«Çăлтăрлă çу каçĕ...»
Çăлтăрлă çу каçĕ,
Уйăх тӳпере.
Куçусем çунаççĕ
Çут мерченлĕхре.
Вăштăр-вăштăр çилĕ
Вăрттăн сĕртĕнет.
Эх, чее-çке, тилĕ
Кĕвĕçтĕр-ха, тет.
Култăр та чуп тутăр —
Çук вĕчĕрхенӳ,
Ӳтӳнте çеç чуптăр
Ĕнтекен чĕнӳ.
...Çăлтăрсем çухалчĕç,
Уйăх ыйхăра.
Юрату саманчĕ
Чăтăмсăр, кăра.
Ĕшенсе телейлĕн
Хупăнчĕç куçсем.
Эх, мĕнле илемлĕ
Ытарми каçсем...
Шухăшсем
Hello, I was looking at chuvash.....
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...