Туртатчĕ пит нумай...
«Вилетеп пуль, аннем: çӳл ту çине хăпартрăç...»
К.Ивановăн юлашки сăмахĕсем
«Туртатчĕ пит нумай.
Йӳççин курки чăппиччĕ...
Суха тăватчĕ хресченпе пĕрле.
Тем пулчĕ çамрăклах — эй, çунчĕ питĕ!
Типсе хуралчĕ. Хăрчĕ йĕкĕтле!
Итлетĕп ват çынна.
Сăмахĕ унăн хурлă.
Тарăхтарса ярать поэт шăпи!
Вĕçеççĕ тĕксĕм пĕлĕтсем ял урлă,
Мăкăрланса çунать тӳпе хуппи.
Поэт çунса вилет —
Юлать, ыр халăх, саншăн
Асаплăн е хаваслăн тунă ĕç.
Поэт чĕри, пĕччен ан çун эс,
Ан шăн!
Поэтăн чунĕ, çăлтăр витĕр вĕç!
«Вилетĕп пуль, аннем:
Çӳл ту çине хăпартрĕç...» —
Итлетĕп аслати кĕрлевĕнче.
Сĕм пĕлĕт мĕлкисем
Кăлкан сăнне хуратрĕç.
Тӳпе хуппи мăкăрлантарать, ĕнсе.
Вилес самантĕнче —
Теме манса тем кĕтнĕн —
Мĕскер каласшăн пулнă-ши поэт?
Вăл — вăрттăнлăх.
Ăна хĕвел тин чĕртнĕ
Чĕнӳçĕ-асамат анчах пĕлет!
Чăлл! çутăлчĕ тӳпе,
Кун йăлкăшма пуçларĕ —
Çӳл ту çинче эп куртăм поэта:
Мăнаçлă палăк!..
Тĕлĕнсе куçларăм!
Сисмерĕм те — çухалчĕ вăл таçта...
Çиç, çисĕм, çиç!
Анчах ытла ан ашкăн:
Поэт мĕлки ан сӳнтĕр тӳпере.
...Çӳл ту çине çӳл палăк
хăпартмашкăн
Те чул çитмест, те чун çитмест пире.
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...