Юнкун тӗлӗкӗ
Йĕркеллĕн çывăрни пулмарĕ кĕçĕр Ваççан, çĕрĕпе тĕлĕкпе аташрĕ, вăрăм тунасемпе çапăçрĕ. Тин тĕлĕрсе каять, лешсем пыра-пыра çыпăçаççĕ, таçтан муртан кĕрсе тулнă. Пит-куçа шатралантарсах янă, кантăр вăрри пырса çапнă пек. Вăранса кайрĕ арçын, аллисене, питне-куçне шатăр-шатăр хыçса илчĕ, тăрса çутă çутрĕ:
«Ăçтан кĕрсе тулнă вара эсир? Пăх-ха, ман юна ĕçсе ӳсĕрĕлсĕх кайнă, мачча çинче вĕтĕ хĕрлĕ шăрçа майлах шерепеленсе ларса тухнă». Хышалансан-хышалансан пылесос туртса кăларчĕ те хайхискер пуçларĕ ĕрлеттерме. Мĕн тетĕн, резин пыршă хыпать те çăтать, хыпать те çăтать нăйăлтисене. «Çурçĕр иртни икĕ сехет. Ĕнтĕ юлмарĕç пуль», — пылесосне сӳнтерчĕ, лайăх çеç витĕнсе выртрĕ. Çывăрса кайнăччĕ кăна, паçăрхи тĕлĕк тепĕр хут пырса сăрăнчĕ, иккĕмĕш сери пуçланчĕ.
...Ял çумĕнчи ката хĕрринче темле палламан арçынсем шăтăк чаваççĕ пек. Çитрĕ Ваççа арçынсем патне, сывăх сунчĕ, чарăнса тăчĕ.
— Районтан хут килнĕ, кунта мăнастир тăвасшăн. Хальлĕхе виçĕ манах валли пӳлĕмсем тума тытăнатпăр. Келье теççĕ вĕсене. Хĕрринчине сирĕнпе юнашар пурнакан Гришана памалла тăвас терĕç, теприне — Виктор пиччене, виççĕмĕшне малтан сан валли тесех килĕшнĕччĕ, паян, ав, сана памалла мар тесе йышăнчĕç, кам валли пулать унта — куç курĕ.
— Хăш Виктор пичче, пирĕн атте шăллĕ-и? Мĕн мăнастирĕ çинчен калаçатăр-çак эсир? Хăвăран кирпĕчĕ те йывăçĕ те çук, — чăтса тăраймарĕ Ваççа сăмах чĕнмесĕр. Ытти чух хушша-хуппа кĕмесĕр тăнлать, кайран тин çăвар уçать, наччас çын кăмăлне çавăрать.
— Вырăнне уйăрса панă та, тăваççех пуль. Вĕсене тиесе килесси темех мар. Виктор пиччӳ — сирĕн пиччӳ ĕнтĕ.
— Вырăнĕ, чăн та, хитре вара кунта, вăрман хĕрри, çумрах кӳлĕ. Мăнастир мар, халь çĕнĕ çемье çавăракан çамрăк мăшăрсене уйрăлса тухма касса памалла ку çĕре, вăт мĕн тери хитре те тӳрĕ урам ӳссе ларĕччĕ ик-виç çулта ял илемне кĕртсе. Гриша валли тетĕр. Пирĕн ялĕпе те пĕр Гриша çеç. Вăл вунтăххăр çеç тултарнă, Чечняра салтакра. Ăна мĕн мăнастирĕ? Виктор пичче тесен, атя, ватă çын, вилес умĕн çылăхĕсене каçарттарма каяс та тейĕ манахсем патне.
— Пире хутне çӳлтисем туса панă. Эпир тупăшма вĕренмен, мĕн хушнине тăватпăр, — терĕ пĕри.
