Уках хурăнĕ
Пурнăçра пĕрремĕш хут пĕр-пĕрин çумне ларса курнă хĕрпе каччăшăн, халиччен кун пирки ĕмĕр тума май çук япала çинчен шутланă пек çеç ĕмĕтленнĕскерсемшĕн, çап-ла ним чĕнмесĕр юнашар ларни те савăшса пиçнĕ яшсем ыталанса чуп тунинчен çĕр хут ытларах чĕрене сиктернĕ... Çак каç хăех вĕсемшĕн пĕр ĕмĕр пулнă. Чĕре .хытăрах та хытăрах тапнине туйса весем сăмах та хушайман, шыра-ман та — иккĕш пĕрле ларниех вĕсемшĕн темĕнле сăмах-тупаран та ăнланмалларахчĕ. Сăмахпа каласа вĕсем пур-пĕрех хăйсем мĕн туйнине ăнлантарса парайман пулĕччĕç. Çапла шăппăн ларнă чух вĕсем пĕрне-пĕри витĕртерех те ăнланнă...
Вĕсем мĕн калаçмаллине те, мĕнле уйрăлмаллине те пĕлмен.
Иккĕш çеç ларса юлсан Укахви киле кĕме васкарĕ. Коля ăна сасартăк аллинчен тытса чарчĕ:
— Тăхта!..
Укахви турткаланмарĕ, çапах та хăй каччă аллине тир-пейлĕн сирче. Каччă хапха умнех çитсе тăнă хĕре хирĕç пăхать.
— Ыран кăнт|рла тĕлне каятпăр,— тет вăл.
Укахви куна хăех пĕлет... Çапах та... Çапах та — ку сăмах çĕçĕ пек сĕрет чĕрене. Йĕрес килет...
Çапах та ял çумĕнчн вăрманта шăпчăк юрлать. Сасси уçă хăйĕн... «Укахви! Укахви!.. Чарăн-чарн-чарн-чарн!.. Халлĕ вăл, халлĕ вăл!.. Чăп, чăп, чăп... И-и, чăтăмсăр!..»— тет савăк кайăк, хуйхăра та пĕлмест.
— Каяс пулать ĕнтĕ,— тет Укахви чунне хытарса.— Çĕнтерсе таврăнăр...
Тата темскер ăшă сăмах калас килни пур — чĕлхе çав-рăнмасть. Укахви хăвăрт Коля çине пăхса илет те — ал-липе хапха юпине сăтăркалать. Унтан тем аса илет, ал-лине саппун кĕсйине чикет.
— Çакна упра эппин... Ман ятăмран...
Каччă хĕр аллинчен тĕрленĕ сăмса тутри илсе вăртах пуçне çĕклет.
— Укахви!—тет вăл йывăррăн тем çăтнă пек сăмах çавăрса.— Упратăп, Укахви! Упратăп!
Каччăн тата тем каласси пур — калаймасть; тем çит-мест ăна, тата тем тăвас сунăм пур — хăйне çĕнсе хăю-лăхне илеймест...
Укахвин те çĕрĕпех çапла тăрас килет. Çак саманта
çеç емер тăршшĕ тăсасчĕ... Анчах вăл хăлăпран тытать те кил карти хапхине уçать...
— Кĕрес пулать,— тет вăл аран-аран.— Укахви, тăхта!..
Укахви пĕр-ик чăлăма чарăнса тăхтать, кĕмех тăнă-скер — тата тепĕр утăм тăвать.
— Тăхта, Укахви.
— Кĕмелле,— тет Укахви.
«Тепре чĕнсенех — каялла çаврăнатăп,— шухăшлать хăй.— Тепре чĕнтĕр çеç...»
— Пĕр самантлăха çеç тăхта...
— Вăхăт нумай пулчĕ... Ирех каймастăр-çке-ха... Ку-рăпăр та, тен... Ырă каç,— тет Укахви.
