Лаша урăх планетăна кайса килни çинчен


Пĕр Хурăньял ялĕнче Иван ятлă ватă çын пурăннă, унăн лаша пулнă. Ăна Грив тесе чĕннĕ. Иван хăйĕн лашипе уй-хир сухалама çуренĕ, утă-улăм пуçтарса тиесе кĕнĕ, вăрмантан вутă илсе килнĕ. Урапи пушă чухне вара ачасене ярăнтарнă. Грив выляма, чупма, сикме тата хуçи ачашланине юратнă. Пĕррехинче хуçи ăна иртĕхнĕшĕн ирĕке кăларман, лешĕ вара вăрмана тарнă. Хуçи куляннă, мĕншĕн тесен лаши киле таврăнман.

Çĕрле вăрман енчен çутăсем курăнса каяççĕ. Иван пăшал илет те вăрмана вĕçтерет. Пăхать Иван — вăрман варринче карап тăрать, лаши унта хăпарать. Вăл вара пăшалĕнчен пеме тытăнать, анчах карап питĕ çирĕп броньăран тунăскер пулнă. Эх, куляннă вара Иван, лашасăр пуçне унăн нимĕн те пулман. Кашни кун кĕтнĕ вăл ăна, анчах лешĕ таврăнман.

Лаши çав вăхăтра уçлăха тĕпченĕ. Грива ятарлă операциллĕ ĕçшĕн илсе кайнă иккен, çӳлтисем çĕр çинчисене пилĕк кун хушши тĕпчесшĕн пулнă иккен. Эрнерен çак ĕç пуçланнă. Грив малтанах тыттарман хăйне, анчах ăна укол тунă та палламан планетă çине кăларса янă. Тĕлĕнмелле те, анчах вăл хăйне çĕр çинчи пекех туйнă. Лешпланетăрисем хăйсен ĕçне тата темиçе кунлăха тăсма шутланă. Палламан планетă тул енчен пирĕн çĕр пекех пулнă, анчах шалта тĕлĕнмелли нумай пулнă.

Шалта питĕ тĕрлĕ тĕссем çутăлса тăнă. Тĕрлĕ тĕлĕнмелле чĕрчунсем çуренĕ. Вĕсем калама çук ирсĕр пулнă. Пуçĕсем пысăк, урисем питĕ вăрăм тата çăмлă, вĕсем питĕ вăрăм утăмсемпе тата çуллĕ сиксе куçнă. Иккĕмĕш кунне Грив çав лешпланетăрисене курсан хăраса укнĕ. Лешĕсем те ун çине тĕлĕнсе пăхнă. Виççĕмĕш кунне Грив вĕсене итлеми пулнă. Тăваттăмĕш кунне тарма, пытанма пуçланă вĕсенчен. Пиллĕкĕмĕш кунне лаша лешпланетăрисене пачах пăхăнма пăрахнă.

Вара Грива çĕр çине тавăрма шутланă. Пĕр ирхине карап çине лартаççĕ те çĕр çине Грива антараççĕ. Çав кунтан пуçласа хăйсен планетине Грив ят параççĕ. Халĕ те эпир çĕр çинчен курма пултаратпăр ăна — вăл чи çутти.

Ирхине Хурăньялта Иван кил хушшине тухать те хăй лашине курах каять. Савăннипе Грива ыталаса илет. Грив çав планетăран таврăннă хыççăн, çынсем калаçакан чĕлхене пĕлекен пулать — урăх планетăна кайса килни пулăшнă вара ăна. Çав кунран пуçласа вĕсем пĕр пĕрне нихăçан та сив сăмахпа та, итлемесĕр те кӳрентермен, йĕппе çип пек пĕр-пĕринчен уйрăлман.

Иванпа Грив хальхи кун та лайăх пурăнаççĕ, тет.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Таня (2010-11-08 10:14:16):

Юмах шухăшĕ вăйлă, чĕлхи илемлĕ, содержанийĕ тарăн.

Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: