Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуХӗвел мулкачӗсемЙытă тĕлĕкĕЫлханлă хура çĕмĕртСулпикепе Валĕм хунÇич çунатлă куракЕркӗн

Кĕçĕн çăварни


Ĕнер ăсатса ятăмăр «хĕл кунне»

Юрăпа йыхăртăмăр — кил çуркунне

Ташласа — юрласа иртрĕ çăварни

Тутлă сăра ĕçмелли уяв эрни.

 

Кашни килте пиçнĕ тутлă икерчи

Купăсне хитре калать кӳршĕ ачи

Ял тăрăх ярăнтăмăр лаша кӳлсе

«Ача купи» пултăмăр çуна тӳнсе

 

Кĕмĕл саслă шăнкăрав пĕкĕ çинче

Вĕлкĕшет ал шăлли турта пуçĕнче

Юр чăмăркки вĕçет лаша уринчен

Хитре хăюсем çитленĕ çилхинчен

 

Ял халăхĕ пуçтарăннă урама

Карталанса хитре юрă юрлама

Çыхнă улăмран «çăварни карчăкне»

Тăхăнтартнă кивĕ кĕпе çĕтĕкне

 

Шурă тутăр çыхтарнă «кĕлте – пуçне»

Çил вĕçтерет сарă улăмлă çӳçне

Аслă урам варринче тăрать çĕтсе

Хитре хĕрсем юрă пуçласса кĕтсе

 

Пĕр-пĕринпе алла — алăран тытса

«Карчăк» мĕлки йĕри — тавра саврăнса

Пĕтĕм йышпа хитре юрă шăратса

Ăсатрăмăр хĕле «вутпа ăшăтса»

 

Çумăрпа хутăш юр вĕçтерет тӳпе

Çие тăхăннă тумтирсем йĕп-йĕпе

Сивĕ хĕлĕн парăнас килмест тӳрех

Малалла

Архимеда планета


Ылтăн кĕркунне çитрĕ. Йĕри-тавра питĕ илемлĕ. Çак илем куçа илĕртет, чуна савăнтарать. Вăрман аякранах палăрать. Вăл хĕрлĕ, сарă, ылтăн тĕспе ялтăртатнăн туйăнать.

Эпĕ, пĕр хĕвеллĕ уяр кун, вăрмана кайма шут тытрăм. Çакăн пек хавас кăмăлпа вăрмана каймасăр епле тӳсес! Акă эпĕ çитрĕм. Мĕн тери хитре кунта! Уçă сывлăш чуна çĕклет. Йĕри-тавра шăп. Ура айĕнче ылтăн кавир. Мĕнле утас килмĕ ылтăн кавир тăрăх! Çулçăсем ура айĕнче чăштăртатаççĕ, пĕр-пĕринпе темĕн пăшăлтатаççĕ тейĕн. Сисмесĕрех вăрман уçланкине çитсе тухрăм. Кунта ытармалла мар илемлĕ яштака хурăнсем ӳсеççĕ. Çак илемпе киленсе эпĕ сисмен те — тĕттĕмлене те пуçланă. Кăшт канма лартăм та çывăрсах кайнă.

Ман умра Андриян Григорьевич Николаев. Эпĕ хам куçсене хам ĕненместĕп. Эпир космос карапĕ çинче иккен. Эпĕ скафандр тăхăннă. Иллюминатортан пăхрăм та шарт! тĕлĕнтĕм. Эпир тĕнче уçлăхĕнче. Малтанах хăраса ӳкрĕм. Эпир Николаевпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр.

— Ăçта каятпăр эпир? — ыйтатăп.

— Архимеда планета çине, — хуравлать космонавт.

— Мĕнле-ха апла? Ученăйсем тăхар планета çеç палăртнă вĕт.

Малалла

Кăмăл юлчĕ тăван чĕлхешĕн


Ирхине, хĕвеллĕ-хитре вăхăтра,

Автобус кĕтсе тăратпăр урамра.

— Папа, папа, посмотри, вон едет кран, —

Çакăнаççĕ хĕрпе-ывăл çанăран.

 

Ватă тутар карчăкĕ чĕнет мана:

— Атте-анне чĕлхине упрамалла,

Çамрăксем ялтан кайсассăн хулана

Хайсен чĕлхине манаççĕ пулмалла.

 

Хуравларăм эпĕ ăна тутарла:

— Атте-анне чĕлхи пирĕншĕн — çырла

Питĕ тутлă калаçма та савăнма

Айван мар эп хам чĕлхерен вăтанма.

 

Пирĕн ачасем пĕчĕккĕ вăхатра

Иксĕмĕр те ĕçлерĕмĕр заводра

Черетпе ĕç вăхатне улăштарса,

Ачасене кӳршĕ патне хăварса.

