукăльсем пĕçерет.
Эпĕ сĕтел хушшине кĕрсе лартăм та çыранçи тăватăп, хам çамка айĕн анне пĕçерекен çуллă кукăльсем çине ăмсанса пăхатăп. Кукăльсенчен тутлă шăршă сарăлать, сăмсана кăтăклать.
— Эсĕ мĕн тутуна çуласа ларатăн? — тет анне. — Куккусене хăнана килме çырса пĕлтер-ха. Пĕтĕм халăх Май уявне уявлать. Пирĕн те уявлас.
Малалла
Эп хиртен кĕретĕп, савнă çĕмĕрт куç,
Юрататни, çук-и — кантăкначчĕ уç.
Саншăн тунсăхларăм эп хĕрӳ ĕçре,
Саншăнах çунать-çке ман вĕри чĕре.
Тухчĕ кĕçĕр, тухчĕ, савнă хĕр-пике,
Курăклă çул тăрăх кӳлĕ хĕррине.
Санпала ĕç хыççăн лăпкăн, кăмăлтан
Виç сăмах çеç ăшшăн калаçасчĕ ман.
Уçсамахчĕ, тусăм, уçчĕ кантăкна,
Иăпăрт çеç курасчĕ чечек пек сăнна.
Анлансам, пĕр саншăн канлĕх çĕтнине,
Хĕрхенсемччĕ каччăн вут пек чĕрине.
Тăван пек туслăн ӳснĕччĕ эпир,
Хутран çĕлен, хитре карап туса.
Каяттăмăр çулла хĕвеллĕ ир
Çырла татма, алла пурак тытса.
Ачалăх иртрĕ... Эс ялтан инçе.
Вуникĕ çул кунта пулмарăн эс.
Йĕрсем выртаççĕ пуль çамку çинче —
Паллаймĕ те сана тăван кĕтес.
Шăп ултă çул çырмастăн ман пата.
Ал султăн эс çуралнă вырăна.
Чылайăш манчĕç ят-шывна ялта —
Аса илет куллен пĕр çын кăна.
Вăл — сан аннӳ. Вăл, ырă чунлăскер,
Сан сăпкуна сиктернĕ, шеремет.
Ватăлнипе хăлхи хупланнăскер,
Туйипеле кăштăртатса çӳрет.
Вăл чарăнса тăрать, мана курсан,
Хуллен ыйтать салхуллă сасăпа:
«Хăть сан пата çырать-и ывăл ман?
Эп илменни тăватă çул шăпах...»
Шап-шурă пысăк тутăр кăларса,
Йĕпеннĕ куçсене шăлса илет...
Юлташ! Çак вăхăтра сана тупса
Аннӳ умне ман тăратас килет!
Вара мĕнле куçпа пăхайăн-ши
Хăвна ӳстернĕ кăмăллă çынна?
Юлташлăха чунпа эс туйнă-ши?
Тăван аннӳ каçарĕ-ши сана?
Саркайăкăм, саркайăк,
Чипер-чипер саркайăк,
Садран сада вĕçсе,
Ан мухтансам, тархасшăн,
Пуçна ан йăт мăнаçлăн,
Хитре юрлап тесе.
Саркайăкăм, саркайăк,
Чипер-чипер саркайăк,
Асра тытсам ялан:
Юрлать-çке шăпчăк-кайăк,
Юрлать татах та лайăх,
Сасси каять ян-ян...
Пире тахçан яланлăхах хăратнă;
Нумай пăхтарнă вилĕм куçĕнчен.
Тен, çавăнпа эпир ытла та шăппăн,
Асăрханса пурнатпăр çĕр çинче?..
Вилме пултарнă, пурпĕр чĕрĕ юлнă...
Малах васканă, вилĕме çĕнсе...
Эпир, чăнах та, — вăйлă, аслă халăх!..
Анчах — ытла йăваш, сăпай çынсем.
Тăван çĕршывшăн пурнăçа паратпăр,
Пĕр тăхтаса тăмасăр, хаваспах.
Ĕçленĕ чух эпир канма пĕлместпĕр.
Тен, халĕ те пĕтместпĕр çавăнпах?..
Эпир, чăнах та, — вăйлă, аслă халăх,
Анчах — ытла йăваш, сăпай çынсем.
Çук, эпирех пурнатпăр питĕ тĕрĕс:
Малах васкатпăр, вилĕме çĕнсе!
«Марс» колхоз председателĕ Сергей Арсентьевичпа унăн бухгалтерĕ Данил Петрович, пирус мăкăрлантарса, чӳрече витĕр ферма енне пăхса лараççĕ. Лере, МТФ умĕнче, Анюк дояркăна ферма заведующийĕ Сантăр паян çупа сĕте бидонсем çине тултараççĕ.
— Май киле-ет! — тет Сергей Арсентьевич, тутине пĕçертсе илнĕ пирус тĕпне кĕтесри таз çине вăркăнтарса. — Пăхса тăр, эхер те леçме иккĕшĕ ларса каяççĕ пулсан, эпĕ калани тĕрес пулать. Вĕсем çураçнă! Çураçнă-тăк, çырăнмасăр таврăнмаççĕ. Эппин, ним хăрамалли те çук...
— Темĕн хăлаçланкаласа калаçаççĕ-çке-ха, — тет Данил Петрович.
— Тьфу! Авланни ултă çул иртрĕ те, хĕрпе каччă йăлисене манса та кайрăн-и-ха ĕнтĕ?! Юратура хăлаçланасси çеç пулать-и?!.
Лере, Анюкпа Сантăр хушшинче, дипломатилле калаçу пырать:
— Ан туртăшса тăр ĕнтĕ, Анюк, — тет Сантăр, бидон виттине хупса. — Кĕтерук инке суса илнине сан çине çыратпăр... Вара санăн виçĕ пин килоран иртет...
— Кĕтерук аппана вара мĕн... аннӳ сĕтне суса парас тетĕн-им?.. — ахăлтатать хĕр.
— Кĕтерук хамăр инке, тата, саншăн пулсан, ним те шарламĕ. Ара, путек-сурăх мар-çке вăл, ăнланать... Эсĕ унăн кинĕ пуласса чухламасть тетĕн-им? Мĕнрен хăратăн? Элле чап чиперкке сăн-сăпатна пăсать-и?
Малалла
■ Страницăсем: 1... 64 65 66 67 68 69 70 71 72 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...