Килет
Килет.
Илтетĕр-и,
килет!
Инçетре-инçетре,
çĕрлехи шăплăхра
манăн пуйăс чуппи илтĕнет,
манăн пуйăс çути илĕртет.
Килет!
Илтетĕр-и,
килет!
Килтен – хире, хир урлă
хырлăха ӳкетĕп.
Çапне çапăнса,
шурне шăвăнса
çил çинчи йĕвенсĕре
çилхинчен тытмашкăн ăнтăлатăп та…
тăпах
тăратăп.
Хă-ратăп.
Умри чукун çул
çухаласран хăратăп,
чунри ĕмĕтĕмсем
чухăнран хăратăп.
Килет,
манăн пуйăс килет!
Утмăл ултă шуртан,
итмĕл çичĕ çĕртен
пĕр кана сывлама та пулин
ирĕк сывлăш илсе çитерет.
Эй,
çилвĕçен!
Çилхӳ витĕр çил вĕрнĕ чухне.
вĕри юнăм вĕренĕ чухне
сан валли те парне хатĕрлерĕм,
шухă шухăшăмпа ĕмĕтрен
çĕн тĕнче тĕрĕлерĕм!
Каять.
Куратăр-и,
каять…
Инçетри-инçетри
çĕрсемпе шурсене
çĕрлехи пуйăссем çул тытать.
Инçетри-инçетри
çĕрсемпе шурсене
пĕр ача
ĕмĕтсем ăсатать.
Йĕпреç
Шухăшсем
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...
Why keep spending on traffic that doesn'...
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Stop paying for broad, unfocused visitor...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...