 

Калаçма унта вĕренчĕç — вырăсла,

(Куршĕ майри ăнланмастчĕ чăвашла)

Темиçе хут яла кайрăм йыхăрма

Пирĕн атте килмерĕ ача пăхма.

 

Çавăнпалан калаçаççĕ вырăсла,

Виçĕ сăмах хушаймаççĕ чăвашла.

Ахалех вăрçатăн эсĕ кинеми,

Салтакъелĕнчен эпĕ, Чăваш ачи!

 

— Апла пулсан юрĕ, — терĕ кинеми,

— Çылăх мар вăл чăваш чĕлхи пĕлменни.

Кăмăл юлчĕ манăн тăван чĕлхешĕн

Малалла

Мĕн тăван


Çамрăк чух кам кăна юратман-ши?

Юрату юррисем шăратман-ши?

Юрату ĕмĕрне ватăлман!

Ватăлатпăр, тăван.

Мĕн тăван.

 

Ватăлатпăр, тăван.

Мĕн тăван.

Хура çӳçĕм пулать шур кăлкан.

Ватăлатпăр, тăван, ĕçлесе,

Çут тĕнче нушине çĕклесе.

Ватăлатпăр, тăван.

Мĕн тăван.

 

Çамрăк чух кам кăна паттăр мар-ши?

Сывă чух кам кăна шухă мар-ши?

Юрату юратать паттăра.

Ватăлатпăр, тăван.

Мĕн тăван.

 

Ватăлатпăр, тăван.

Мĕн тăван.

Хура çӳçĕм пулать шур кăлкан.

Ватăлатпăр, тăван, çапăçса,

Ют çĕрте юн ашса, юн тăкса.

Ватăлатпăр, тăван.

Мĕн тăван.

Малалла

Вăхăтсăр уçăлнă мухмăр


Ирхине, хĕвел йăл кулса тухнă-тухман, пуç ыратнипе вăранса кайрăм та тӳрех асаилтĕм: ара, паян шăматкун-çке, карчăк-карчамас каллех ĕçлеттерсе чуна илет ĕнтĕ... Çавăнтах такам пӳрт алăкне уçса ман паталла харсăррăн таплаттарса килнине илтрĕм. Ыйхă туртакан çын пек курăнам-ха тесе тӳрех куçа мăч! хупрăм.

«Эсĕ халиччен мĕн туса выртатăн?! — хăлхана çурасла хыттăн калаçма тытăнчĕ Униççе. — Атя тăр! Тăр тенĕ! Каллех тĕлĕренçи туса улталасшăн-им, кахал! Тьху!»

«Ман питçине ма суран?!» — терĕм юри тарăхнăн.

«И... эсĕ çывăрмастăн-иç... — савăнсах кайрĕ хайхи. — Атя тăр, питна-куçна çу та тӳрех ĕçе тытăн...»

«Эсĕ мана, карчăк, малтан сăра е эрех ярса пар, кайран тутлă чăх яшки çитер, вара ыталаса чуп ту... — терĕм майĕпен тăрса ларса, — ун хыççăн кăшт чĕрĕлетĕп те...»

«Мунчари каткана шыв тултар та вутă илсе кĕрсе хутса яр, ан йӳтесе лар», — хушрĕ тарăхма пуçланă сивĕ чĕреллĕ карчамас.

Эпĕ те парăнас мар тесе сиксе тăтăм та çине тăрса тавлашма пикентĕм: «Манăн шыв йăтма юраманнине хăвах пĕлетĕн — пилĕк сурать, вутă çĕклес — алă ыратать. Мухмăр чĕртме ярса памасан вырăнтан та хускалмастăп!»

Малалла

Кăтартам сана тĕнче


Пурăннă тет пĕр ялта

Машук ятлă хĕр ача

Кукашшĕпе килĕшсе

Питĕ туслă калаçса.

Пĕррехинче каçхине

Кайнă хĕр шыв хĕррине,

Курнă унта пĕр лаша.

Пăхнă Маша лашана

Юратса та савăнса,

Лаша ăна ăнланса

Пупленĕ тет чăвашла

«Маша, пĕчĕк чиперкке,

Лар-ха эсĕ ман çине.

Кăтартам сана тĕнче

Çутă уйăх çутипе.

Ларчĕ Маша савăнса,

Тĕнче курас ĕмĕтпе

Кукашшĕне ас илсе

Кăштах уншăн кулянса.

Лаша вĕçнĕ пек чупать,

Тĕнче кăтартма васкать

Маша питĕ тĕлĕнет,

Мĕн кăна вăл халь курмасть.