Хĕр çакна сăмах çукран çеç калать, унăн та кĕресси килмест. «Тепĕр сăмах çеç илтсе юлас унран... Сасси те пулин хăлхара юлтăр...» Анчах вăл хăйĕн юлашки сăмах-не аса илет те, пыра кумкка ларнине çăтса, тĕтреленнĕ куçне вăйранах хĕссе картлашка тăрăх чупса хăпарать...
Çапла пулчĕ вĕсен малтанхи те юлашки калаçу. Кун-па пĕрлех... уйрăлу та.
Ирхине — хĕвел тухса сарăлсан — Укахви, Хĕветли, тата Ольга пĕрле пухăнса салтак тутри капăрлатрĕç. Çӳ-çеллĕ пурçăн тутăр варрине хĕрлĕ çăлтăр çĕлерĕç, йĕри-тавра тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем çыпăçтарчĕç, ярапа ячĕç.
Укахви хăй Кольăна кунĕпех курмарĕ, вĕсем тутăр вĕçтерсе салтак чупнă чух çынсем куçĕсене шăлса хапха умĕнчен пăхса тăчĕç пулсан—Укахви пĕрре çеç кантăк витĕр урай варринче тăрса пăхса юлчĕ. Асатма та каймарĕ вăл, пĕтĕм ял-йыш укăлча хапхинче сывпуллашнă чух — кил картинчи карта хушăкĕнчен çеç кăшт пăхса тăчĕ. Кунта та вăл нумай тăраймарĕ — чун кӳтсе çитнипе пахча-налла вирхĕнчĕ... Вара вăрмана кайрĕ те каçченех çӳрерĕ унта...
Çук, чуна пусармалли, ăша вырттармалли, йывăр шу-хăшсенчен хăтăлмалли меслет çеç шырарĕ Укахви.
Кун пек мел те тупма пулать иккен. Ку вăл — кун ка-çа пуç çĕклемесĕр, пуçа шухăшлама памасăр ĕçлени.
Пикенсе ĕçленĕ чух пуçа шухăшсем ытлашшиех çу-лăхмаççĕ. Кайран вара ĕшенсе ӳкетĕн те киле çитсенех вырăн çине тăсăлса анатăн — пĕр талăк катăлчĕ ак...
Çапла шурĕ ик эрне. Икĕ эрне иртнĕ хыççăн вĕсене, ялти виçĕ хĕре: Укахвие тата Укахвирен пĕр çул аслăрах Хĕветлипе Ольгăна — Е. тăрăхне окоп чавма ăсатрĕç.
Çулталăка яхăн окоп чаврĕç вĕсем, çулталăкран акă халь уйăх каярах çеç яла таврăнчĕç...
Укахви малтанхинчен те пусăрăннă. Сăнне хурлă сĕм çапнă. Пичĕ-куçĕ туртăннă. Вăл ĕнтĕ халь вун çиччĕре. Çак иртнĕ çулта савăнмалли пĕрре çеç пулчĕ пулĕ... Ку савăнăç вăл — яла, тăван тавралăха ура ярса пуснă чух пулчĕ.
Эй, ытарми тăван çĕрĕ-шывĕ, кĕтесĕ!
Коля пирки вара никам çырăвĕ те ырă хыпар кӳмерĕ. Ванька та çухатнă ик^ен ăна. «Укахви çырăвие пĕрре те илменччĕ»,— тесе пĕлтерет ун пирки вăл.
Хăш çĕрте-шывра курăк таптать-ши?..
3
Шухăшламан чух шухăшăм çук,
Шухăшласан — пуçăм çаврăнать.
Халăх юрринчен
...Акă мĕн аса илчĕ Укахви Хĕветлипе пĕрле вăрман сулхăнне канма ларсан.
Шухăш çăмхи сӳтĕлме тытăнсан — тытса та чараймăн.
Аса килет тата Укахви хăй ялтан окоп чавма тухса кайни те...
Канаша çитнĕ çĕре Укахви, Хĕветли пек хĕрсем пĕр виç çĕр çынна яхăн пухăнчĕç.
Е. хули çывăхне илсе кайрĕç вĕсене... Çитсенех брига-дăн-бригадăн уйăрчĕç. Кашни бригадăра — вăтăршар хĕр. Бригадирĕсем те хăйсем хушшинченех.
