Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Çул хыççăн çулСар ачапа сарă хĕрУтартаПурăнас килетВӗре ҫӗленТутимĕр

Хыçсăмах


Йышлă пулнă сумлă пикесем,

Пĕринчен тепри вĕсем сăваплă.

Мĕн тери илемлĕ ячĕсем!

Мĕн тери хăйсем мухтавлă, чаплă!

 

Тивĕç пулнă тĕрлĕ патшана,

Ят яман тĕнче умне тухсассăн.

Эй, тăванăм! Çĕклеме чуна

Тăтăшраххăн вĕсене эс асăн.

Çитеймен-тĕр шухăшăм çавăрса хума...


Çитеймен-тĕр шухăшăм çавăрса хума,

ватăлмасăр пурăнăп теттĕм пуль хама.

 

Пĕр ларса шутлатăп та паянхи куна –

юрату та, пурнăç та вăхăтлăх кăна.

 

Иртсе кайнă хыççăн тин çак кĕрет пуçа,

тĕлĕк курса пурăннăн халь уçап куçа.

Кашни кун ман кĕрешӳ теттĕм эпĕ те.

Ку мелпе пурнать чĕр чун, пурнĕ упăте.

 

Çитĕнтерĕ кайăк та чĕпĕ йăвара.

Çыншăн пурăннин пайти çакă-ши вара?

 

Йăвана чĕп таврăнмасть, çыншăн кил – тĕппи.

Пирĕн çĕр çинчи пайта урăхрах эппин.

Тăван кил, атте-анне паччăр пире пил,

халăхăмăрăн чĕлхи, эс нихçан ан вил.

 

Чăн чăваш, вут куçупа тĕнчене тĕлле –

Çеçпĕлтен çитен хĕлхем пултăр ман тĕллев.

Юрату та, пурнăç та хыçăма юлсан,

Халăхăмăр, эсĕ çеç вилĕмсĕр пулсам!

 

14.06.2007.

В.А. Мукина


Кун-çул сехечĕн йĕппине

шăп вăтăр çул калла куçартăм.

Мускав. Пухаттăм ăс. Яш-ар та, –

çук арăм. Вилнĕччĕ аннем.

 

Кун кунласа, çĕр çĕрлесе

чăваш сăввин çулне йĕрлеттĕм.

Кăштах канса илес тесе

ентеш-студентсемпе сĕрлеттĕм.

 

Сĕрлеттĕмĕр вĕллери пек,

кĕç-вĕç ярассăн вăйлă çăвăр.

Ăшра Мускав та пулнă тăвăр,

вĕçесшĕн пулнă тĕнчипех.

 

Чăваш аваллăхĕ, хальхи

çурхи чечек пек илĕртетчĕ.

Хăш-хăш пире йĕрлет те тетчĕ

йывăç пӳртре пурнан Айхи.

 

Йĕрлетчĕç паттăр Кашкăра,

Шупашкарта хытах шавлатчĕç.

«Алран кайми» унпа юрлатчĕ

студент таврашĕ Мускавра.

 

Любимов гобойçăпала

симфониçĕ Мих. Алексеев

кĕрекере пĕрле лексен-и? –

Упăтерен чăваш пулан.

 

Çу уйăхĕн ум вырсарни

пире пĕр вил тăпри пуçтарнă,

Унта аса илӳ юхтарнă,

пулман-тăр хыттăн калаçни.

 

Мăн кун чухнехи пек таса,

ăшра, чунра сăвап туятăп.

Хĕрес енне пуçа таятăп

Малалла

Хама нихçан поэт темен эп...


Хама нихçан поэт темен эп,

медаль-ятсем илмен, çакман.

Вĕрентекен тесен именĕп,

ун пек хевте пачах çук ман.

 

Калем кăна пулайтăр çивчĕ,

унпа хут тĕнчине чăмас…

Пуласчĕ ман ырми тĕпчевçĕ,

тата пуласчĕ ЧĂН ЧĂВАШ.