Тек тавлашса тăмарĕ Ваççа, пăрăнса утма шутланăскер икĕ-виçĕ утăм пусса ĕлкĕрчĕ анчах, вăранса кайрĕ. Урамра кĕту хăвалаççĕ иккен, ĕне макăрни илтĕнет. Ваççан выльăх çук та кăçал, кĕтӳ ярас хуйхă та пĕтнĕ. Пĕр кут та пĕр пуç. Тăрса тумланчĕ, кил картине тухрĕ. Чăхсем усрать, тăхăр чăх та пĕр автан. Аннă вĕсем кашта çинчен, валашкари урпана сăхаççĕ. Чашки-чашкипе çăмарта Ваççан, çисе пĕтереймест вăл ун чухлĕ. Пĕлтĕрччен сурăх пуçĕ те вуниккĕрен катăк пулман Ваççан. Ытла ал-урана çыхса пурнаççĕ терĕ те йăлтах кӳршĕсене сутса ярса пĕтерчĕ. Сурăхĕсĕм вара кĕтӳрен килнĕ чух çула май кунсерен хуçи патне кĕрсе тухма тăрăшаççĕ, хăш чух хапха умĕнче ларакан Ваççана сарса илеççĕ те сăмсисемпе тĕккелесе çăкăр татăкĕ шыраççĕ. Ку вара вĕсене астармах кучченеç илсе тухать те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тата-тата хыптарать. Уйрăмах шурă ватă сурăх кĕрсе çаврăнмасăр чăтаймасть, яшка юлать-и, кукăль-пӳремеч сăмси пулать-и, сухари-и унта — пурне те тутанса пăхать ăслăскер.
Пӳрте кĕчĕ арçын, çăвăнса тасалчĕ, апата ларчĕ, анчах ире яхăн курнă тĕлĕкне ниепле те манаймарĕ: «Юнкун тĕлĕкĕ чăн пуласса пĕлтерет теççĕ. Мĕне систерчĕ-ха вăл, мĕне пĕлтерекен япала пулчĕ?» Кăп-кап хыпкаларĕ те апатне машинсен паркне пухса утрĕ. Ваççа шофер, çирĕм çула яхăн машинăпа чупать: ăçта яраççĕ, çавăнта каять.
Механизаторсем пурте пекех пухăннă, хĕрсе кайсах тем çинчен тавлашаççĕ.
— Тĕрĕс. Миçе çырса ятăмăр. Те район пуçлăхĕсем саклаçе кĕреймеççĕ, — аллисемпе хăлаçланса çухрашать паркри хуралçă.
— Хучĕ тинех килчĕ ĕнтĕ, тек тавлашмалли пĕтрĕ. Ял çумĕнчи ката хĕррине тума килĕшнĕ пирĕн çĕнĕ масара. Ыран-паян карта юписем тиесе килеççĕ. Халăхпа-мирпе хĕле кĕриччен карта тытса çавăратпăр, — ăнлантарать бригадир.
— Пайтах тертленнĕ пĕр хĕле кĕрсен, лаша мар, тем çӳллĕш кĕрт тăрăх трактор та туртса тухаймасть çунине. Пĕлтĕр хĕлле Униççе аппа вилсен масара çитсе пĕтерейместпĕр пуль тенĕччĕ. Çав тăватă çухрăма виçĕ сехет хушши кайрăмăр. Çанталăкĕ те сивĕ тăчĕ те ун чух. Тупăка хĕл каçиччен лупас айĕнче лартма тивет тесе хăранăччĕ. Масар аякра пулни пайтах пакартана йĕçернĕ, — калаçать Вова тракторист.
Ăнланчĕ Ваççа сăмах-юмах мĕн çинчен пынине: «Вăт сана юнкун тĕлĕкĕ. Мăнастир мар, çĕнĕ масар уçаççĕ иккен вăл вырăнта. Çынна каласан çын ĕненмĕ. Сăнаса пурăнам-ха, эппин, никама шарламасăр. Куçран-пуçран çулăм тухса каймалла тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласан...» Çĕнĕ масар уçма ирĕк ыйтса темиçе те çырнă ял çыннисем. «Хăçанччен çапла асаплантаратăр пире? Тепринче вилене Советсен çурчĕ умне пырса лартатпăр та каялла илсе килместпĕр», — тесе çырнă хут çине хĕрĕх çын алă пусса ячĕç. Ваççа та алă пуснăччĕ. Вăт, тинех татса пачĕç эппин ку ыйтăва. Ял çывăхнерех пулмалла çав ĕнтĕ масар.
— Василий Петрович, сан графикпа канмалли кун паян, — Ваççа еннелле куçне ывăтрĕ бригадир. — Килти ĕçсене ту. Машинупа Виктор элеватора тулă турттарать. Ыран ирпе çĕрулми ани çине тухатпăр, эсир икĕ машинăпа хулана кайса леçетĕр.
