Кĕнекерен хакли çук
Чул турттарасси — çăмăл ĕç мар. Укçине те параççĕ-ха. Ĕçлесе илнĕ укçана пĕтĕмпех çемье сĕтелĕ çине хумарĕ Мишша. Çуррине хăй аллине хăварчĕ. Пĕр кун, Кури вăрмана кайсан, картишĕнче урлă выртана тăрăх çавăрса çӳрерĕ те урама тухрĕ. Тӳнсе кайнă йăмра çине пуçтарăнса ларнă çынсем сăмах-юмах çăмхине сӳтеççĕ. Мишша вĕсем патне пырса ларас темерĕ, анчах ватă çынсен калаçăвĕ унăн хăлхине аванах пырса кĕрет. Кунта вăл Шăхасанти шкулта вĕрентекен Ефим Алексеевич Хусана каяссине пĕлчĕ.
Мишша вăр-вар тумланчĕ те Шăхасана вĕçтерчĕ.
— Мĕнле хыпарпа килтĕн? — ăшшăн йышăнчĕ Ефим Алексеевич ăна.
— Эсир Хусана кайма пуçтарăнатăр теççĕ. Манăн хальхи писательсен хайлавĕсемпе паллашас килет. Авалхи çырусен кĕнекисем пулсан та чăрмантармасть. Вĕсене туянма сире укçа парса ярасшăн эпĕ. Чăрмав кӳмĕп-ши?
Ефим Алексеевич Мишша çине ăшшăн пăхса илчĕ.
— Чăваш ачи çутталла туртăнни сайра тĕл пулать. Санăн пархатарлă ĕмĕтӳ хытă савăнтарать мана.
Мишша кĕсйинчен укçа кăларчĕ те Ефим Алексеевича тыттарчĕ.
— Сывă юлăр эппин. — Хăвăрт тухса кайрĕ Мишша вĕрентекен патĕнчен.
Пурнăç йывăр та кăткăс. Ăна ăнланма ăслă кĕнекесем самаях пулăшаççĕ Мишшана. Нумай ыйтăва хуравлаççĕ вĕсем.
Виçĕ кунран Ефим Алексеевич Хусантан таврăннине Мишша каллех çĕре ӳкнĕ йăмра çинче калаçса ларакан ял çыннисенчен пĕлчĕ. Хăвăрт тумланса Шăхасана васкарĕ. Килне каç пулттипе çеç таврăнчĕ. Мĕн тери пуянлăх Мишша аллинче! Максим Горький, Надсон, Мамин-Сибиряк, Мигель Сервантес кĕнекисем хăйсен вăрттăн тĕнчине уçса парĕç. Мишша лара-тăра пĕлмесĕр çӳрет. Библиографи справочникĕ те пур тата!
Кĕçех вăрмантан Кури шăллĕ таврăнчĕ. Вăл пӳрте кĕрсенех хаваслă пиччĕшĕ ун умне çĕнĕ кĕнекисене сарса хучĕ. Кури вĕсем çине сивлеккĕн, куç хӳрипе çеç пăхса илчĕ. Вăл хытă тарăхни сисĕнчĕ.
— Кĕнеке — хырăм тутти мар. Унпа яшка пĕçерме çук, вутă пуленки те пулаймасть вăл. Эпĕ тара ӳксе вăрманта ĕçлетĕп, эсĕ вара пĕрле ĕçлесе илнĕ укçапа кĕнекесем туянатăн, — сăмахне шăл витĕр сăрхăнтарса каларĕ вăл.
— Кури! Эпĕ çамрăклах хырăм тарçи пуласшăн мар-ха. Тĕнче çине ăслă çынсен куçĕпе пăхас килет. Çакна ăнлан, — хĕрсе кайрĕ пиччĕшĕ.
Çав вăхăтра Мишша мухтаннă пек пулса шăллĕ умне библиографи справочникне кăларса хучĕ.