 

12.04.2007.

Г.И. Федорова


Тулта шатăртатмасть халь нарăс,

вĕçмест чакак хыпар туса.

Çапах пуçтарăнтăмăр харăс

саламламашкăн çак туса.

 

Кун таврăнсассăн юп илейĕ

ӳсен-тăран, мĕнпур чĕр-чун.

Пĕр вĕçĕм килчĕ юбилейĕ,

пĕрин, теприн… Ак халĕ ун.

 

Çак Çыннăн. Унăн çӳçĕ шурă,

Çапах хăйне хумасть мăнна.

Якур та, Герги те Жора

Тесе чĕнеççĕ мĕн ăна.

 

Хĕветĕр Уçăпĕ – ун ашшĕ –

Укçа министрĕ пулнăран

Якур та çитĕнмен мăран,

Курманнине çитсе курасшăн.

 

Килти ати-апай халалĕ

Ăна çитернĕ Канаша.

«Учитель мар, пулап филолог» -

Çакна хывайнă вăл ăша.

 

Филолог кăна мар. Философ

пулайрăн тăтăн эс паян.

Чăвашшăн эсĕ пултăн Лосев,

эс пуррипе эпир пуян.

 

Пулмасть ялан кĕсре те пĕтĕ -

хăçан çĕн шухăшу сан пĕтĕ?

Теорилле истори çыр,

ăна вĕçличченех ан ыр.

 

Тĕпчевçĕн тинĕсĕ пĕрре,

вăл çех кĕтет, чĕнет пире!

Тулта тăманлă, юрлă нарăс,

карнайтăр чĕрӳнте шур парăс.

Малалла

Тăван чĕлхемĕр


Анне сĕчĕ пек сĕтеклĕ

ачаран тăван сăмах.

Вăл пуртан эпир тĕреклĕ,

пурăнатпăр уншăнах.

 

Вăл пулсан кашнин çунат пур,

Çĕкленетпĕр тӳпене.

Уншăнах эпир çунатпăр,

хыптаратпăр чĕрене.

 

Эй, ăш пиллĕхлĕ чĕлхемĕр,

аннесемĕр сĕчĕпе

Юрнăскер, эс ĕмĕр-ĕмĕр

Янăра пур тĕнчипе.

Парс-слу


Барсын-сулу, Барчин пике —

Мухтавлă паттăр-чиперкке,

Эс кам ачи пулатăн-ши,

Аçу хăш халăхăн патши?

Яту çӳрет таçтан таçта,

Пур мавзолей Казахстанта.

Эс Атăлтан Алтай таран

Илемӳпе сăхлантаран.

Тутар та пушкăрт е узбек

Сана чыслать хăй тусĕ пек.

Халап яраççĕ пушкăртсем

(Тимле, тăванăм, тĕшмĕртсем):

Лăпках пурнас тесе тахçан

Туслашнă имĕш икĕ хан.

Çӳренĕ тет те сунарта,

Çураçнă тет вĕсем унта

Пулас ывăлĕпе хĕрне,

Юратчăр тенĕ пĕр-пĕрне.

Аларăн ывăл çуралать,

Вĕсен туйне ирттериччен

Алар каять ку тĕнчерен.

Чипер хĕрне хайхи Пулар

Пушкăрталла парасшăн мар.

Пике килтен тухса тарать,

Шап-шурă чатăр картарать

Вăл аякри çӳл ту çине,

Кĕтет çураçнă каччине.

Анчах хĕрпе пурнас тесен

Вăй хумалла-мĕн йĕкĕтсен.

Хĕр кустарать арман чулне

Çӳл ту çинчен çырма енне.

Ăна тĕксе хăпартмалла:

Вăйна-хална кăтартмалла.

Чылайăн пăхнă талпăнса,

Хайхи чул аннă йăванса.

Алар ачи çитсе тăрать,

Малалла

Пурнатпăр-ха, тăван


Сисмесĕрех иртеç çĕрсем, кунсем.