— Эппин уттартăм эп килелле, — сăмах-юмаха нумай вакламасăр çаврăнса утрĕ Ваççа ушкăнран. «Мăйăр чылай кăçал, кайса çаврăнам-ха. Шупашкар «пакшисем» юратакан мăйăр катма, — рюкзакне илчĕ, çăкăр чĕлли çине тăвар сапса чĕркерĕ те кĕсйине чикрĕ. Чĕре сури тума çитет. Ярăнтарчĕ пахча хыçĕпе. Кунĕ аван вара паян. Хĕвел çуллахи пек ăшă. Çурла уйăхĕ тăршшĕпех хитре тăчĕ, тӳпе те янкăр кăваккипех. Туххăмрах вăрмана çитрĕ арçын. Тӳлек кунта, канлĕ, ӳпре-пăван сĕрлени те, кайăксем чĕвĕлтетни те илтĕнсех каймасть. Пĕр вунă кун каялла çеç-ха шăнкăрчсем йышлăн чакăлтататчĕç вăрман хĕрринчи çеремре. Чĕпписене йăваран вĕçтерсе кăларсан яланах çакăнта иленеççĕ. Чĕпписем чылай ӳснĕ, çапах ашшĕ-амăшĕ, хăйсем çимесĕр, вĕсене апат пыра-пыра хыптараççĕ. Кусем вара çунаттисене саркаласа аслисем хыççăн сикеççĕ. Тем таран пăхса савăнчĕ çавăн чух Ваççа. Паян ак пĕри те çук. Тапранса та тухнă, тем, инçе çула кайма. Юратать Ваççа шăнкăрчсене — ун пахчинче вуннă ытла хăтлă пӳлĕм вĕсем валли. Ака çуррисене çитсен янраса тăрать вара пахча, çунат çапса чарлатаççĕ, шăхăраççĕ пĕчĕк юрăçсем. Ирĕлсех каять вара ват хусах чĕри çавсен юррине итлесе.
Хĕрринче мăйăр çукрах, туратсене авса-хирсе пĕтернĕ. Тем таран утрĕ рюкзак йăтнă арçын. Шаларах кĕрсен тĕкĕнмен шĕшкĕ тĕмисем те курăнкалама пуçларĕç. Курланкисем шултра, мăйри саралса çитнĕ, йăкăлт-йакăлт сике-сике тухаççĕ курланкăран. Шатăртаттарать кăна Ваççа, часах çур рюкзак пулчĕ те. Акă вăл пĕр йывăçа усма кăна тăнăччĕ, унран темиçе утăмра çеç тем пысăкăш хăрăк вĕрене çĕр çине кĕрĕслетсе анчĕ, темле пырса çапаймарĕ Ваççана. Шартах сикнĕскер тăпах чарăнса тăчĕ те хăйĕнчен инçех те мар хĕрарăм çухăрса янă сасса илтрĕ.
Чун кĕчĕ ăна, сасă илтĕннĕ еннелле вирхĕнчĕ. «Аманмаллах лекрĕ-ши? — вĕлтлетсе иртрĕ шухăш. — Тем курса ларăн».
Çӳллĕ пулнă вĕрени, тем тăршшĕ тăсăлса выртать, темиçе вĕтĕрех йывăçа хуçа-хуçа антарнă. Чупса çитрĕ арçын, çĕр çинче шурă чечеклĕ тутăр çыхнă хĕрарăм ларать, юнланнă урине курăк çулçисемпе шăла-шăла илет те çулçасемпе пăчăртаса тытать. Ал пӳрнисем витĕр юн сăрхăнать.
— Хытах амантрĕ-и? Шăмă хуçăлман-ши? Ытти çĕрте суран çук-и? — темиçе ыйту çине-çинех тиерĕ арçын хĕрарăм ури çине тимлесе пăхса.
— Хуçалса аннă вĕрене тăрри ураран пырса çапрĕ. Эп тепĕр икĕ утăм хыçаларах пулнă пулсан пуçран çапса вĕлеретчĕ пуль. Ытти суран çук... — Каласа пĕтереймерĕ хĕрарăм, Ваççа ăна палласа илчĕ.
— Господи, Вера, эсĕ-çке ку. Курманни хăçан? Сассунтан палларăм. Пĕчченех-и вара эс? Юлташусем ăçта? Здравствуй! — ун аллине ăшшăн тытса çемçен пăчăртарĕ арçын.
