Чăваш чĕлхи
Тус-тăванпа — уяв тулли,
Савăнăçпа юрлать чĕрĕм.
Тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи
Юрăпалла тĕрленнĕрен.
Уйра-хирте ĕç шав тулли —
Чăваш хастарлăхĕ малта.
Тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи
Ĕçре туптаннă авалтан.
Çут çăлтарсем карти-карти
Мĕн ĕмĕртен тăраç çунса.
Тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи
Янрать мухтавлă космосра.
Таçта кайсан та çул çути
Ертсе пырать пире малта.
Тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи
Вĕçет вăл халь малтан-мала.
Шухăшсем
Hello, I was looking at chuvash.....
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...