Таса шухăшсем?
Пирĕн хальхи
пурнăçра
тĕлĕнмелли –
пĕр пасар!
Вăл нумай
савăнăçра,
ман çумра та
сахал мар.
Кашни кун
мĕн те пулсан
пирĕн пурнăçа
кĕрет.
Сывлăш таса
е тусан –
çил вĕрессинчен
килет.
Пĕр çамрăках мар
хĕрарăм,
мана тĕлĕнтерме
пултарчĕ.
Чăнах та эп
тĕлĕнсе кайрăм –
кун пеккине
нихçан курманччĕ.
Мĕн пулнине
эп пытармастăп –
çук унта
пытармалли.
Эп çиленместĕп,
савăнмастăп –
мана юлать
асăнмалли.
Мана килĕшсе
кайнă май,
ăна эп ун çинчен
каларăм –
нумай вăхăт
иртрĕ самай –
каларĕ мана
хĕрарăм%
– Эп санпа
пулас пулсан та,
малтанах
калас килет –
паян юрату
курсан та,
пĕчĕккĕн
хăйех пĕтет.
Хамăн туйăма
шанмастăп –
мана кам та
килĕшсен,
хама-хам
тытса тăмастăп...
Çавăн пек
ман шухăшсем.
P.S. Тӳрĕ сăмах калани,
кайран юççи курманни.
Ку тĕлĕнĕç пĕр енчен –
калать çын таси çинчен.
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...