Ылханлă хура çĕмĕрт
— Аленушка, хĕрĕм, ылттăнăм, лăплан-ха, лăплан. Эпĕ ку, аннӳ. Кунтах, санпах эпĕ. Ниçта та каймастăп. Ан шиклен, никама та памастăп сана,.. — ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр ăшталанчĕ вырăн çинче выртакан хĕрĕ умĕнче хĕрарăм. Алена вара нимĕн те илтмен пекех — аллисемпе чарăнми хăлаçланчĕ, хуп-хура çăра та вăрăм çӳçне хăй аллисемпех тăпăлтарчĕ, айĕнчи вырăн хатĕрĕсене айĕнчен турта-турта кăларчĕ.
— Анне-е-е!!! Илсе пăрах-ха çав хĕресе ман çинчен!.. — чарăнми пăшăлтатрĕç хĕрачан çунса хăмпăланнă илемлĕ çинçе тутисем.
Кун пек сăмахсене илтсен хĕрĕн асапланăвне кура ахаль те хăйне вилнĕ çын пек туякан хĕрарăмăн чĕри чарăнса ларнăнах пулчĕ: «Мĕнле хĕрес? Нивушлĕ упраса хăвараймастпăр сана, Аленушка-а-а?». Чун-чĕререн тухакан йынăшăвне, пичĕ тăрăх чарăнми юхакан куççульне хĕрĕ ан куртăр, ан систĕр тесе тутисене çыртса лартрĕ хĕрарăм. Пуçне пĕр шухăш мăлатукпа çапнăн танлаттарчĕ: «Мĕн тумалла? Мĕн тумалла? Мĕнле çăлмалла?». Çаплипех аллисене вертолет пек çавăракан, каллех хăйне хăй чавма-чĕрме тытăннă хĕрачана, лăплантарасшăн пулнăн, пит-куçĕсене, аллисене чуптурĕ хĕрарăм, пуçĕнчен ачашларĕ. Палата алăкĕ уçăлнине, мăшăрĕ хăй патне пырса аллисене унăн чĕтрекен хул пуççийĕсем çине хунине те сисмерĕ.
— Мĕнле вăл паян?
— Çавăн пекех. Виççĕмĕш кун çаплипех. Тĕлĕрмерĕ те...
Çӳллĕ, кĕрнеклĕ, илемлĕ арçын куçĕсем те шывланчĕç — нивушлĕ çухатĕç вĕсем унăн чи юратнă хĕрне? Тен Турă ку ачине ыттисенчен юратарах панишĕн кăштах тăн парса илес тени çакă? Чăн та кун-çул тени ытла та хăйне евĕр пуçланчĕ ку чун тĕпренчĕкĕн. Аслă ывăлне кăна больницăра çуратрĕ мăшăрĕ. Тепĕр икĕ çултан, каллех йывăрлă юлнине пĕлсен, таçта кайса çӳремерĕ, килĕнчех çăмăлланчĕ. Амăшĕ, Варвари, хĕрне çапла хăтланнăшăн ятлакаларĕ те, чиперех ура çине тăчĕ ĕçре пиçĕхсе ӳснĕскер. Хĕрача та йĕркеллех аталанчĕ. Тата икĕ çул иртрĕ. Урамра 1965-мĕш çул. Каллех çире пурччĕ çамрăк хĕрарăмăн. Çĕртме уйăхнелле кăна çăмăлланма вăхăт çитетчĕ те ĕç таврашĕнчен пăрăнмарĕ. Çире пуррине пăхса тăма-и унта чăваш хĕрарăмĕн! Кунĕпе — ĕç, ĕç, ĕç... Çаплипех утă çулнă, йăтнă, çĕрулми çумланă, халăхпа пĕрле кăшман пайне йĕркене кĕртнĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхĕ тата. «Ах-х-х, кин, çамрăк та, чăтатăн-ха, кайран мĕн пулĕ? Упра-ха хăвна»,.. — тетчĕ шеллесе кӳршĕ карчăкĕ. Ăçта упрама унта?! Аслă ачисем пĕчĕк те, касу черечĕ çитсен хăех тухса утрĕ хĕрарăм. Кăнтăр тĕлнелле, йывăр туйнипе, ĕнесене йăмра кутне тапăра пуçтарчĕ, кăштах выртса канасшăн пулчĕ. Анчах пилĕкĕ яш! та яш! касса кайнипе каллех ура çине тăчĕ. «Нивушлĕ?!.» — тесе шухăшласа та илеймерĕ, урисем тăрăх шыв юхса аннине туйрĕ...
