Каннă вăхăтра
Çамрăксем хĕрсе ташлаççĕ
Тăмрапа халь аулта.
Чи илемлĕ Атăл каçĕ
Куçса килнĕ пек кунта.
Ман ума пырса тапатăн...
Ташласа чăваш ташши
Вут-кăвар кăларĕ аттăм, —
Ывăнмашкăн пĕлĕп-ши?
Эх, ташлатпăр çума-çумăн:
Эс — казах, Эп хам — чăваш.
Пирĕнпе пуçна эс усмăн,
Çеçен хирçынни, юлташ.
Çăлтăрсем хĕмне тăкаççĕ,
Вăйă-кулă аулта.
Инçетри çут Атăл каçĕ
Куçса килчĕ хăй кунта.
Шухăшсем
Hello, I was looking at chuvash.....
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...