Ӳссе пытăр тус-тăванлăх...
Ӳссе пытăр тус-тăванлăх
Хамăр савнă таврара.
Тăрăшса ĕçлетĕр халăх,
Сывлăх пултăр пурнăçра.
Ырра куçтăр хамăр халăх,
Ĕç çĕклетĕр вăй-хала.
Пур-ха пирĕн пултарулăх,
Ӳсĕмлĕ ĕç пулмалла.
Тăп тăрсан çанталăк лайăх
Ĕçлемешкĕн пит аван.
Çур аки кӳрсессĕн ырлах,
Акатуй тăвас ялан.
Сывлăх пулсан эпир вăйлă,
Ан ӳркен, ĕçле кăна.
Ăнса пулнă кĕрхи тулă
Савăнтарĕ халь хăвна.
Тырă пулсан пур пуянлăх,
Шурă çăнăх, шур çăкăр!
Яшка-çăкăр пур çимелĕх,
Праçник çитсен савăнăр!
Шухăшсем
Hello, I was looking at chuvash.....
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...