«Эс мана асилместĕн, пĕлетĕп...»
Эс мана асилместĕн, пĕлетĕп,
Эс мана манса кайнă, паллах.
Çак пустуй шухăшсен çыххине те
Эпĕ салтрăм пулас кăлăхах.
Пулнă-иртнĕ те тек таврăнаймĕç
Ачалла айванла туйăмсем.
Çут ачалăх та халь иртсе кайрĕ,
Эпир хамăр та урăх çынсем.
Те юратнă эпир, калаймастăп,
Ачалла кăмăлланă-и, тен.
Чĕрере вут-кăвар çуралсассăн
Ăнланма та ăна пĕлеймен.
Кирлĕ мар кулянмашкăн иртнишĕн,
Пулаймасть вăхăта çавăрма.
Пурпĕрех тĕнчере эс пурришĕн
Эп телейлĕ туятăп хама.
Шухăшсем
In today's fast-paced corporate world, t...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...