Çапла майпа уйра, йăмра айĕнче илемлĕ çу кунĕнче кун курчĕ Аленушка. Амăш пуçĕнчи таса чечеклĕ тутăрпа тирпейлĕн чĕркенĕскер, чечек пекех туйăнчĕ хĕрача. Пит-куçĕ анчах çуралнă пепкенни пек хĕрлĕ мар, шурăччĕ, чакăр хура куçĕсемпе амăш çине чăрлаттарса пăхрĕ те, çи-и-инçе пӳрнисемпе унăн пӳрнине ярса тытрĕ. «Эс ман анне. Эс яланах манпа пулăн. Сан мана хӳтĕлемелле. Мана кӳрентерме ан пар»,... — тесшĕн пулчĕ-ши пĕчĕкскер?
«Алена ят парас килмест-и ку чиперука? Пирĕн чăваш халăхĕн космос паттăрĕн Андриян Николаевăн та ав икĕ эрне каялла хĕр çуралнă, Алена ят хунă ăна»,.. — шӳтлесе те шахвăртса каларĕ ĕç кунĕ вĕçнелле вĕсем патне «çĕнĕ кайăк» курма тесе кĕнĕ бригадир. Алена? Мĕнех, илемлĕ ят. Космонавт хĕрĕн аташĕ пулĕ эппин. Çапла пĕр-пĕринпе ăнсăртран çывăхланнине пĕлмесĕрех ӳсрĕç икĕ Алена: пĕри — Çăлтăр хулинче, тепри — Çеçпĕл çĕрĕ çинче...
— Эсĕ киле кайса кил-ха. Мăнкун вĕт-ха паян. Кайса кала, пыраймастпăр те. Ăнланĕç тăвансем. Ачасем те сана курасшăн. Эпĕ юлăп Аленушкăпа. Ан васка. Канса илсем кăштах. Каçхине кил вара... — хăваланă пекех васкатрĕ мăшăрне арçын. Хăйĕн кăмăлĕ хуçăлнине ахаль те типсе-хуралса ларнă арăмне кăтартасшăн пулмарĕ вăл.
Нихçан та больница таврашне чупман-çӳремен çав чăваш хĕрарăмĕ. Ача чирлес-тăвас пулсан та килтех сиплеме тăрăшнă. Температура хăпарать е ӳслĕк аптратать — эрехпе сăтăрнă та ача кĕлеткине, утиял таврашĕпе лайăх чĕркесе вырттарнă, ир енне нимĕнле чир те юлман. Çемьере пилĕк ача. Халиччен чип-чиперех ӳснĕ вĕсем. Çарранах чупнă, сикнĕ, вылянă... Тĕрĕссипе вĕсене ытлашши пит ачашласа ларма вăхăт та пулман. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр вĕсен. Кĕçĕн ывăлне çуратасах та теменччĕ те, мăшăрĕ больница каймалли справкăсене тĕплĕн пытарса хунă та, алă сулчĕ вара — тăваттă çумĕнче пиллĕкмĕшĕ те ытлашши пулмĕ ĕнтĕ терĕ.
Алена, Аленушка... Ашшĕ пекех хуп-хура çăра çӳçне пуçтарттармастчĕ, йăлттăм! йăлттăм!, хĕвел пайăрки пекех, сиккелетчĕ пĕчĕк хĕрача. Шкула еплерех хĕпĕртесе кайрĕ тата. Аслă пиччĕшĕпе аппăшĕнчен вулама-çырма вĕреннĕскер, 4-мĕш класс пĕтеричченех, кăçалччен, «5» паллăпа кăна вĕренсе пыратчĕ. Виçĕ кун каялла тем пулчĕ-çке. Пахчара аслисемпе пĕрле кишĕр йăранне çум-курăкран тасатнă вăхăтра тем аташма, ун-кун калаçма, аллисемпе вылятма тытăнчĕ. Халĕ, акă, тата...
Шăхасан больници. Хăй ыратăвĕ-шухăшĕпе айкашса утаканскер, педиатри уйрăмĕнчен тухнине, хăй хыççăн сиплекен тухтăр васкаса пынине те асăрхамарĕ хĕрарăм, сиплев çурчĕ умнĕнчи сак çине пырса ларчĕ те питне аллисемпе хупларĕ, чунри ыратăвне куççульпе кăларас тенĕн, сасăсăр хӳхлерĕ те хӳхлерĕ...
