Тăван ялта
Тĕнче варринчи ман пĕчĕкçĕ ялăм,
Шăпам парнеленĕ кун-çулăм курки.
Кунта эп çуралнă та ӳснĕ, пур ятăм
Пĕлет-ха, паллать Аялкасăм кукри.
Атте-анне килĕ, атте-анне пилĕ
Ман чун-чĕремри çут тивлет.
Пурнан пурнăçа валли илĕп
Эп унăн имне чĕр сипет.
Тăван ялăмра хитререх ирĕсем те,
Чуна илĕртейнĕ чечен сар кунсем.
Ялсем çумĕнчи уйĕсем-хирĕсем те,
Епле вĕсем ырă, тăван вырăнсем.
Хуллен, шăпăл-шăпăл юхать Пăла шывĕ
Çич кукăр туса тăван ял хĕррипе…
Мĕнле ырлас мар-ха, çуралнă çĕр-шывăм?
Сăмахăм çитмест мухтама тӳррипе.
Ачалăх сăпки те, кулли те, вăййи те
Тухмасть асăмран, чĕремрен.
Чĕнет, йыхăрать пек çаплах тăв айккийĕ,
Утатăп вара çар уран çеремпе.
Тăри шăнкăравĕ çӳлте сас парсассăн
Хире ăнтăлатăп, хиртех манăн чун…
Уй-хирĕм, пĕлен-ши епле кичем сансăр,
Эп сансăр, пĕччен, вăйсăр-халсăр та чух.
…Ватти те, яшши те хирте кун кунлатчĕ,
Ĕç шавĕ тăратчĕ каç пуличченех.
Тӳпе питтинче сар çу евĕр, кулатчĕ
Хĕвелĕ шартса маттурсен питĕнчен.
Утçи хыçа юлнă, кĕр мăнтăрĕ тулăх,
Черет тыр-пула кĕлете кĕртесси…
Ĕççи хĕрӳ вăхăт, кӳрет ырлăх-пурлăх…
Аса илӳсен чăн асам кĕтесси.
Вăшт иртрĕ те кайрĕ, пурри куçран çĕтрĕ…
Пĕчченçĕн утатăп чечек-çаранпа.
Йăмралăх мана юлташ пек алă сĕлтрĕ,
Аван-и, теетĕп сана, сар ана.
Тĕнче варринчи ман пĕчĕкçĕ ялăм…
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...