Каварлă уйрăлу
Ĕнерхи пек ман асăмра тăраççĕ
Сан куçусем, илемлĕ йăп куллу.
Çулсем иртсен те канăçа памаççĕ:
Кампа-ши санăн паянхи çулу?
Тен, айванрах та пултăм пулĕ, тусăм?
Тен, пĕлеймерĕм ăнланма сана?
Сисмесерех, тен, йăнăшсем эп турăм:
Эс пĕлеймерĕн каçарма мана.
Çавăтăнса юнашарах пуль утрĕç
Юратупа каварлă уйрăлу...
Мĕне пула санпа мана-ши тупрĕç?
Телейсĕр пулчĕ пирĕн тĕлпулу...
Кампа кăна, ăçта кăна пулсан та
Ярассăм çук-çке асăмран сана.
Юлашки хут куçа хупма выртсан та
Эп пăшăлтатăп шăппăн сан ятна!
Шухăшсем
Hello, I was looking at chuvash.....
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...