Хĕле кĕрес умĕн
Сиввĕн-сиввен çил вĕрет,
Çырма шыва сивĕтнĕ;
Лапка-лапка юр çăвать,
Лап-лап çĕре шуратнă;
Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрни,
Лапка-лапка юр çăвни
Çынсен чунне таптарать,
Хĕлле çине пăхтарать.
Унта —
лупас тăрринче —
Икĕ арçын тăраççĕ,
Виççĕн лупас айĕнче
Улăм йăтса параççĕ:
Çынсем,
хĕле астуса,
Хытă-хытă васкаса,
Лупас çине витеççĕ,
Хĕл сиввине кĕтеççĕ.
Унта лаща кӳлнĕ те,
Лава тирĕс хунă та
Пӳрчĕ умне тăкаççĕ:
Хĕле ăшă тăваççĕ.
Тумхах картиш варрине
Прахнă ыраш улăмне;
Мĕскĕн
выльăх-чĕрлĕхсем,
Ĕнесемпе сурăхсем
Чашлаттарса çиеççĕ:
Кусем хĕле сисмеççĕ.
Пӳртне çĕвĕç килнĕ те,
Сурăх тирне илнĕ те
Кĕрĕк тума тытăннă,
Хăй юрлама пуçланă.
Хуçи арăм тухрĕ те,
Витре илсе килчĕ те,
Ăна пусса ячĕ те,
Чăмпăрт!
туса илчĕ те
Шыв витрине тултарчĕ,
Пӳртне йăтса уттарчĕ.
Çĕвĕç çынни темерĕн,
Вырăс çынни темерĕн:
Кĕркне ç(ĕ)леме килĕшмен,
Пĕр çип тытса тӳлемен —
Чей шухăшне тытăннă, —
Ар(а)ма шыва кăларнă.
Шухăшсем
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...