Блиндажсем, танксене чармалли окопсем чавтарчĕç вĕсене — танк пынă çĕртех унта кĕрсе кайса каялла чава-ланса тухмалла мар шăтăксем. Кун пек окопа тăваттăн-пиллĕкĕн ик-виçшер кун чавма тиветчĕ. йывăрччĕ ĕç. Çа-пах та çĕр шăниччен, сивĕтиччен йывăрлăхĕ ытлах сисĕн-местчĕ. Кайран вăйсем те иксĕлчĕç пулмалла хĕрсен — тек-текех халтан кайнине туя пуçларĕç.
Чи йывăрри вара раштав, кăрлач сиввисем çитсен пуç-ланчĕ.
Пуринчен ытла çамрăк шăм-шаксене сивĕ хуçрĕ. Çил тумтир витĕр, ӳт-тир витĕр кастарса шăмăсенех çитсе кă-тăклать, сулăнтарса ярать; çĕр çумĕпе, вирт кайнă пек, сăлпăран кустарать. Пите кăшт çиле хирĕç тытсанах тăм илсе ярать, çул çинче те хăяккăн çеç, минутсерен çил енне çурăмпа çаврăна-çаврăна утатăн. Алла алса ăшĕнчех чăмăртаса тытатăн та — алса пӳрнескисем пушăллах сул-ланса пыраççĕ. Тăм илтерсе янă аллисене хĕрсем сивĕ шыва чикеççĕ те, çара алăранах пăр «перчетки» шăнкăлт! хывăнса ӳкет.
Кунсерен лум-кĕреçе йывăрланса пырать алăра, хĕр-сем чирлеççĕ, вĕсем вырăнне урăххисем килеççĕ...
Вĕсем малтан кăнтăрла ĕçлетчĕç пулсан, кайран ыт-ларах çĕрле ĕçлеме тытăнчĕç. Ку вăл пĕр-икĕ хут тăшман самолечĕсем тылах вĕçсе кĕрсе бомба пăрахса хăварнă хыççăн пуçланчĕ. Укахви малтанхи хут юпа уйăхĕнче илтрĕ бомба шăхăрса аннине. Чи хăрушши иккен — бомба çӳл-тен ӳлесе, шăхăрса анни. Пуç çинчех улать вăл, шăп та лăп— никам çине те мар — сан пуç çине анать пек; ӳкет те — çук, кăшт аяккарах ӳкнĕ иккен...
Çавăн чухне Укахвин чи çывăх тусне — Иваново хулинчи пĕр хĕре, Соньăна, вĕлерчĕç... Халĕ те-ха утти-тăр-ри куç умĕнче, сăмахĕсем хăлхара...
Укахви унта килтен пилĕк мăшăр çăпата, икĕ мăшăр хура çăм тăла илсе кайнăччĕ.
«Хĕр ача,— терĕ Соня, килсе кĕнĕ кунхинех Укахвие куç хывнăскер.— Мĕн ку сан урунти, э? Çаврăн-ха, çав-рăн, курам!»
«Çăпата»,— терĕ Укахви.
«Çăпата?—тĕлĕнчĕ хĕр ача.— Халĕ те сирĕн чăвашра çăпатана пăрахаймаççĕ-и?»
«Ма пăрахас,— тет Укахви.— Еç ури вăл пирĕн. Еçле-нĕ чух сыраççĕ. Мĕншĕн тесен урана çăмăл, тата ăшă та».
«Çăматăран та ăшă-и?»
«Санăннинчен ăшăрах ĕнтĕ»,— тет Укахви.
«Укахви, сан урăх çук-и çăпата? Пар мана — эпĕ те сыратăп!» ,
Çапла вĕсем иккĕш те çăпатапа çӳре пуçларĕç.
Тата мĕн тери хавхаланса каласа паратчĕ вăл хăйĕн савнийĕ çинчен. «Летчик вăл ман, икĕ орден илнĕ...»— тетчĕ Укахвие ыталаса.
