Хăнăху кирлĕ çав…
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Ашшĕ те чăваш, амăшĕ те чăваш пулнă. Хăй астăвасса, ялта та чăвашлах калаçса ӳснĕ, вылянă, савăннă. Чăвашлах йытă хăваланă. Анчах паян ăна кĕртмен инкек пырса çапрĕ. Шĕкĕр хуларан корреспондентсем килнĕ те хăйсен репортажĕ валли интервью пама ыйтрĕç. Вырăсла пулсан юрĕччĕ-ха, ку тĕлĕшпе вăл аптракан марччĕ-ха. Анчах та чăвашла кăларăм валли чăвашлах каласа пама ыйтрĕç.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Хăй çуралнă тăван ялĕнчех пурăнать. Анчах вăхăчĕ халь ĕлĕкхи пек мар-çке. Янрамасть тăван ялĕнче чăваш чĕлхи. Ачисем чăвашла пĕлкелеççĕ пулин те вĕсенчен вăл юлашки вăхăтра нихçан пĕр чăваш сăмахĕ те илтмен-ха. Çук, вăрçкаланă чухне тухса каять вĕсен, анчах ытларах чухне вырăсла пуплеççĕ. Мăнукĕсем пирки каласси те çук: хуларан килсен вĕсемпе чăвашла калаçас шухăш та çук Семён Иванччăн. Пач пĕлмеççĕ те, çавăнпа ним те ăнланмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăш чухне вăрçнăран пуль, пĕр «кутран лекет» тенине кăна пĕлеççĕ.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хулана тухса кайман, хăйĕн тăван тăрăхĕнчех тĕпленнĕ, ял администрацире кăлава пулса ĕçлет. Унти ăшă вырăна йышăнас тесен чăвашла пĕлмелле тет-и... Те ĕçлет темелле ĕнтĕ, те тăрмашать темелле... Хăçан мĕнле. Ак, паянхи куна илес пулсан, хур курать темелле пуль. Пĕр ăçтиçук подрядчикăн ялта çул сармаллаччĕ те, вăл, аккаяннăй, çырма урлă пурăнакан Кулине инке патне сарса çитермен. Кинемей пĕчченех пурăнать тесе-ши, те çул сарма уйăрнă укçана перекетлес тесе-ши... Укçи те пысăках мар ĕнтĕ... Ял халăххи те, ăна, Семён Иванччăна, ура хурас тесех ĕнтĕ, çак япала пирки шĕкĕр хулана систернĕ. Такам килсе çӳрет пуль ĕнтĕ Кулине инке патне. Ак, кĕçех автансăр яла ăсанать те — пӳрчĕ те пушанса юлать. Пит кирлĕ пуль ĕнтĕ ун ачи-пăчине çак таçти шăтăкра вырнаçнă ялти çурт... Çук вĕт, элекленĕ апăршасем! Телевидени таранах хыпар çитнĕ.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Çавна май, инçетрен килнĕ корреспондентсем çак ĕç-пуç пирки каласа пама ыйтсан турткалашса тăмарĕ. Ара мĕн вăл, чăвашла калаçасси? Ĕлĕк калаçнă-çке! Шкултата чăвашла вĕреннĕ-çке! Чăваш чĕлхипе «пиллĕк» паллăсем илкеленине те астăвать Семён Иванччă. Çавна май, корреспондент микрофонне тути патне тăссанах вăл çул сарассипе тухнă пăтăрмах пирки каласа пама тытăнчĕ. Хăйне ан пырса тивтĕр тесе мĕн каламаллине те тахçанах шухăшласа хунăччĕ… Анчах ик-виç сăмах каласанах çăварне хупрĕ.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Чăвашла каласа парасси халь уншăн мĕн тери кăткăссине, чăвашла калаçма хăнăхманнине кура çак ĕç çăмăлах маррине ăнланчĕ те, корреспондентран малтан ĕç-пуç пирки вырăсла çырса илме сĕнчĕ.
— Кăштах шухăша çавăрам-ха, — тесе ăнлантарчĕ вăл. — Тахçанах чăвашла калаçман та, йывăртарах.
— Юрĕ, юрĕ, — терĕ аякран килнĕ çын. — Атьăр, вырăсла, эппин. Вырăсла кăларăм валли те çырса илмелле.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Чăвашра ӳснĕ пулин те вырăсла пит аван пĕлет. Сутса яма та пултарать теме пулать. Çавна май вырăсла каласа пама йывăр пулмарĕ уншăн. Ĕç-пуç мĕнле пулса иртни пирки, çул сарасси халăхшăн мĕнле усă пани çинчен — йăлт каласа пачĕ. Кинемее те çулсăр хăвармастпăр тесе шантарчĕ, кăçал укçи-тенки çитмерĕ пулин те килес çул çырма урлă малалла тăсатпăрах теме те манмарĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлани пирки те сăмах хушрĕ. Ара, туйччăр вăл ахаль ларманнине, ял халăхшăн тăрăшнине. Ку, ĕнтĕ, ытларах телевидени валли пулчĕ. Куракансем валли. Пĕлет Семён Иванччă, ялти хăйĕн «тăшманĕсемшĕн» кун пек сăмах çителĕксĕр, вĕсен кăмăлне тӳрех çавăраймăн. Лешĕсем те чăвашсемех вĕт, пĕрре кӳрентернĕ хыççăн, асту пуль, часах манаççĕ пуль... Урам çулĕ пыра ларичченех мăшкăл кăтартĕç ак!
