Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиХĕн-хур айĕнчеӐшӑ ҫумӑрÇут пайăркаСана ҫырма сӑмах ҫитетТĕлĕнтермĕш юмахсемСинкер

Сылтăмпа Сулахай


Пĕр кунхине тем муршăн ир-ирех

Сылтăм ура йĕплешрĕ сулахаййипе:

— Эп... эп... калас пулсан тӳрех

Утмастăн эсĕ темшĕн сиккипе, —

Куçне чарса пăрахрĕ Сулахай.

— Халь те сан хыççăн тăрăшсах

Чупатăп, сиккелетĕп çех.

Тата ан ман-ха эс çакна

Ман сулахай ура тăшман пульлипеле

Кĕскелчĕ вăрçă хирĕнче.

— Каçар мана, эс, айвана, —

Пуплешрĕ Сылтăмми,

— Тавлашăва тататпăр мирлешсе

Нимле сăлтавсăр тиркешсе

Пăсар та мар никамăн кăмăлне.

Пĕррехинче


Пĕррехинче каçхине эпĕ чӳречерен пăхрăм та тӳперен çутă аннине куртăм. Урама сиксе тухрăм та çутта хирĕç хунарпа çутатрăм. Вĕçекен турилкке пирĕн кил умнех анса ларчĕ. Унтан темиçе инопланетянин анчĕç те манпа калаçма тытăнчĕç. Эпĕ малтан вĕсен калаçнине ним те ăнланмарăм. Анчах нумай та вăхăт иртмерĕ — вĕсен чĕлхипе калаçма тытăнтăм. Тепĕртакран ют планета çыннисем мана хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Эпĕ вĕсене каларăм:

— Манăн ыран шкулта экзамен тытмалла. Ыран ирех эсир мана каялла леçме пултаратăр-и?

— Паллах, — терĕç вĕсем.

Эпĕ вара хаваслансах вĕсемпе турилккене кĕрсе лартăм.

— Халĕ эпир Венера планета çине вĕçетпĕр, — терĕç çĕнĕ юлташăмсем.

— Унта лайăх-и? — ыйтрăм эпĕ.

— Паллах.

Венера çине çитсенех эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Кунта пуçсăр çынсем çӳреççĕ, хăш-пĕрисен — йытă пуçĕсем. Вара эпĕ хам ăшăмра шикленсе илтĕм: хамран та çакăн пек туса хумаççĕ-ши? Юлташăмсем мана таçта та илсе çӳрерĕç. Кайран эпĕ кĕсьерен телефона кăлартăм та Çĕр çине Алёша Юлмасов тусăм патне шăнкăравларăм:

— Салам!

— Салам! Эсĕ ăçтан шăнкăравлатăн, аран-аран илтетĕп сана?

Малалла

Турилкке


Эп паян каçхине куртăм,

Пит унтан тĕлĕнтĕм.

Вĕçсе анчĕ çĕр çине

Турилкке!

 

Çутă симĕс тĕслĕ хăй,

Çывхарма патне ан хăй.

Лартса кайĕ хăйĕнпе

Турилкке!

 

Анраса пăхса эп тăтăм,

Ӳтĕмпе сиксе чĕтрерĕм.

Куçсене унран илмерĕм.

Турилкке!

 

Ах! Ăçтан-ши вĕçсе килнĕ?

Мĕн шырарĕ çĕр çинче.

Тен, татах кунта килĕ

Турилкке!

 

Ларчĕ, ларчĕ те çĕкленчĕ

Çăлтăрлă çут тӳпене.

Майĕпен–çке вĕçсе кайрĕ

Турилкке!

 

Çăвăнтан ĕмĕт çуралчĕ,

Ман вĕçесчĕ тӳпене.

Сар уйăх çине ларасчĕ,

Тен, халь унта

Турилкке!

