Ангелсем
Ман ангелсем
ик енче иккĕ –
мана вĕсем
пит юратаççĕ.
Вĕсенчен пĕри
пĕчĕккĕ –
çавна манăн
ăшсем туяççĕ.
Сулахайри
пăшăлтатать:
«Эп саншăн
сысна çури мар,
мана итле,
аван пулать –
ытлашши
шарламасăр лар.
Хăвна пĕрре те
эс ан чар –
ĕçес тесессĕн,
ĕç те яр.
Хĕрарăм
енĕпе илсен –
ĕлкĕр, кирлĕ мар
вилсен».
Çак сăмахсене
илтсен,
шухăшсем –
ир киличчен.
Пĕр енчен –
тĕрĕс калать,
ырă канашсем
парать.
Вăл каланине
тусан –
пăсăлать
пурнăçăм ман.
Ĕçкĕ ăçта
çитерет;
Нумай çынна
пĕтерет.
Юрату ман
пурнăçра,
пулмарĕ
савăнăçра.
Лайăххи унтан
курман,
е ăна
асăрхаман.
Тепĕр енчен
шутласан –
килте арăм
пулмасан –
мана никам
пăрахмасть,
урăх арçына
тупмасть.
Хĕрарăм
улталани
арçына
савăнтармасть.
Ун пеккине
курманни
сывлăха пĕртте
пăсмасть.
Çавăн пек
шухăшсене
калас терĕм
ангелне.
Час-часах
ун пек пулать –
çавăн пек вăл
шӳт тăвать.
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...