Çулсем, çулсем ĕрĕхнине куратпăр.

Пуриншĕн паллă чăнлăха илтсем,

Çак çĕр çинче пĕрре кăна пурнатпăр.

 

«Мехелĕм çитрĕ», –

тенĕ пĕр поэт

тĕрме чӳречинчен

тӳпе курсассăн.

Шăпамăра

пĕр Турă çеç пĕлет,

эпир çавах

сывламăпăр-ха ассăн.

 

Çав сăвăç пурăнчĕ кайран. Чăнах

хăй ĕмĕрне

вуншар çулпа шутларĕ.

«Пурнатпăр-ха», – теер те

çак сăмах

чĕре тĕпне вырнаçĕ те

çăлмарĕ.

 

Тепрер чухне пулсассăн та шӳт-мĕн,

Малашлăха шанса пуплетпĕр.

Пĕр вырăсла калатпăр,

«Тар пĕтмен»,

Е чăвашла,

«Ăшшийĕ пур-ха», – тетпĕр.

 

Пурнатпăр-ха, тăван. Мехел çитмен.

Ахаль-и мĕн чăваш вăл çăра юнлă?

Ку тĕнчерен кайма ĕçсем пĕтмен,

тăвайманни те юлтăр шăп виç кунлăх!

М.Ф. Чернова


Çур кунне сывлама сывлăш уçă,

янăрать кайăк-кĕшĕк сасси.

Паян кун мухтанать Ункăпуçĕ,

мухтанать Ишекпе Хыркасси.

 

Çакă кун тĕнчене эсĕр килнĕ –

хура шăнкăрчăн шăхăрăвĕпе.

Çавăнпа хушамат çапла илнĕ,

тата йăм çӳçĕре çав тĕспех.

 

Хура çӳç ерипен кăвакарчĕ,

яш утти те майпен вĕтелет.

Çамкана та тĕрлет вăхăт карчĕ,

вăхăт пурнăç çипне тĕвĕлет.

 

Кашни çын хăй ĕçне пĕтĕмлетĕ,

Эсир çеç васкамастăр темме,

çулсерен кĕнеке пичетлетĕр,

вăхăт çук мĕн çав пĕтĕмлетме!

 

Чăваш синтаксисĕ кăткăс пит теççĕ,

пăтратса тултарни нумай теç.

Хăшĕсем пичетре те хĕртеççĕ,

теприсем шăл йĕрсе йĕкĕлтеç.

 

Чĕлхе пĕлĕвĕнче пур-ха пайтăр.

Ик алри ĕçсене вĕçлеме,

вĕренен чĕпсене вĕçтерме

Сире Туррăмăр сывлăх парайтăр!

 

28.04.2005.

Туйпике


Пулнă тет патша — Айтар,

Те сăвар хăй, те пăлхар.

 

Пулнă унăн чиперкке —

Туйпике текен хĕркке.

 

Хайхискер чире ерет,

Ашшĕ-амăшĕ йĕрет.

 

Сыпрĕ тем пайтах эмел —

Сывалма пулмарĕ мел.

 

Пĕлтереççĕ Айтара:

Пур эмелçĕ хулара!

 

Багдадран килнĕскерех,

Пысăк ăс илнĕскерех.

 

Чĕнтерет ăна Айтар:

— Хĕрĕме сыват, хăтар.

 

Леш калать тет патшана:

— Эп сыватăп-ха ăна,

 

Эсĕ кĕрĕн-и тĕне

Пăрахса кив йеркене?..

 

Аптраса ӳкет Айтар:

— Пулăшу камран ыйтар?

 

Кĕмесен — хĕр вилĕ те,

Юлмĕ хĕр пĕрчи килте...

 

Килĕшет Айтар. Вара

Леш сыватнă туххăмра.

 

Туйпикемĕре пула

Сарăлнă тет çĕн йăла...

■ Страницăсем: 1... 744 745 746 747 748 749 750 751 752 ... 796