— Халь вара, чăвашли валли çыртарар-ха, — терĕ çав вăхăтра корреспондент. Вăл та чăвашах ĕнтĕ, пĕлет хальхи тӳре-шарашăн чăвашла калаçма мĕн тери йывăр пулнине. Ăнланать. Вĕсем те çынсемех вĕт. Тата, ялсем тăрăх сахал мар çӳресе курнăскер, Семён Иванччă пек шăпаллă çынсемпе сахал мар тĕл пулнă, пĕрре мар калаçнă.
— Юрать, çырар. Тулькăш эсир, унта, хăвăр кайран, кирлĕ пек майлаштарăр, юрать-и?
— Паллах, Семён Иванович, касатпăр, çыпăçтаратпăр. Кирлĕ пек майлаштаратпăр, — шантарчĕ корреспондент.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Пĕр шухăшласа хунă ĕçе вĕçне çитеретех. Паллах, чăвашла каласа памасăр та пулатчĕ пуль. Шĕкĕр хуларан килнисене вырăсла ăнлантарса пани те çитетчĕ пуль. Те хăй шкулта вĕреннĕ чухне «пиллĕк» паллăсем илнине асаилнĕрен, те хăйне хăй тĕрĕслес шутпа, çавах та Семён Иванччă чăвашла та интервью çыртарчĕ-çыртарчех. Тӳрех мар, паллах. Хăш-пĕр сăмаха пĕр вунă хут та калама тиврĕ унăн. Уйрăмах тинтерех кĕнĕ сăмахсене чăвашла калама йывăр пулчĕ. Интервью çыртарнă май хăйне хăй тĕлĕнсе те илчĕ: юлашки вăхăтра мĕн чухлĕ çĕнĕ сăмах кĕнĕ иккен пирĕн пурнăçа! Вĕçĕ-хĕрри те çук тейĕн. Чăвашла калас текен сăмахĕ чĕлхе вĕçĕнчех пек, анчах çавах çăвартан вырăсли тухать... Чăвашли тухасшăн мар.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем васкани пирки пĕлтерчĕç пулин те хăйĕн тăван тăрăхĕ пирки вĕсене каласа памасăр ярас темерĕ. Урамри çулшăн чăн та ят тивет ĕнтĕ, хыпарĕ тем тесен те шĕкĕр хуланах çитнĕ-çке! Районти пуçлăхсенчен сахал мар патак çийĕ-ха… Анчах ырри те вĕсен тăрăхĕнче сахал мар-çке! Ак кунта ялти пĕвене тасатнă, ак кунта çĕнĕ кĕпер хывнă… Фельдшерпа аккушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕ хăйĕн сарă тĕсĕпе таçтан инçетренех курăнать… Семён Иванччă чăваш йăлине те манмарĕ, корреспондентсене хăйĕн пӳлĕмне илсе кĕртсех хăналаса ячĕ. Çулĕ инçе, çул çинче хырăм час выçать вăл…
* * *
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Çак ăнман ял урамĕн çулĕ пиркиех кун иртрĕ пулин те килне таврăнсан вăл апатланчĕ те ĕнерех тума палăртнă ĕçе тăвас терĕ. Иртнĕ канмалли кун ывăлĕ мунча валли вутă тупса килнĕччĕ те, ăна çурса шаршанласа хурасшăн пулчĕ. Кунĕ халь уяр тăрать пулин те илсе килнĕ вутта йĕпетес килмерĕ унăн.
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Алла пуртă тахçантанпах тытман пулин те ку ĕç ăна хăратса тăмарĕ. Çамрăк чухне, яла газ кĕртиччен, мĕн чухлĕ çурман пуль ăна, миçе шаршан купаламан пуль вăл. Мĕн каласси, ачаранпах алла пуртă тытнă вăл. Хăçан, миçе çулта, пĕрремĕш хут тытнине те астумасть. Халь вăл, яла газ ырлăхĕ çитнĕ хыççăн, пуртă алра тахçанах пулман. Пуртти те, ав, тутăхса ларнă. Çавна май Семён Иванччăн малтанах ăна хăйрама тиврĕ.
* * *
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Килелле, уксахласа, йод патне утнă май, çавах та иккĕленӳ те çуралчĕ унăн. Чăн та чăвашах-ши? Чăваш пулсан вутă çурас ĕçе ялта ӳснĕ çыннăн али мĕнле манма пултарать-ха? Пĕр пуленкке те çураймарĕ-çке вăл! Хăйранă пурттине пĕтĕм вăйĕпе сулса ячĕ пулин те вут суппине айккинчен кăна лектерчĕ. Пуртти вара, хăйĕн тăршшипе уринчен пырса çапрĕ. Пĕтĕм вăйран сулса янипе урана самаях суранлатрĕ… Халь, ав, утать килелле, уксахласа...
Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Ĕç тăвас вырăнне хăйĕн урине амантрĕ пулин те йăнăшса кăна илчĕ, усал сăмах ун çăварĕнчен тухмарĕ. Уксахланă май, çакăншăн вăл никама та айăпламарĕ. «Хăнăху кирлĕ», — терĕ кăна хăй ăшĕнче. — «Тахçанах алла пуртă тытманран кăна шар куртăм. Хăнăху кирлĕ! Чăвашла та ытларах калаçмалла. Аттук, пăх-халĕ ăна, чăн та намăс курмарăм-и, ара, паян? Хама чăваш тетĕп — хам чăвашла калаçма та маннă… Шупашкарсене йĕркеллĕ кĕтсе илсе ăсатса ятăм-ха, ман сăмахсене кирлĕ пек çыпăçтараççех пуль-ха…»
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...