— Куратăн-и, Кури? Ку кĕнекере чапа тухнă писательсемпе вĕсен кĕнекисен ячĕсем туллиех. Нумайăшне туянас килет, анчах укçа çукки касать.
Кури справочник çине мăртăхса çеç пăхкаларĕ.
— Куçна тăм илмерĕ пуль те? — шӳтлерĕ Мишша. — Хĕвел çине пăх. Часах ирĕлет. Пăхсам эсĕ, Кури, «Гипноз тата ăна мĕнле вĕренесси» тесе çырнă.
— Мĕн вăл гипноз? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Кури кăмăлсăр сасăпа.
— Гипноз-и? Куç пăвакана е вĕрӳçĕ карчăка курнă-и эсĕ? Çынсен кăмăлне çавăрма, сыватма-сиплеме пĕлекен чĕлхеçĕсем çинчен илтнĕ-и? Гипноз тени çавнашкал çынсен вăрттăнлăхне уçса парать. Эх, гипноз тума вĕренесчĕ, Кури! Вара эпир кĕнекесем туянас тесе чул та йăтмăттăмăр, вăрман та касмăттăмăр. Мĕнле пек, лайăх шухăш ахахне тупрăм мар-и?
Ĕшеннĕ Кури пиччĕшĕн сăмахне хăлхана та чикесшĕн мар. Хырăмĕ те выçнă тата. Мишша вара шăллĕ çумне сăпса пекех çыпăçать. Уйрăлма та пĕлмест, хăйĕннех перет.
— Кунашкал кĕнекесем туянас тесен пирĕн пĕр уйăха яхăн чул турттармалла. Атя ыранах ĕçлеме тухса каяр, — йăлăнать Мишша.
— Çук, пултараймастăп. Виçмине хуп турттарма каймалла. Унтан çапă тиесе килмелле, — тавăрать Кури.
Апат çинĕ хыççăн калаçу каллех кĕнекесем çине куçать. Калаçу хальхинче укçа çинчен те мар, ют чĕлхерен чăваш пӳртне элес-мелес тĕлĕнтермĕш шухăшпа кĕнĕ «гипноз» сăмах çинчен пырать. «Мĕнле усă парĕ-ши вăл?» — çак шухăш çавăрттарать Мишша пуçне.
— Мĕн амакĕ вăл гипноз? Мĕн тума кирлĕ пире? — нимĕн ăнланмасăр пуçне пăркаласа илет Кури.
— Э-э! Сăмаха чăмласах памалла иккен сана. Кукаçи чĕлхеçĕ пулнине пĕлетĕн-çке эсĕ. Çавнашкал çынсене гипнотизер теççĕ, — ăнлантарса парать Мишша.
— Кукаçи чăнах та вĕрӳçĕ пулнă-и вара? — тĕлĕнсе каять Кури. — Ун пек чĕлхеçĕ пулма йывăртарах пуль сана.
Мишша çилленсе кайрĕ.
— Хама хам шанмасан укçана çилпе вĕçтерсе яма тăваттăри ача мар-ха эпĕ! Эсĕ манăн ĕмĕте пĕрмай пӳлме тăрăшатăн. Вăл çаран çинчи лĕпĕш мар. Çавна асту.
Калаçу урăх сыпăнмарĕ. Пĕр шухăш сукмакне тупса пĕрле утма шăллĕне кăлăхах ӳкĕтлерĕ Мишша. Юлашкинчен çывăрма выртрĕç. Шухăшĕпе ыранхи куна çитнĕ Мишша чылайччен çаврăна-çаврăна выртрĕ. Ыйхă килмерĕ.