Çутă уйăх çутатать,

Каçхи çула кăтартать,

Машăна ăнлантарать,

Тĕнчепе паллаштарать.

Шуçăм килнĕ тĕлелле,

Çаврăнчĕç тĕнче тавра.

Маша халь мĕн курнине

Каласа парать кукашшĕне.

Çăлтăр


Куртăм çăлтăр тӳпере

Çутатать вăл пĕлĕте

Калаçать манпа пĕрле

— Çутă çăлтăр, — ыйтрăм эпĕ. —

Мĕн кĕтет мана малта?

— Эсĕ хăв кĕтетĕн мĕн,

Мĕнле ĕмĕт сан чунра?

Çавă пулĕ тăрăшсан

Ĕмĕтлен эсĕ ялан.

Çирĕп пул кăмăлупа

Тăрăш, пурăн юратса,

Шкулта вĕрен тăрăшса.

— Çăлтăр, тавтапуç сана

Эсĕ пул ялан манпа.

Кукаçей юмахĕ


Хĕллехи йĕпе-тăманлă каçсенче

Макăраççĕ çил ачисем мăрьере.

Шăнса-кӳтнĕ яранса Сăрт кассинче,

Пичĕсене тăм илтернĕ сивĕре.

 

Чупать сурăх путекки урайĕнче,

Макăрать вăл — тунсăхланă амăшне.

Шăппăн ларатпăр кăмака çийĕнче,

Юптарать кукаçей хăйĕн юмахне.

 

— Пурăнатпăр кунта ĕлĕк-авалтан

Урăх çĕре куçма шутламан ялтан,

Мăн асаттерен тытăнса шутласан

Эпĕ тăххăрмĕш сыпăк — тĕрĕс пулсан.

 

Чăваш енче çĕре пит хĕсĕк тесе

Ман Асатте хăйĕн виçĕ ывăлне

Пĕр ямшаклă пăхăр укçа тиесе

çĕр илмешкĕн ăсатнă Вырăс енне

 

Куçса килнĕ кунта виçĕ пĕртăван

(Шел пулин те ячĕсем асра юлман)

Ыраш акма кăкланă хура вăрман,

Выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетнĕ, çывăрман.

 

Hиме туса пӳрт çĕкленĕ тăвансем,

Йышлă пулнă вĕсен ачи-пăчисем.

Виçĕ çемьи те ĕçе питĕ хастар,

Ывăлĕсем кĕреш пек çирĕп, патвар.

 

Пир тĕркисем тĕртнĕ хĕлĕпе хĕрсем,

Шуратма сарнă шап-шурă юр çине.

Ал шăллисем тĕрлене пулас кинсем

Малалла

Хаçачĕ кирлех те...


Пенси укçи валеçекен иртнĕ çул канăва тухнă Сергей Куçмич патне васкаса кĕчĕ. Кил хуçи кăштах сыпнăччĕ.

— Сергей пичче! Иртнинче пенси панă чух хальхинче хаçатсем çырăнма пулнăччĕ, — тет почтальонка памалли укçана шутланă май. — «Хыпар» тата район хаçатне çырăнăп тенĕччĕ. Çырас пулĕ?

— Ах! Хаçачĕ питĕ кирлĕ те... — салхуланса калаçать пенсионер. — Шутлакаласа пăхрăм та — тăкакĕ нумай-çке. Ку уйăхра çуралнă куна паллă тумалла, эрех валлиех мĕн чухлĕ кирлĕ тата пĕр эрехпе ĕçкĕ тăваймăн çав. Каллех тепĕр уйăха хăвармалла пулать пуль. Тепĕр уйăхра, сăмах та çук, çырăнатăпах, Галя!

Почтальонка «Хыпарăн» çĕр çулхи юбилейĕ пирки те ăнлантарчĕ, анчах çырăнмарĕ Сергей Куçмич — эрех кирлĕрех терĕ пулас.

Айăп


Паян пире кăлармарĕç урама

Çутă пăр çинче калайла выляма

Ĕнер илтмен анне киле чĕннине

Сисмен тумтирсем пăрланса шăннине

 

Кантăкран пăхса ларатпăр урама

Ача-пăча пуçтарăннă выляма

Эпĕ те тухса чупаттăм ярăнма

Намăс пулĕ анне куçне курăнма

 

Кунĕпе ача пăхма хушнă мана

Пĕччен хăварма çук пĕчĕк Ваççăна

Пĕтĕм ача яранаççĕ савăнса

Шăллăмпа пăхса ларатпăр ăмсанса

■ Страницăсем: 1... 708 709 710 711 712 713 714 715 716 ... 796