Хăнара


Пĕррехинче эпĕ хăнана кайма шутларăм. Марс çинче пирĕн юлташсем пурăнаççĕ. Çурлан 21-мĕшĕнче ларса кайма шутларăм. Манпа Оксана, Анна, Надя пыма килĕшрĕç. Эпир вĕçмелли хăмасене хатĕрлеме тытăнтăмăр. Акă çурлан 21-мĕшĕ те çитрĕ. Эпир тăватă хăма çине лартăмăр та тӳпенелле вĕçсе хăпартăмăр.

Марс çине эпир çур минутранах çитрĕмĕр те хамăр ларса килнĕ хăмасене марсиансен ангарне кĕртсе лартрăмăр. Пĕртăван Ту качаки, Тараса, Акăш, Ухăçă, Çил çунат, Дельфин тата Вĕшле йытăсем – пирĕн юлташсем. Вĕсем патĕнче хăналансан эпир тепĕр планета çине вĕçме шут тытрăмăр. Анчах кунти юлташсем пирĕнпе пыма хатĕрленсе çитнĕ çĕре чутах шăнса вилеттĕмĕр. Кунта ­- 70 градус сивĕ! Аран тепĕр планета çине вĕçсе кайрăмăр.

Юпитер çине эпир минутранах çитрĕмĕр. Пире юпитериансем кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Анчах вĕсен ангар çук, килĕ умнех лартса хăварма тиврĕ хамăрăн хăма ракетăсене. Пĕртăван Тинĕс çăлтăрĕ, Тинĕс лаши, Тимĕр шапа пире килне илсе кĕчĕç, апат çитерчĕç, чей, сĕт ĕçтерчĕç. Çур сехетрен чӳречерен пăхрăм та – пирĕн хăмасем çук. Эпир пурте урама сиксе тухрăмăр. Пирĕн вĕçмелли хатĕрсене пĕр юпитериан илсе кайнă иккен. Вăл Зоолог ятлă. Тархасласа ыйтсан пире хăмасене тавăрса пачĕ. Юлташсем килĕсене саланчĕç. Эпир те Çĕр çине вĕçсе антăмăр. Мана çулçӳрев питĕ килĕшрĕ.

Хăнара


Ваççа ачи Микула

Пит юратать çак çула.

Утланать те çунине

Каять вĕçсе Марс çине.

Кунта Микул юлташĕ.

Виç çул ĕнтĕ пурăнать.

Ыр кăмăллă пĕлĕшĕ

Нумайранпах йыхăрать.

Марс хулинчен тухсассăн

Микул вĕçĕ малалла.

Юпитертан иртсессĕн

Çитĕ чаплă Нептуна,

Ваççа ачи Микула,

Пĕр кайсассăн хăнана,

Хыпаланмасть пит киле

Курас килет çут тĕнче.

Акă Микул çул çинче.

Унпа пĕрле хаклă чул.

Çак чул çинчен ун çине

Пăхать арăмĕ Урсул.

Сасси хăлхара ян(ă)рать.

Алли вĕçĕм ĕç тăвать.

Микул унпа канашлать

Çăлтăр витĕр çул хывать.

Марспа Нептун хушшинче

Ларать чаплă ресторан.

Кунта лайăх кунсенче

Çиме пулать мăй таран.

Илмеç(çĕ) нимле укç та,

Çи, тăран та, выртса кан.

Ытах выртас килмесен

Выляма та пултаран.

Кунта куран тĕрлĕ çын,

Машинĕсем пит аван:

Куçа хупса илĕн те

Хăна килне çитĕн те.

Чăн та, пурнăç улшăнчĕ.

Укçа кирлĕ мар пулчĕ.

Хăвăн кăмăлу пулсан

Марс, Юпитер пулĕ сан.

Тĕлĕк


Эпĕ çывăрма выртрăм та интереслĕ тĕлĕк курма пуçларăм. Эпĕ çулпа утатăп пек. Кăвак йывăç патĕнче пукан куртăм. Ларас терĕм. Лартăм та — таçта пачах урăх çĕре лекрĕм. Эпĕ питĕ тĕлĕнсе кайрăм. Пăчă, хĕвел хĕртет, ура айĕнче хăйăр. Малалла утатăп, пĕчĕк вăрман курăнать. Чупрăм хăвăрт сулхăна, ларса канас терĕм.