...Мишша кăвак çутăпах ура çине тăчĕ. Курипе кунĕпех калаçу йĕкине çавăрчĕç. Пĕр шухăш канăç памасть Мишшана: ăçтан укçа тупмалла? Пĕртен-пĕр шанчăк — амăшĕ. Кăмăлне çеç çавăрма пĕлмелле. Пĕр-пĕр ырă ĕç туса парсан сар çу пекех ирĕлсе каять. Мишша тӳрех çак шухăш çулĕпе утрĕ. Вăл шăпăр илчĕ те кил картине шăлса тасатрĕ. Кури тăрсан иккĕшĕ пĕрле вăрмантан кӳрсе килнĕ вутта татса карта çумне шаршанласа хучĕç. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитсен Мишша чун-чĕрине кăтăкласа тăракан сăмахне калама майлă самант шырарĕ. Амăшĕ сĕтел патне утса пынă чухне сасартăк турчкаран такăнчĕ те сĕтеле пырса çапăнчĕ. Ытлашши хыпаланчăк вăл. Хура чугун савăтран пиçнĕ çĕр улми шывне сăрăхтарнă чухне те инкек-синкексĕр пулмарĕ. Вĕри шывпа урине пĕçертсе ячĕ. Йĕпе çине сапа тенĕ пек, уйран кăкшăмне сĕтел çине Кури пуçĕ урлă лартас тенĕ чухне ывăлĕн шăлаварĕ çине тумлатрĕ. Кури çилленсех кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, анне?! Чалăшатăн та, тайăлатăн та. Пĕрре те тӳрĕ çӳрейместĕн! — хыттăнрах каларĕ вăл.
Амăшĕ кăмăлне пусарса сăмах чĕнмесĕрех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
— Эй-яй-яй, — текелесе вĕри çĕрулмине шуратма тытăнчĕ.
— Эй, анне. Эпĕ сан умна паçăрах икĕ çĕрулми шуратса хутăм-çке, — ыт ахальтен тенĕ пек каларĕ Мишша. Амăшĕн тути çинче çемçе кулă вылярĕ. Сĕтел хушшинчи калаçу та шăкăл-шăкăл чĕлхепе çеç юхса пычĕ.
— Эпĕ паян картасем юсас тетĕп-ха, — терĕ Мишша. — Йăрансене çум пусса илнĕ. Çум курăкне вăхăтра çумламасан пахча çимĕç имшер ӳсĕ. Ку ĕçе те манса каяс мар.
Кури пиччĕшĕ çине пăхса илчĕ, пичĕ çине ăша кулă шуса тухрĕ.
— Мишшан кĕнеке вулама та вăхăт çук. Ун тавра каçсерен йăпăлти кушак аçисем пуçтарăнса ларма пуçларĕç.
— Мĕншĕн? — çăварĕ патне илсе пынă уйран кашăкне нумайччен тытса тăчĕ амăшĕ.
— Кукаçи пек чĕлхеçĕ-вĕрӳçĕ пуласшăн вăл. Ют чĕлхепе каласан — гипнотизер ĕçне вĕренесшĕн.
Мишша ура çине сиксе тăчĕ.
— Анне! Курипе иксĕмĕр те кукаçи пек чĕлхеçĕ пуласшăн эпир. Урăхла каласан — гипнотизер. Сан шутпа, çакăншăн укçа тăккалама юрать-и?
Амăшĕ калаçу капла çаврăнса тухасса пачах та кĕтменччĕ-ха.
— Ăçта тата камран вĕренĕр ку ĕçе эсир? Ăна вĕренме çăмăл мар. Кукаçу каланă тăрăх, чĕлхеçĕ вăрттăнлăхĕ кашни çын ăснех хăй тупсăмне памасть. Уйрăм çынсем çеç пултараççĕ ăна. Çутçанталăк пур çынна та пĕр тан пултару паман-çке!
— Кукаçи пурпĕрех алла илнĕ ку ĕçе, — парăнмарĕ Мишша.