Чăрмантарас мар, йĕрсе лăплантăр тенĕччĕ те малтанах алăк патĕнче хытса тăнă тухтăр (çын чирне-инкекне хăйĕнни пекех курать-çке!), чăтаймарĕ, юнашар пырса ларчĕ:
— Итле-ха, ман, тухтăр пулнă май, кун пек калама юрамасть паллах сана. Анчах медицина нимĕн те тăваймасть сирĕн хĕрачана. 20 çул ытла ĕçлетĕп ача чирĕсемпе, кун пеккине курман. Эмел таврашĕ пулăшмарĕ-çке. Тен, юмăçа кайса пăхмалла санăн?
Мăшăрĕ культура тытăмĕнче ĕçленĕрен-ши, тĕн-тĕшмĕш, турă таврашне ĕненсех те кайман çав. Ачисене, вăрттăн пулин те, тĕне кĕртнĕ-ха та... Шыçăннă-тăртăннă куçĕсемпе тухтăр çине тĕлĕннĕнрех пăхрĕ те ура çине тăчĕ, автобус чарăнăвĕ еннелле утрĕ.
— Ну, мĕнле, майлашăнать-и, юсанать-и хĕрӳ?.. — чĕпĕтрĕç кăна мар, чĕрене касса вакланăн туйăнчĕç ахаль те çĕрĕпе куç хупман хĕрарăма тантăшĕн сăмахĕсем яла çитнĕ-çитмен. Пуçне çеç сĕлтсе илчĕ хуйхăпа тăраннă чун.
— Итле. Эпĕ качча тухнăранпах чирленине астăватăн вĕт-ха? Çук ман халĕ чир, сып-сывах эпĕ. Пĕлетĕн-и кам сыватрĕ? Кай ун патне, кайса кил, пулăшатех, нимĕн те çухатмастăн. Çитменнине вăл нимĕн те илмест юсанăшăн. Манран сăмах тухнине кăна ан кала. Тархасшăн. Питĕ вăрттăн сиплет. Çынсене пĕлтересшĕн мар,.. — хистесе тенĕ пек ăнлантарчĕ тантăшĕ.
Килне питĕ васкатчĕ пулин те, çула май ку хутĕнче мăнкун уявне пуçтаракан тăванĕсене (унчченхи пек кашни киле кĕрсе тухассине пăрахăçласа кашни çул черетпе пĕрисем патне пуçтарăнатпăр тенĕччĕ) асăрхаттарса хăварас терĕ вăл. Тăкăрлăкран пăрăнчĕ те... — ура вăйĕсем пĕтсе ларнăн туйăнчĕç. Ăна хирĕç анчах-ха хăйне тантăшĕ кайма хистенĕ кинемие курах кайрĕ. Лешĕ те, ăна кура, хĕпĕртесе ӳкнĕ пек пулчĕ:
— Ах, Варвари хĕрĕ вĕт-ха эсĕ. Аннӳпе питĕ туслăччĕ эпир. Пĕрле ӳснĕ-çке. Варварие курнă пекех пулчĕ акă тата. Мĕнле пурăнатăн-ха? Мĕнле чупатăн? Ах, айта-ха, ăсатса яр мана киле çити. Мăнкун кучченеçĕ те парса ярăп ачасем валли... — тесе хулран çакăнчĕ те кинеми, хăйсен килĕ еннелле вăйпа тенĕ пекех уттарчĕ, çамрăк хĕрарăмăн чирлĕ сăнне, пусăрăнчăк кăмăлне, асăрхарĕ пулин те, курмăша-сисмĕше печĕ.
Шурă çыхăна çекĕлтен вĕçертсе сап-сарă мăйăр шăкăрах кăларса хучĕ вăл кăшт каярах сĕтел çине. Хĕрарăм хусканусăр, чĕрĕ мар пекех ларнине кура, унпа юнашар вырнаçрĕ:
— Варвари хĕрĕ, мĕн пулса иртет санпа?
— Ах-х-х, инке... — терĕ те, куççульпе чыхăна-чыхăна хăйсен инкекĕ, хĕрачи чирĕ пирки веçех каласа пачĕ. — Мĕн тумалла-ши инке, пулăш-ха, тархасшăн. Алена кайсан, эпĕ те пурăнаймастăп. Ан çиллен эс мана, сан вăйна пĕлетĕп, çавăнпа тилмĕретĕп, пулăшсам.
Вăрахчен чĕнмерĕ ватă çын. Вара тин, вăйран кайнăн, хуллен çĕкленчĕ.
— Мĕн тăвас ĕнтĕ, урăх тытăнас теменччĕ те, пулăшмаллах. Варвари те каçармĕ. Çитменнине ăнсăртран тĕл пултармарĕç пире ман вăй-хăватсем. Акă мĕн тăвăпăр санпа, хĕрĕм. Ачун кĕпине е пĕр-пĕр тумне илсе килсе пар мана халех. Тĕлĕк мĕн калĕ. Анчах асту, хĕрĕм, ыран ирхине ман кил алăкне пĕрремĕш санăн тытмалла...