Чуна йывăр çаксене аса илме... Çисе тăранайманни те, ыйхă татни те пĕрре мар пулнă. Сирена кăшкăртса шуй-хататчĕ те — ĕçе пăрахсах е çывăрнă çĕртен сиксе тăрсах хӳтлĕхе чупатăн...
Акă халь Укахви каллех — тăван ялта, тăван уй-хирте.
Палан хыççăн пилеш те тутлă. Акă халь, иртнипе тан-лаштарсан, çак тăван ял вăрманĕ хĕрринче ларни те — хăй вăл пĕр ĕмĕр.
Акă вăрман хĕррст... Вăрман тăп тăрать. Иывăçсене темĕнле ырă япала килсе çитессе кĕтсе ним хускалмасăр тăма хушнă тейĕн. Вăрман, сăпай çын пек, пăхăнать çапла тăма хушнине. Тĕл-тĕл хĕсĕнсе тăнă ăвăссем çеç, каласа итлемен чарусăр ачасем пек, çулçисемпе шапăлтатса ил-еççĕ-илеççех. Тата ав уйрăм ларакан ăвăш çил кăшт пырса тĕкĕнсенех йĕкĕрлĕ хĕрлĕ çырлисене вылятса тап-калашма тытăнать.
Хĕветли пуçне çĕклерĕ те Укахви çине пăхрĕ.
— Укахви,— терĕ вăл.— Эс халь мĕн шухăшлатăн?
— Нимех те,— тавăрчĕ Укахви алса йĕпписене хăвăрт вылятма тытăнса.— Эсĕ мĕн шухăшларăн?
— Эпĕ ак хамăр мĕн-мĕн курнисене аса илтĕм,— терĕ Хĕветли.— Хăш-пĕр ăнланман арçынсем калаçнине тата. Хамăр ялти аманса тайрăннă Мĕтри калани ăша кĕчĕ-ха. «Эсир, хĕрарăмсем,— тет вăл,— мĕн курнă? Окопра вырт-ман, бомба айĕнче пулман, пăшалпа тĕллесе тăман сире... Ларнă кунта ал усса, хуçалăха та япăхтарса янă». Шут-ла-ха, Укахви, хамăр мĕн-мĕн тӳсмерĕмĕр пулĕ... Астăва-тăн-и, мĕнле виç-тăват хĕрарăм пухăнса, сухапуçне кӳлĕнсе анкарти сухаларăмăр... Лашасем тĕртсе ярсан кайса ӳкеççĕ, камăн ĕни вăйлă — ĕне кӳлет... Арçын çапах ку таранччен сухапуçне кӳлĕнсе курман-ха... Эпĕ çăмăл теместĕп арçынсене, çапах та арçын çапла каланине илтсен чун ыратать.
Укахви тек аса илесшĕн пулмарĕ нимĕн те. — Ара, эс варлă теместчĕç-и унпа?—терĕ вăл сăмаха урăх еннелле пăрса.-—Мĕн вара çапла калать вăл сана.
— Çук, унпа пăрçа пиçмест пирĕн,— терĕ Хĕветли.— Ун тăванĕсене те юраса пурăнаймăн. Куна мана çураçас-шăн тенĕрен каларăм-ха. Хĕр пуçăмпа уччана качча тух-са лараймăп. Ваньккана кĕтетĕп эпĕ... Вăл пулман пул-сан — пыратчĕ те-и ĕне çукран качака. Тата, çынна ан шарла та-ха, аманасса та вăл вăрçăра аманман текен сас-хура пур...
— Апла вăл... сутăнчăк-иç!—пуçне çĕклерĕ Укахви.
— Çапла пулать вара...
— Кай! Тем ăслă çын та пур çĕр çинче! Ара, çакăн пек йывăр вăхăтра мĕнле этем çапла хăтлантăр? Мĕн пит-пе пăхать вăл çын куçĕнчен?!
Çак вăхăтра ялтан чан çапни илтĕнсе кайрĕ. Ку вăл — кăнтăр апачĕ иртрĕ, ĕçе тухмалла тенине пĕлтерчĕ.
Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):
кашни вуламассерен куççуль юхать
Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):
Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...