— Вĕренме виçĕ çын кайнă вăл ĕçе. Аттене анчах илсе юлнă вĕрентекен. Тепĕр иккĕшне йышăнман. Хăвачĕ пулман лешсен, — ăнлантарчĕ амăшĕ. Унтан çапла каласа хучĕ: — Эсир хăватсăр ачасем. Сирĕнтен ĕмĕрте те ăрăмçă пулмасть. Вăхăта сая яни çеç пулĕ. Çапла мар-и?
— Пире уйрăм вĕрентекен çын кирлĕ мар, — çавăрттарса хучĕ Мишша. — Эпир хут тăрăх вĕренетпĕр. Çав кĕнеке ку асамлă ĕçе кам пултарассине, кам пултараймассине хăех каласа парать. Эпĕ, анне, хамăн чун хăватне шанатăп. Кĕнекине çеç туянмалла. Ăна илме самай укçа кирлĕ. Ăрăмçа вĕренсе пуян çын пулăп. Таврари çынсем ăмсанччăр.
Укахви ывăлĕ çине савăнса пăхать: «Ара, хутла вĕреннĕ Мишша пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Хăйĕнне хăй лайăх пĕлет. Эпĕ те хирĕç пулмăп».
Мишша сăмахне малалла тăсрĕ:
— Эсĕ, анне, укçа харама каясран пĕрре те ан хăра. Курипе иксĕмĕрĕн те ĕç тухмасан килес çулла кĕту кĕтме кĕрĕшĕпĕр, тырри киле пулĕ, укçи вĕренӳри пĕлĕве ӳстерме пулăшĕ.
Укахви Мишшана шанать, ĕненет. Халĕ те урлă-пирлĕ сăмахпа кӳрентермерĕ вăл ăна.
Мишшапа Кури кăмăлĕсем çĕкленнĕрен усăллă ĕç тума васкарĕç. Карта юсама тытăнчĕç.
Тепĕр кунне Кури хуп турттарса килчĕ. Мишша хăярпа купăста йăранĕсене çум курăкĕсенчен тасатрĕ... Тата икĕ кунран Укахви кĕлет алăкне уçрĕ те Мишшана икĕ пушă михĕ тыттарчĕ.
— Атя тултар-ха эппин çак михĕсене, — терĕ вăл пысăк ĕç тунă пек.
Тырра чĕреспе тултарчĕç. Икĕ самăр михĕ çумĕнче татах та темиçе михĕ тулли хырăмĕсене каçăртса ларчĕç. Шăп та лăп çирĕм виçĕ чĕрес тырă çăтса ячĕç михĕ çăварĕсем.
Ирхи апат çинĕ хыççăн çула пуçтарăнчĕç. Лаша кӳлчĕç. Тырă миххисене урапа çине вырнаçтарса хучĕç. Вăрмана кайма пуçтарăннă Кури тулли лав çине нимĕн ăнланмасăр пăхса тăчĕ.
— Ăçта каятăр, анне? — ыйтрĕ вăл.
— Тырă сутма, — кĕскен хуравларĕ амăшĕ.
— Сăмсана кулач шăрши кăтăклантарма пуçларĕ. Ниçта кайса кĕме çук, — шӳтлерĕ Кури. — Пĕр-пĕр кулач илсе килместĕр-и?
— Пĕрне те пайсăр хăвармастпăр, — терĕ Мишша. — Пурин валли те кучченеç илсе килĕпĕр...
* * *
Шăхран пасарĕнче Укахвипе ывăлĕ илсе килне тырра ăнăçлах сутса пĕтерчĕç. Вырмана тухас умĕн тырă хакĕ ӳссе кайнă иккен.