Ырă сăмах шанчăк панăран-ши вĕçнĕ пек çӳрерĕ хĕрарăм. Унта та, кунта та ĕлкĕрчĕ: ачисене юратрĕ, кил-çуртне тирпейлерĕ, апат пĕçерчĕ те каллех чирлĕ хĕрĕ патне пуçтарăнчĕ. Машина таврашне кĕтсе тăмарĕ, ялтан виçĕ çухрăмра вырнаçнă больницăна чупса та çитрĕ (эх-х-х, ăçтан тухать-ши амăш вăй-хăвачĕ!). Педиатри уйрăмĕ умĕнчи сак çинче пуçне усса ларакан мăшăрĕнчен хăй ăçта пулнине пытарса тăмарĕ, кинеми ятне-шывне кăна ăшран кăлармарĕ.
Чăн та, больницăра каллех çĕрĕпе куç хупмарĕ пулин те, санитаркăна сăнаса тăма ыйтса, ирпе ирех, шурăмпуç палăрма тытăнсанах, кинеми алăкне пĕрремĕш тытрĕ вăл, пӳрт алăкне уçса шала шăппăн, никама вăратас мар тенĕн, кĕрсе тăчĕ.
— Ирт, ирт, Варвари хĕрĕ. Çывăрмастăп. Тĕлĕнтертĕр эсĕр мана. Итле, эппин, — терĕ те тӳрех кинеми, тĕлĕке калама тытăнчĕ.
... Вăрман айккинче эсир. Мăшăрупа милĕклĕх çулçă хуçатăр е касатăр. Ăна, туратран иртсе, урапа кӳлнĕ лаша çинче тăракан хĕрачана тыттаратăр. Лав тунăн, меллĕн майлаштарса хурса пырать çулçăсене хĕрĕр. Акă вăрмантан тепĕр лаша тухать. Утă тиенĕ. Çӳлте арçын ача ларать. Лав хыçĕнче — хĕрарăмпа тепĕр пĕчĕк арçын ача. Лав ялалла кайрĕ, лешсем, çулран пăрăнса, сирĕн паталла утаççĕ. Хĕрарăмĕ, кула-кула, сана хăй аллинчи чечек çыххине тыттарасшăн. Эсĕ килĕшмесĕр турткаланатăн. Акă илтĕн те çав чечек çыххине, милĕк лавĕ çинче тăракан хĕрачуна тыттартăн. Пулнă-и çавăн пекки сирĕн? Кам вăл хĕрарăм?
Тĕлĕкри ĕçсем чăннипех те анчахрах пулса иртнĕрен-и, хытса кайрĕ çамрăк хĕрарăм:
— Пулнă. Чăн та пулнă. Вăл мана вăйпах çĕмĕрт çыххи тыттарчĕ. Чечек мар, çĕмĕртчĕ вăл. Çĕмĕрт!!! Ăна вара Аленăна тыттартăм эпĕ. Вăл çирĕ. Мĕн туса хутăм-ха?.. — йынăшсах ячĕ хайхискер.
— Кам вăл хĕрарăм? — çине тăчĕ кинеми.
Тек пытармарĕ, леш ачаллă хĕрарăм камне, мĕн калаçни-тунине йăлтах каласа пачĕ.
— Апла иккен. Ăнланмалла. Аслă ывăлĕ чирлĕ унăн. Тытса пăрахать теççĕ. Илтнĕ, илтнĕ. Хăй ачин чирне сирĕн хĕрачана куçарса ярасшăн пулнă. Эсĕ ан шиклен, — терĕ вăл хăй çине кун пеккине пуçласа тĕл пулнă, çыхланнă, çавăнпа тĕлĕннипе чарăлса кайнă куçĕсемпе пăхса ларакан çамрăк хĕрарăма лăплантарса. — Чир сăлтавне тупрăмăр, çыннине пĕлтĕмĕр, ытти — манăн ĕç. Эсĕ больницăна каялла кай. Манăн ĕç ăнсан, хĕрачу лăпкăнах çывăрса кайĕ, вара чир те хăйĕн малтанхи хуçи патне тарĕ. Каях, хĕрĕм, кай, ыттине хамах тăвăп...
Çилĕ капланса килнипе çурса-вакласа тăкма хатĕрччĕ мăшăрĕ арăмĕ хăйне Аленăн чирĕ ăçтан тупăннине пĕлтерсен. Хăйсемпе калаçать, шелленĕ пек те пулать-çке тата çав усал чун. Ăçта тасалăх? Ăçта тĕрĕслĕх? Кама ĕненмелле çакăн хыççăн?!!