Темле сасăсем илтĕнеççĕ. Эпĕ хăвăртрах пытанас тесе унталла-кунталла чупатăп. Пăхатăп — хура çынсем утаççĕ. Хăйсем çине темле ӳкерчĕксем ӳкернĕ. Мана курчĕç те тытса таçталла илсе кайрĕç. Лартрĕç сĕтел хушшине, темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç илсе килчĕç. Эпĕ савăнсах çисе ларатăп. Тăтăм та — мана пукан çине лартса шыв хĕрне йăтса кайрĕç. Эпĕ шыв хĕрринче ларатăп, мана хĕвел ăшăтать. Сулхăн пултăр тесе пысăк çулçă татса пуç çине çакса хучĕç. Эпĕ шыва кĕрсе кайрăм, унта тĕрлĕ пулăсем ишеççĕ. Эпĕ дельфина тытса пăхрăм, унпа ишсе çӳрерĕм. Тинĕс çăлтăрĕ, медуза, осьминог тата шыври ытти чĕр чунсене куртăм. Шывран тухсан алăк куртăм. Алăкки патне пырса уçса пăхрăм — тепĕр енĕ курăнать. Кĕрсе кайрăм та — вăрантăм.

Париж коммунарĕсене


Пĕр çын пекех, пуянсем хĕснипе,

Тăнă карах пур Париж çыннисем.

Çут тĕнчене тĕпĕпех çĕнетме

Юнлă вăрçа тухса кайнă вĕсем.

 

Пĕтĕм çĕртен буржуйсем пухăнса,

Шăлĕсене хăйраса йытă пек,

Вĕчĕрхенсе, кăшкăрса, чыхăнса,

Пынă пăлхав хулана çĕмĕрме,

Пĕчĕк ачасен, ватăсен юнĕпе

Пăлхавăра путарса пĕтерме.

 

«Тытăр пăшал, урама, граждансем!

Çак революци ĕçне хăтарар!

Пур урамра баррикадăмăрсем,

Тухăр часрах, виличчен çапăçар!

 

Кăкăрсемпе революци чапне

Савнă Париж хулине питлĕхлер!

Çук хĕрхенӳ! Вăхăт мар шеллеме,

Пурĕпĕр вилĕм, коммуншăн вилер».

 

Пĕчĕкçĕ Тьер хушнине итлесе,

Ылтăнĕсемшĕн каçса антăхса,

Ав Версальри мясниксем çухăрса

Кайрĕç штурмпа баррикада çине.

 

Чан чарăнмасăр кĕрлет, çĕмĕрлет,

Тăрăлтатса пуп сасси янăрать,

Кĕрĕслетсе пăшал пени илтĕнет,

Вут шавласа çуртсене çунтарать.

 

Чул чăлтăр-чалтăр туса сирпĕнет,

Пуля çитсе çынсене тӳнтерет,

Малалла

«Кичемлĕх» планетăна инкекрен çăлни


Тем тĕрлĕ планета та пур çав: «Хаваслăх», «Туслăх», «Кăмăллăх», «Тăнăçлăх»… Эпĕ вара «Кичемлĕх» планета çинчен çырса кăтартасшăн. Ытти планетăсемпе танлаштарсан ку тĕнчере пурăнакансем пурте салхуллă, хуйхăллă, кичем, кăмăлсăр пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем хĕвел çути сайра курнă. Хура пĕлĕтсем, хура кунсем, хура каçсем… Çак планета çинче кун çути курнă Марьяна ятлă ырă кăмăллă та çепĕç чунлă хĕр ача йĕри-таврари пусăрăнчăк та илемсĕр пурнăçпа килĕшсе тăрайман, хăй пĕчĕкскер çеç пулин те — халăха епле пулсан та пулăшасшăн пулнă.