Кĕсйинчи укçа Укахвие савăнтармарĕ. Сăлтавсăрах ăшĕ вăркама пуçларĕ. Çук, сăлтавсăрах мар. Ара, çурт-йĕр тирпейлес укçа кĕнеке туянма кайни хресчен хĕрарăмĕшĕн ăнланма йывăр япала. Пасартан тухсан Мишшапа Укахви тӳрех почта умне пырса тăчĕç. Мишша амăшĕнчен вун сакăр тенкĕ илчĕ те вун икĕ тенкипе «Нива» журнал çырăнчĕ, ултă тенкине тĕрлĕрен ăрăмçă вăрттăнлăхĕсене пичетлесе кăларакан издательствăна ярса пачĕ. Почтăран лачкам тара ӳксе тухрĕ Мишша. Вокзал умĕнчи лавккана кĕрсе пысăк кулач туянчĕ. Амăшĕпе иккĕшĕ килелле çул тытрĕç. ...Унтанпа икĕ эрне иртсе кайрĕ. Мишша патне ял старости килсе кĕчĕ. Пӳрте кĕнĕ-кĕменех вăл ачана пысăк çыхă тыттарчĕ.
— Вулăсран парса ячĕç ку пакета, — терĕ Миш-шана пуç тайса.
Лешĕ пакета староста аллинчен йăпăр-япăр илчĕ те хыпалансах уçма тытăнчĕ. Хут ăшĕнчи кĕнеке çыххисене курсан староста тухса кайрĕ. Акă кĕтнĕ кĕнеке те сиксе тухрĕ, «Мĕн вăл гипноз тата ăна мĕнле вĕренмелле?» ятлăскер.
* * *
Пӳртре шăллĕсем шавласа лараççĕ.
— Мĕн кĕрлетĕр? Выляма урама кайăр! — хăваларĕ Мишша вĕсене.
Пӳрт шăпланчĕ. Хăй вара сĕтел хушшине, чӳрече умне, кĕрсе ларчĕ те ăрăмçăсен кĕнекине тĕплĕн те тимлĕн вулама тытăнчĕ. Ăна питĕ йывăр чĕлхепе çырнă иккен. Пĕр пуплевех ик-виç хут вулама тивет. Латинла сас паллисемпе çырнă медицина терминĕсем куçа хылчăк пек тăрăнаççĕ. Çуррине çитиччен вуласан Мишша пуçĕпе пӳрт пĕрени çумне таянчĕ те шухăша кайрĕ, «Чуна та тивмест, пуçа та кĕмест, — хăй ăшĕнче пĕтĕмлетрĕ вăл. — Мĕнле шуйттан çури хĕтĕртрĕ мана ку кĕнекене илме?» Куç тĕлне сентре çинче выртакан Надсон кĕнеки лекрĕ. Мишша ăна ярса тытрĕ те пуçне чиксе хуйхăллăн вулама тытăнчĕ:
Он не жалел, что в вышине
Так бледно тусклых звезд мерцанье,
Что негде проливать весне
Своих цветов благоуханье;
Что негде птицам распевать,
Что всюду взор встречал границы.
Он был поэт и мог летать
В своих мечтах быстрее птицы.
«Тĕлĕнмелле! — шухăша кайрĕ Мишша. — Ара ăрăмçă пек çын çырман-и ку сăвă йĕркисене? Апла пулсан кунашкал ăрăмçă манăн ăш-чикре тахçанах хуçаланма тытăнман-и вара?»
...Куç пăвма вĕрентекен кĕнекерен Мишша çакна пĕлчĕ: асамçă пулас тесен кăмăла çирĕплетмелле. Малтан шăм-шака çемçетсе ямалла, унтан хытарса ĕçе тытăнмалла-мĕн. Ирсеренех физзарядка тумалла. Кĕнекере хăнăхтарусене тĕплĕн çырса панă. Мишшапа Кури кил картине тухса кашни кунах тĕрлĕ хăнăхтарусем тума пуçларĕç. Кури ӳркенерех парать çав, анчах пĕчĕккĕн вăл та туртăнчĕ.
Унтан чупма тытăнчĕç. Пĕр кун пилĕк минут, унтан çичĕ минут чупаççĕ, майĕпен вун пилĕк минута çитерчĕç. Икĕ çухрăма, виçĕ çухрăма кайса килеççĕ.
