Фронтра
Паттăрсем вутпала çулăм витĕр
Улăпсем пек утаççĕ паян.
Ман çĕршывăн юрри те, кĕвви те
Аслатиллĕн кĕрлет ян та ян.
Халапри вун ик пуçлă çĕлен пек,
Сăнсăр, ирсĕр, хăрушă, тискер,
Сан юнна шерпет евĕр ĕçесшĕн
Урнă йытă, фашист тенĕскер.
Вăл эсрел пек, вăл — выçлăх та хурлăх,
Вăл мур хирнĕн çӳрет таврара;
Чечекри хуласем, хирсем урлă
Тимĕр сăнчăр хурса хăваратъ.
Пит телейлĕ çуралнă-мĕн эпĕр —
Çав ылханлă йăха çĕмĕрме.
Мăшкăл витнĕ масар хатĕрлетпĕр
Пытармашкăн фашист йăх-яхне.
Ирĕк илнĕ октябрь ялавĕ
Çĕнтерӳллĕн вĕçет паян кун.
Çавăнпа та евитлĕн калатпăр:
— Сая каймĕ эпир тăкнă юн.
Юншăн — юн! Ирсĕр вилĕмшĕн — вилĕм!
Вăй-хăват ӳсет, хурçă-тĕрек.
Асра пирĕн çĕршывăмăр пилĕ:
Малалла, тăшмана çĕмĕрер!
Шухăшсем
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...