Асламăшĕ каласа панă тăрăх, ĕлĕк ку планета çинче илемлĕ, хаваслă, кăмăллă пулнă. Юрă-кĕвĕ янăранă, çынсен пит-куçĕ кулăпа çиçнĕ — пурте савăнса çеç пурăннă. Планета ячĕ те «Ырлăх» пулнă. Пĕррехинче çĕр-шыв çийĕн хура пĕлĕтсем шуса иртнĕ, хĕвеле хупласа хунă, тĕксĕм çанталăк пуçланнă, йывăç-курăк ӳсме пăрахнă, çынсен кăмăлĕ хуйхă-суйхăпа тулнă… «Кичем пурнăç пуçланчĕ», — тенĕ вĕсем. Планетăна та «Кичемлĕх» ят панă. Апла пулин те, пĕр çын та ниçта та тухса кайма шутламан, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен çĕр-шывне питĕ юратнă. Хастартарах çынсем «кичемлĕхĕн» сăлтавне питĕ пĕлесшĕн çуннă. Ытти çĕрсене тухса кайса ыйткаласа пĕлнĕ. Тĕрĕссипе, «Мăнкăмăллăх» çĕр-шывĕнчи халăх «Ырлăх» планетăри çынсене питĕ курайман, вĕсем ыр курса пурăннине чăтайман, тарăхнă, кĕвĕçнĕ, хăйсем çеç савăнса пурăнасшăн пулнă. Ниçта кайса кĕрейменнипе хĕвеле хупласа хума шухăшланă. Шухăшланă — тунă. «Ырлăх» планетăри çынсем хĕвеле хăтарас тесе тем те туса пăхнă — усси пулман.

Малалла

Çимĕк


Çитĕ çимĕк çуталса:

Çĕнĕ милĕкпе çапса,

Сиплĕ курăкпа çуса.

Тасатсассăн ӳт-пĕвне,

Çĕклесессĕн кăмăлне

Тухĕ мунчаран чăваш,

Тăхăнĕ çĕн кĕпине,

Ĕçĕ çимĕк сăрине!

Шăпчăк юрă шăратса,

Ырă пурăнăç сунса

Чĕнĕ тимлĕн тăнлама!

Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕксем

Çепĕç юрă юрлама,

Чăнлăха чăн хак пама

Пуçлĕç савăк çимĕкчен!

Йывăç-курăк çеçкисем

Тутлă шăршă кăларса

Сывлăша уçăлтарсан,

Уй-вăрман капăрлансан,

Çут çанталăк хыпăнса

Сарă çимĕк çеçкипе

Ĕшнене ылтăнласан,

Вĕршĕнсем çăвар карса

Вирхĕнсен чăрăлтатса,

Каç пулттипе тăранса

Шăпăрт пĕр кана пулсан,

Çамрăк ачасем шыва

Çимĕкчен çич хут чăмсан

Тивĕçĕ тин çех тава

Кĕтнĕ çимĕк, тупата!

Шур Атăл хумепе ярăнайса


Шур Атăл хĕрринчи Пăлхар

Паян та чăвашла пуплет.

Чăваш кĕнекине çинĕ ĕне

Чăваш чĕлхине çапах та тивеймен.

Шур палатăри Шурă чулсем —

Чăваш тĕнчин ĕмĕр тӳнми чул юписем.

 

Шур чатăр карнă çырана.

Музей, мунча та минарет,

Хура палата — Шур Атăл çумĕнче ларать.

Эх, пĕлнĕ çав асаттесем чăн чаплă

вырăнта хула лартма.

 

Патша илемĕпе мăнаçлăн сарăлса

Юхать Шур Атăл...

Юхан шыв варринче — çăтмах утрав,

Шур акăшсем иленнĕ вырăн, хăмăш

хитрен хумханнă шыв вăрри.

Ах, епле те чаплă

Аслă Пăлхар хĕрĕсем

Каçсерен савни кимми çине ларса

Чăваш юрри юрланă, чăваш юрри юрланă

Шур Атăл хумĕпе ярăнайса...

■ Страницăсем: 1... 694 695 696 697 698 699 700 701 702 ... 796