Чăн-чăн туссем
Тахçан авал вăрманта пĕр пысăк, ватă йывăç ӳснĕ тет. Унта пакша пурăннă тет. 2000 çул пурăннă хыççăн йывăç хăрма пуçланă. Çулçисем ӳксе пĕтнĕ. Йывăç часах йăтăнса аннă. Пакша тунката çине ларса макăрма тытăнать,
— Халь ман ăçта пурăнмалла? — тесе куççуль тăкать.
Çав хушăра упа иртсе пырать тет.
— Мĕн пулчĕ, пакша тусăм? — ыйтать упа.
–Эпĕ килсĕр юлтăм, — хуравлать пакша макăрса.
Атя асамçă патне, — сĕнет упа хăйĕн тусне.
Асамçă карчăкĕ патне çул тытрĕç тет хайхискерсем. Тĕмсен хушшипе пынă чух упа шăтăка анса каять. Пĕр кун иртет, икĕ кун, виççĕмĕш кунне çеç анса çитет. Пăхать — çул. Утса-утсан пысăк арча курать. Ăна çăраççипе питĕрнĕ.
— Уççи ăçта-ши? — мĕкĕрсе ярать упа.
Çакна курак илтет. Арча çине вĕçсе ларать те çапла калать, «Ан кулян, упа, пулăшма хатĕр эпĕ сана. Акă, тыт пан улми. Вăл сана ылтăн пулă патне илсе çитерет».
Чăнах та пан улми тинĕс хĕррине илсе çитерет. Упа шыва чăмасшăн пулать. Çав самантра шывра пулă курăнса каять.
— Мĕн кирлĕ сана, упа тусăм? — ыйтать вăл.
Мĕн пулса иртнине упа йăлтах тĕплĕн каласа парать. Ылтăн пулă упана уçă тыттарать. Анчах асăрхаттарать, виçĕ ырă ĕç тумасан уççи çĕлен пулса тăрать.
Упа арча патне çул тытать. Çухрăм утсан макăрнă сасă илтĕнет. Йывăç патĕнче хĕрача йĕрсе ларать. Ачасенчен çухалса юлнă-мĕн. Упана курсан хĕрача тата хытăрах макăрма тытăнать.
— Ан хăра манран. Лар ман çине, килне илсе çитерĕп, — тет упа.
Хĕр ача хăра-хăрах упа çурăмĕ çине вырнаçса ларать. Упа ăна ял патне илсе çитерет.
— Тавтапуç сана, упа тусăм, — ырă сунса сыв пуллашать хĕр ача.
Упа малалла каять. Сăрт çинчен аннă чух çăмарта тупать. Вăл камăн пулнине пĕлме пĕтĕм кайăк-кĕшĕке чĕнсе илет. Çăмарта хуçи крокодил пулнă иккен. Çăмартана шăши вăрланă, ту çине пытарса хунă. Кайсан-кайсан упа арча патне çитет. Анчах та унăн тепĕр ырă ĕç тумалла. Унччен те пулмасть — уççи çĕре ӳкет те çĕлен пулса шыва каять. Крокодил шывра çĕлене тытса упана парать. Вăл çĕлене ещĕке хупать. Тата тепĕр ырă ĕç тăвас тесе уттарать. Вун икĕ çухрăм кайсан упа çутă курать. Çав çутă патне çывхарать.
— Пулăш мана, — илтĕнет сасă пӳртрен. — Мана тăхăр пуçлă çĕлен хупса хучĕ. Леш енче шăши сыхлать мана.
Упа çĕлене кăларать. Унтан вăл шăшие çисе ярать. Çĕлен каллех уçă пулса тăрать. Упа савăнса арча патне чупсах каять. Унта вĕçекен тутăр пулнă. Упа ун çине ларать те пакша патне вĕçсе каять. Нумай та вĕçмест — асамçă карчăкăн пӳрчĕ курăнса каять. Вăл ун тăррине ларать те мăрьепе пӳрте анать тет. Унта асамçă çывăрнă. Упа вăратать, вăратать ăна, анчах лешĕ вăранмасть.
— Шши, — тенĕ сас илтĕнсе каять сасартăк. Упа, çĕлен тата пакша сас илтĕннĕ енне çаврăнса пăхрĕç тет. Унта нăрă иккен.
— Асамçă карчăка хаяр тухатмăш тухатларĕ. Ылтăн çĕрре вăл вăрласа кайрĕ. Унпа çеç асамçă вăранĕ. Тухатмăш вара вун улттăмĕш çĕр-шывра саккăрмĕш ту çинче пурăнать, — ăнлантарать нăрă.