— Çывăрать. Ир еннелле лăпланчĕ те мăшлаттарсах çывăрать халĕ, — лăплантарчĕ пĕрремĕш рейспах больницăна çитнĕ хĕрарăма санитарка. — Хăв та канса ил-ха, юнашар кĕрсе вырт та...
Çывăрма-и унта, хĕрĕ çинчен куç илмерĕ амăшĕ. Кăнтăрла та çитрĕ, каç та пулчĕ — вăранмарĕ Алена. Тарларĕ, пит-куçĕ хĕрелсе кайрĕ. Каллех шуйханчĕ амăш чĕри. «Мĕншĕн халĕ те вăранмасть? Пуçне юн каймарĕ-и?» — тесе постри медсестрасене те çĕрĕпех канăç памарĕ. «Йĕркеллех. Çывăрать кăна вăл»,.. — тесен ăшĕнче кинемие çĕр хут, пин хут, ытларах та тав турĕ. Турă тенине халиччен ĕненсех кайман пулин те халĕ ăна та тав турĕ, хĕрне чĕрĕ-сывă упрама чĕререн тархасларĕ
Тепĕр ир обход пуçланичченех куçне чăр-р-р! уçса ячĕ хĕрача. Чылайччен ахаль те чакăр куçĕсемпе маччаналла чăрлаттарса тинкерсе выртрĕ.
— Анне, ăçта эпĕ? — ыйтрĕ вăл сасартăк хăйне пуçĕнчен ачашлакан амăшĕнчен.
— Больницăра эсĕ, Аленушка, больницăра...
— Мĕн пулнă мана? Ма кунта лекнĕ эп? — ăнланасшăн пулчĕ хĕрача.
— Чирлерĕн те, «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе илме тиврĕ... — тĕрĕссине каласшăн пулмарĕ, хĕрачин кăмăлне хуçасшăн пулмарĕ амăшĕ.
— Нимĕн те астумастăп... Ой-й-й, мĕскер ку? — хăраса кайнăн кĕççеленсе ларнă вăрăм хура çӳçĕ çине тинкерчĕ хайхискер. — Ыттисем куриччен пуçа уçмалла ман...
Вырăн çинчен вăштах çĕкленчĕ хĕрача, амăшĕ хăйне хăраса кайса ярса тытсан тĕлĕнсе: «Мĕн хăран эсĕ, анне? Эп йĕркеллех», — терĕ кăна. Палатăри тĕкĕр умне пырсан вара: «Ой-й-й, мĕскер ку? Катемпи тейĕн»,.. — теме кăна пултарчĕ.
Ашшĕ килнĕ çĕре çӳçне-пуçне тураса тирпейлерĕç, çăвăнчĕç амăшĕпе хĕрĕ. Ашшĕ палатăна кĕрсенех: «Атте, киле хăçан каятпăр?» — тесе ыйтса та ĕлкĕрчĕ. Мĕнле-ши, сывах-ши тесе пăшăрханса ир-ирех килсе çитнĕ арçын, çакна илтсен, пукан çине лăштах ларчĕ те, пуçне пĕксе, вăхăтсăр шуралнă кăпăшка çӳçне аллисемпе тытса хутланчĕ. Обход тума тухнă тухтăрпа медсестра кĕрсен вара вĕсем те палата варринча амăшĕ умĕнче вăйсăррăн кулса тăракан хĕрача çине темĕнле пысăк тĕлĕнтермĕш курнăн тинкерчĕç. Тухтăрпа хĕрача амăшĕ пĕр-пĕрне куçсемпе тĕллесе пăхса илнине ыттисем асăрхамарĕç.
...Тепĕр икĕ кунтан Аленăна, хĕрача çине тăрса ыйтнипе, ашшĕпе амăшĕ больницăран илсе тухрĕç. Хăй ылханлă, пăстарнă тутлă çĕмĕрте çинине пула мĕнле авăрта пулнине, ашшĕпе амăшне мĕнле тамăкра çунтарнине хĕрача пĕлмерĕ. Тепĕр кун пĕр класра вĕренекен хĕрачан çуралнă кунĕ ячĕпе пуçтарăннă уявра хăйсенчен темиçе çул кăна аслă арçын ачана урамра вылянă çĕртех тытса пăрахнине вара пăшăл-пăшăл туса сӳтсе яврĕç хăйсем хушшинче хĕр пĕрчисем.
Асăрханăр, ан илĕр аллăра ылханлă çимĕçе, тăвансем...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...