— Эп те палламан сана. Здравствуй, Вася. Эпир виççĕн килнĕччĕ-ха та, аташса юлнă пулас эп. Кăшкăртăм-кăшкăртăм, хирĕç сас паракан пулмарĕ. Шаларах кайрĕç пулас.
— Эсир ирех килнĕ пуль, мăйăрне нумаях татнă...
— Ай-ай, Вася, сана Турă хăй илсе килнĕ пуль паян вăрмана. Пĕччен мĕн тăвăттăм эп халь? Çакăнтах выртса юлма лекетчĕ вĕт.
— Çыхар-ха суранна. Сан бинт, йод таврашĕ пур-и хуть?
— Пур, Вася. Эп вĕсемсĕр çӳрейместĕп. Çиччас, — хăпăл-хăпăл кăларчĕ Вера сумкинчен кирлĕ япаласене, йод сĕрсе бинтпа, çиелтен Вера апат чĕркесе килнĕ таса тутăрпа яваласа çыхрĕç урана.
— Тăраятни, Вера, уру çине? Çул çине тухар та васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илер. Ман сотовый телефон хампах, — икĕ çирĕп туя касса хатĕрлерĕ Ваççа, Верăна тыттарчĕ, унăн мăйăр хутаçне хăй рюкзакне чиксе хучĕ. Тăркаларĕ хĕрарăм, анчах утма тăрсан айлатса ячĕ.
— Утма терĕ-ха, пусаймастăп вĕт сылтăм ура çине, — тайăлсах кайрĕ вăл. Ваççа темле тытса ĕлкĕрчĕ, ӳкме памарĕ ăна.
— Кăштах кан, вăй кĕтĕр, çырткаласа яр мĕн пуррине. Эп нимех те илмен, чĕре сури тумалăх пĕр татăк çăкăр пур кĕсьере.
— Эс те çырткаласа ил, ман кунта хăярпа помидор, кăлпассипе çăкăр пур. Ан ютшăн, ил, çи, Вася.
Верăпа юнашар вырнаçса ларчĕ Ваççа.
Хăçан ларнăччĕ-ха вĕсем çапла юлашки хут? Çакна нихăçан манас çук пуль. Вăтăр çул каялла, каччă çар хĕсметне каяс умĕн, уплюнкка кăмпи татма килсен ларнăччĕ. Кунтан инçех мар виçĕ йӳплĕ çул пурччĕ. Унта пилĕк хăлаçлă юман мăнаçлăн сарăлса ларатчĕ. Çав юман хăвăлĕнче сăпса йăви пурччĕ. Йышлăччĕ, вертолет пек сĕрлетчĕç. Ача-пăча çывăха пыма шикпенетчĕ. Тем таран сăнаса тăчĕç ун чух Верăпа Вася вĕсене. Шултраччĕ лешсем, пуç пӳрни пысăкăш. Пĕрре сăхсах вĕлерет вăл, патне ан пырăр тесе хăрататчĕç ачасене аслисем. Çав кун Вася савнă хĕрĕн аллине пĕчĕк сехет çыхса ячĕ.
— Тепĕр эрнерен мана çара кайма повестка параççĕ. Ан ман мана. Çак сехет кашни минутра, кашни сехетре сана ман çинчен аса илтерсе, кĕт-кĕт-кĕт тесе шаккатăр. Эп таврăнатăп сан пата, кĕт, — терĕ каччă. Тепĕр эрнерен, чăн та, сыв пуллашрĕç, анчах ăсатрĕ те кĕтсе илме вăй-хал çитереймерĕ хĕр. Вăхăт шурĕ те шурĕ, сехечĕ шаккарĕ те шаккарĕ. Çĕпĕр çĕрĕ çинче салтак пăтти çие-çие сарăлса-тĕрекленсе пычĕ чăваш ачи. Иккĕмĕш çулĕнче хыпар çитерчĕç, кĕркуннехи пĕр тĕксĕм кун Верăна Уйкас ачисем качча вăрласа кайнă иккен. Усал хыпар çав тери хурлантарчĕ салтака, постра тăнă чух çĕрĕпе куççульпе питне çурĕ вăл. Тепĕр икĕ уйăхран тата виçĕ çула çартах юлма килĕшсе контракт çырчĕ, тăван яла таврăнма васкамарĕ. Вăтăр çул иртрĕ унтанпа. Халĕ, акă, иккĕшĕн те çуçĕсем шуралнă, куçран ватлăх пăхать темелле.