Пакшапа упа вĕçекен тутăр çине ларчĕç те вун пиллĕкмĕш çĕр-шыва çитрĕç тет. Вун улттăмĕш çĕр-шывра кусене хуралçăсем ямаççĕ.
— Виçĕ тупмалли юмаха пĕлсен — ярăпăр, — тет пĕр хуралçи. — Пĕрремĕшĕ, «Тулĕ — тимĕр, ăшĕ — нимĕр».
— Эпĕ ăна пĕлетĕп, вăл мăйăр, — хуравлать пакша.
— Иккĕмĕшĕ, «Ани шурă, вăрлăхĕ хура».
— Эпĕ ăна пĕлетĕп, — кăшкăрса ярать упа. — Вăл кĕнеке.
— Виççĕмĕшĕ, «Хура йăмăкăн юрри хитре».
— Шăнкăрч, — харăс кăшкăрса ячĕç тет пурте.
— Маттурсем, — савăнтарать иккĕмĕш хуралçи.
Туссем çиччĕмĕш ту çине çитсен, хайхи тутăр вĕçме чарăнать. Пакшапа упа канма ларчĕç тет. Пĕр кун лараççĕ, икĕ кун канаççĕ, саккăрмĕш кун та çитет. Вĕçекен тутăр вĕçмест — малалла кайма çук.
Çуран утма шутларĕç тет. Саккăрмĕш ту патне çитеççĕ. Пакша ту çине сиксе хăпарать те упана вĕрен ывăтса парать. Упа хăпарса çитсен вĕсем кермен кураççĕ. Керменĕн алăкĕ те, чӳречисем те çук. Упа шăтăк чавать те кĕрет, хаяр тухатмăша курсан хăранипе çухалса каять, пытанма ĕлкĕреймест. Хура тухатмăш ăна читлĕхе хупса хурать.
— Упа-утаман яшки çийĕп эпĕ паян, — тет хăй чĕлхине çуласа.
Часах кăмака чĕртсе ярать. Куршакпа шыв лартать. Унтан упана куршака чиксе хурасшăн пулать тет. Анчах шăп çав вăхăтра пакша çитет. Тухатмăша пуçран çăпалапа çапать те лешĕ тăнне çухатать. Ылтăн çĕрĕ шырама тытăнчĕç тет хайхисем. Пĕтĕм çĕрте пăхса тухсан та тупаймаççĕ тет. Тухса кайма та пуçлаççĕ тет, анчах çак самантра пакша тепĕр пӳлĕм пуррине асăрхать. Ăна çăраççипе питĕрнĕ. Уççине тухатмăшран илсе алăкне уçрĕ тет пакша. Унта — çăл. Çăлра шыв мар, çĕленсем. Вĕсен хушшинче — ылтăн çĕрĕ. Шухăшласа тăмасăрах упа кăмакаран вĕри шыв кăларать те çĕленсем çине сапать. Лешсем вилеççĕ те упапа пакша ылтăн çĕрре илсе керментен тухаççĕ. Ту çинчен анаççĕ тет. Хыçала çаврăнса пăхаççĕ те — ак тамаша, тухатмăш хăвалать-мĕн вĕсене. Пакшапа упа вĕçекен тутăр çине лараççĕ. Тухатмăш та вĕсенчен юлмасть. Часах асамçă патне çитрĕç тет туссем. Пакша пӳрте хыпаланса кĕрет, упа алăка тĕксе тăрать. Пакша карчăкăн пӳрнине çĕрĕ тăхăнтартрĕ тет. Карчăк вăранса каять, çав вăхăтра тухатмăш та пырса çитет. Асамçă ăна шапа туса хучĕ тет.
— Ква-ква-ква, — тесе ларать тет.
— Тавтапуç сире, туссем. Нихăçан та манас çук ырă ĕçĕре. Мĕн кирлĕ сире — веçех парăп, — тет асамçă.
Пакшапа упа мĕн пулса иртнине каласа параççĕ.
— Эпĕ йывăçа чĕртсе лартăп, анчах унăн çулçисем пĕлĕт çинче-çке. Сирĕн унта каймалла пулать, — тет асамçă.
Сыв пуллашсан туссем çула тухаççĕ. Вĕçекен тутăрпа часах пĕлĕт çине çĕкленеççĕ. Унта, чăнах та — çулçăсем. Вĕсене миххе тултараççĕ те килелле васкаççĕ.
Пысăк, ватă йывăç ним пулман пекех ӳссе ларать. Пакша питĕ савăнать. Пакшапа упа иккĕшĕ пурăнма пуçлаççĕ тет вара. Халĕ те пĕрлех пурăнаççĕ тет.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...