Мĕн курасси...
Çын пурнăçра
мĕнчул чăтать?
Вăл мĕн тесе
асап курать?
Пĕтĕм асап –
вăл хăйĕнчен,
хăйне тытма
пĕлменнинчен.
Чăтма
сăлтавĕсем нумай,
асапне курасси
чылай.
Çынна нимĕн те
вĕрентмест,
хăйне никам
тытма пĕлмест.
Пирĕн пурнăç
хурапа шурă,
ун пеккине
парать пуль Турă.
Пурнăçа пирĕн
малалла
хитрелетме
тăрăшмалла.
Ку йывăр
япала вара –
карса лараймăн
çăвара.
Çăвара карса
ларсан,
хура-шурăра
юлан.
Çак вăхăтра
урăх çынсем –
«пĕлĕт çинче»
паян вĕсем.
Анчах унта
вилсе кайман –
кунта пурнаç,
çĕртме пуян!
Ун пек çынсем
питĕ маттур –
вĕсен урăх
туйăмсем пур.
Хурапа шурă
пурнăçа
хитрелетеç –
вĕсем хуçа!
Шухăшсем
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...