Журналист поэзине кĕрет
1
Яла кĕрсессĕн, эп ăнлантăм:
Татах ак юлнă çĕрлене,
Татах йĕркеллĕ пĕр хыпар та
Хаçат валли хатĕрлеймен.
Татах яра куна ирттертĕм
Вĕри хир тăрăх çӳресе.
Татах ман ĕç кунне пĕтерчĕç
Шăнкрав пек саслă тăрисем.
Халь ак çĕрле. Кăшт лăпланасчĕ
Анчах та халь куç умĕнче
Çут çăлтăрсем хумханкалаççĕ
Çуллахи каçăн тӳпинче.
Статья тухмасть, тухмасть пăртак та,
Пуçланă очерк кӳлĕнмест.
Ак таврăнсан, татах редактор
Чĕнтерĕ хăйĕн пӳлĕмне...
2
Тăп-тăрă каç. Тӳпе таса.
Çӳретĕп эпĕ сăнаса.
Урам тулли — улма шăрши,
Туллин сывлать Тăван çĕршыв.
Çут çăлтăрсем — çунан ахах-çке! —
Тăраççĕ меллĕн чӳхенсе.
Чие тĕмисенчен пăхаççĕ
Чеен çеç сывлăм куçĕсем.
Сăртран анатăп. Чарăнатăп.
Тăрса тăнлатăп таврана:
Чĕрешĕн паллă серенада
Ял çийĕн лăпкăн ярăнать.
Мускав юрри юхать вĕри çеç
Садри янравлă рупортан.
Колхозăн чаплă тракторисчĕ
Канать чун савнипе унта.
Сасартăк сасă кайрĕ — чăппăрт!
Мĕскер-ши ку? Мĕскер-ши ку?
Шăпланчă шăпчăк та ав шăпăрт.
Ăнланчĕ: ку вăл — юрату.
3
Ял çумĕпе юхать мăн Атăл.
Ун тăрăх, кăпăк сирпĕтсе,
Анаталла та, тăвалла та,
Иртеççĕ шур пăрахутсем.
Сăртран анатăп. Чарăнатăп.
Татах утатăп. Чарăнап.
Чĕрешĕн паллă серенада
Каçхи сад çийĕн ярăнать.
Тулли тăрать тĕнче талккишĕ,
Ярнаççĕ çăлтăрсем чуччу.
Хаваслă юрату кĕввишĕн
Çак ырă каçăн çыран çук.
Улма йăтан улмуççисем те
Çак кăмăллă музыкăра,
Ытарайми туй инкисем пек
Мехеллĕн тайăлса тăраç.
Улма çинчи чĕркĕмĕл-сывлăм
Йăлтăртатать кула-кула.
Телей пахчи — Тăван çĕршывăм —
Чи ырă кĕвĕпе тулать.
4
...Статья тухмасть, Тухмасть пăртак та,
Пуçланă очерк кӳлĕнмест.
Ак таврăнсан, татах редактор
Чĕнтерĕ хăйĕн пӳлĕмне...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...