— Мĕнле пурăнан, Вера? Çартан таврăннăранпа та санпа çапла хирĕç пăхса калаçма тӳр килмерĕ. Пирĕн ялсен хушши мĕн пурĕ те тăватă çухрăм çеç, анчах пурнăçу çинчен хыпар час-час илтмен эп. Илтме те тăрăшман, упăшку пур çинчех хушша-хуппа кĕрес теместĕп. Саша кĕвĕçĕ теттĕм...
— Мĕнле калас? Çынсем пекех пурăнаттăмăр…
Сăмаха пăрчĕ Ваççа.
— Кăштах лăпланчи? Тăрайратни ĕнтĕ? Лăкаштатса çиткелĕпĕр çул çине. Уру мĕнле? Тайăн ман çине, — рюкзакне майласа çакрĕ Ваççа, Верăна çирĕппĕн тытса пычĕ хăй. Тухрĕç çул хĕррине, пулăшу машинине чĕнсе илчĕç. Пĕрлех ларса кайрĕ пульницана.
— Суран чылай тарăн, çĕлесе ямалла пулать. Вăхăтра çитнĕ, ун пек чух заражение те кайма пултарать, — терĕ хирург хĕрарăма операци тумалли пулĕме илсе кĕнĕ чух. Сурана çуса тасатрĕç, çĕлесе çыхса ячĕç. Лăпланчĕ кăштах ыратни, çапах та тухтăр ăна пульницарах юлма сĕнчĕ.
Ваççа хăйĕн кĕсье телефонне Верăна парса хăварчĕ те вĕсен ялĕ витĕр каякан автобуспа ларса кайрĕ, тăванĕсене лешĕн инкекĕ çинчен каласа пачĕ. Хăйсен ялне çаврăнса çитнĕ çĕре каç енне сулăнчĕ. «Аванах ывăннă-çке эп паян. Вăй пĕтсех кайнă», — хăйпе хăй калаçса пырса кĕчĕ вăл хапхинчен. Верăшăн пăшăрханса хумханни те пулчĕ пуль. Куçне йӳçĕ пулса кайрĕ темшĕн: «Ĕлĕкхи пекех хаклă иккен эс маншăн. Юрататăп эп сана, çутă хĕвеле юратнă пек, сарă куна савнă пек. Паянхи тĕлпулу те пурнăçри чи пысăк парне пулчĕ ĕнтĕ ку, те чи хăрушă тавăру маншăн? Шанăçа çухатам мар-ха. Хĕвел паян хăй йăвине анса кайса пытаннинче ним хăрушши те çук, ыран çĕнĕ куна çутатса, йăл-ял кулса татах таврăнать пирĕн пата. Çитмен-ха эс, Ваççа, пурнăç вĕçне, çитмен, иртерех-ха парăнма. Çамрăк чух та Верăшăн хăраса канăçа çухатса çӳреттĕм. Ун пек тĕреклĕ кĕлетке-çурăмлă, нимле ĕçрен хăраман хĕрсене ялта тӳрех куç хываççĕ. Ялта вĕт хĕрарăм ĕç лаши вырăнĕнче. Саккăрмеш класра вĕреннĕ чухнех тĕреклĕскер аслисемпе тан утă çулатчĕ, тырă выратчĕ. Килĕнче ашшĕсĕр пилĕк ача ӳснĕ вĕсем, тăраниччен çăкăр çисе курман. Аслă пиччĕшне, Куляна, апат çиме ларсан амăшĕ кашнинчех: «Хуп-ха, Куля, çăварна. Эс апат хыпнине курсан ыттисен те çăварĕсем карăлаççĕ, чăмласшăн çеç лараççĕ», — тесе ятлатчĕ тет те, шак! та шак! кашăкĕпе çамкаран парса илетчĕ тет. Апата тутлăн çинĕ вĕсем, ачашланса тиркешсе ларман. Ачисем пурте тĕреклĕ, шултра ав. Çити-çитми пурнăçра ӳснĕ Вера та çамрăклах ĕçре пиçсе хытнă. Кăмăлĕ сĕре ырă, ăшă, анчах телей мĕнне пĕлеймесĕрех тăнлавсем шуралнă», — чылайччен çапла аса илсе, шухăшласа ларчĕ Ваççа иртнине аса илсе крыльца картлашки çинче. Чăнах та ывăннă иккен. Ĕшеннĕскер пӳрте кĕчĕ, апатланчĕ, чей вĕретсе ĕçрĕ, мăйăр шĕкĕлчеме ларчĕ. Сап-сарă, тулса çитнĕ мăйăр, лайăх шĕкĕлченет.