Кĕнеке кашни хăнăхтарăвах çичĕ хут тума хушать. Ачасем Вĕскер çырминчен икĕ тулли витре шыв йăтса пĕр канмасăр киле илсе çитермелле ăмăртаççĕ. Мишша анкарти хыçне икĕ юпа лартрĕ. Куçа тутăрпа çыхса çав юпасем хушшипе тухмалла. Малтан вăл айккипе иртсе каятчĕ, юпасем çумне пырса çапăнни те пулкалатчĕ. Кури вара хăй ку ĕçе тума пултараяс çуккине туйсах аппаланатчĕ. Мишша юпасем хушшипе чиперех тухакан пулчĕ. Кури ниепле те хăнăхса çитеймерĕ те — пăрахрĕ. Мишша пĕчченех аппаланчĕ. Тем тĕрлĕ сăнавсем те турĕ. Шăллĕ пăхса тăчĕ.
Утă уйăхĕн юлашки кунĕсем. Уя ĕçлеме тухас вахат çитсе пырать. Мишша, куç пăван пулас ĕмĕтпе хĕмленнĕскер, юлашки хăнăхтарусене тăвать. Куçа мăчлаттармасăр пĕр вырăна вăрахчен пăхса тăма хăнăхать. Кун хыççăн тĕп ĕçе, çынна çывратса яма, вĕренмелле. Çакна тăвас тесен кăнтăрла хĕвел çине куç хупмасăр тинкерсе пăхма хăнăхмалла. Малтан пĕр минут, унтан икĕ минут, юлашкинчен виçĕ минут таран. Алчăранă куçĕсем умĕнче ункăсем выляççĕ.
Хăват çитерме Мишша пĕтĕм вăйне хурать. Анчах начар ӳт-пӳллĕ ачан сывлăхĕ хавшарĕ курăнать. Ĕç самай ăнса пынă вăхăтра ури ыратма, шыçса юхма пуçларĕ. Укахви çакна курсан хăраса ӳкрĕ. Канаш ыйтас шутпа Шуркассине аппăшĕ патне кайрĕ. Аппăшсен килĕнче ял çынни, тем те пĕлекен Çемен Яккăльч, лара парать. Çитсенех кайри пӳртре Мишша амăшĕ хăйĕн хуйхине аппăшне вăрттăн каласа пачĕ. Лешĕ вара: «Эпĕ нимĕнпе те пулăшма пултараймастăп, Çемен Яккăльчпа канашласа пăхар мар-и?» — терĕ.
Укахви Мишша кăçал куç пăвма вĕренес тесе айкашнине те, халĕ ывăлĕн ури çĕнĕрен юхма тытăннине те куляна-куляна каласа пачĕ.
Çемен Яккăльч Укахвие тӳрех хăратса ӳкерчĕ:
— Сирĕн ачăрсем киревсĕр ĕçе тытăннă. Вăл япалана вырăсла «черная магия» теççĕ. Турра хирĕçле япала. Укахви Шуркассинчи аппăшĕпе пĕрле киле таврăнчĕ те Мишша кĕнекисене вутта пăрахса çунтарма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра Мишшапа Кури пӳрте чупса кĕчĕç. Амăшĕ кĕнекесене пухса кăмака умне купаланăччĕ. Хуран айне вут чĕртсе тăрать.
— Анне, мĕн тума кĕнекесене кунта купаларăн?! — кăшкăрса ячĕ Мишша.
— Ырă çынсем çунтарма каларĕç вĕсене. Усала вĕрентеççĕ тет вĕсем. Тен, сан уру та çак кĕнекесене вуланăранах çĕнĕрен юхма тытăнчĕ? — хуравларĕ амăшĕ.
Мишша амăшне йăпатас тесе:
— Юрĕ, анне, ку кĕнекесем тăрăх вĕренме пăрахăп, анчах ан çунтар. Илекен тупса сутса ярăпăр, — терĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...