— Эрне иртрĕ. Сурану юсанать. Ӳт илчĕ темелле. Тепĕр виçĕ-тăватă кунран кăларатпăр, — лăплантарчĕ хирург Верăна. — Асăрхануллă çӳре, йывăр ан йăт, Ялта халь ĕç нумай. Хăвна шелле.
Вера, уксахласа, килне таврăнчĕ. Темиçе те кĕркелесе тухрĕ Ваççа ун патне пульницана, тахçанах калас тенĕ сăмахне хăюлăх çитерсе каларĕ-каларех.
— Яла култармалла пулмĕ-ши? — иккĕленсе калаçрĕ Вера кашнинчех. Пур пĕрех Пукрава пыратпăр тесе сăмах татрĕ Ваççа.
Пахча ĕçĕсем вĕçленчĕç. Ак Пукрав та çитрĕ. Калаçса татăлнă кун аппăшĕ, йăмăкĕ, юсав тумланнă ват хусах хăй Верăсем патне кучченеçсемпе пырса çитрĕç. Вăтăр çул каяллах тумалли ĕçе паян тăвас тесе ăшă кăмăлпа çитрĕç евчĕсем. Пĕлнĕ лешĕ хăнасем пырасса, кĕтнĕ, анчах пырса кĕрсен çав тери хумханса ӳкрĕ, çухалсах кайрĕ, сĕтел хушшине кĕрсе ларсан иртнине аса илсе макăрса та илчĕ:
— Тем калас ĕнтĕ? Таçта-çке пире валли ырри? Юлнă-ши ырри?
Хумханать ват хусах та. Темлерех пулĕ-çке «çураçма килнĕ хĕрĕн» юлашки хуравĕ. Халь килĕшмесен тек килсе кĕрес çук Ваççа ку алăкран, авланас сăмаха вилсе çĕре кĕриччен те асăнас çук...
— Ай-яй, ял кулса вилет пуль манран. Çын мĕн калĕ? Ухмаха сутăн илмеççĕ, акă вăл кунтах тесе пӳрнепе тĕллесе кăтартаççĕ пуль? Усал сăмах пушăран та хытă çапать вăл, чăтайăп-ши?
— Вера, эпир иккĕн пулатпăр. Иксĕмĕре пĕр харăс туртса çапаймаççĕ. Эс ман хӳтте тăр, — йăл-ял çиçрĕ Ваççа. — Эп аптрамастăп пек-ха. Çынна усал тума каварламастăп, çĕр çинче тата икĕ чун телейлĕ пулччăр тетĕп. Тĕлĕкне те куртăм, мана лаша туса кулчĕç. Кӳлнĕ лаша авланнă арçынна пĕлтерет. Точно пĕлеп. Ирĕксĕрлесе мар, соклаçпах кӳлентĕм. Эп сана юратнине пĕлетĕн. Ĕненместĕн-и? Чăнах калап, çавăнпа хăюллăнах тухса килтĕмĕр паян. Ман тăвансем сана хисеплеççĕ, юратаççĕ, пĕри те эпир пĕрлешнине хирĕç мар. Иккĕн лава туртма çăмăлрах. Мĕншĕн пĕчченшер асапланмалла тет пирĕн?
— Ытла айванла пулмĕ-ши, ытла çăмăлттайла? Ват супнă тейĕç мана. Тата мĕн çитмен пуль ку айвана тесе куçранах кулĕç.
— Эс халь аллă та тултарман. Вера, калакан калатăр, çын çăварне хапха пек хупаймастăн, шăналăк караймастăн. Ялта тепĕр хĕр качча кайиччен çеç вăл сăмах. Кайран чарăнĕç. Эс килĕшсен паянтан вара çутă хĕвел пĕр пирĕншĕн çеç çутатса ăшăтĕ, пĕр пирĕншĕн çеç çĕр чăмăрĕ кунсерен чупса çаврăнĕ, кунпа çĕр улшăнĕ, кашни ир шурăмпуç çуталса килĕ. Пирĕншĕн, Вера. Юратнă çынсен пĕрле пулмалла...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...