Хĕрес
Ывăнтăм пуль
çапăçма,
хама-хам
куллен вăрçма.
Тăшмансем
нумаййипе-ши,
пуçра ăс
сахаллипе-ши –
ялан вăрçă
ман ăшра,
ăсĕ чăнах та
хыçра.
Пурăнатăп
ку таран,
тухаймастăп
шухăшран –
паян пурăнап
пулсан та,
ман чĕре
тапать пулсан та –
миçе хут эп
вилсе кайрăм!
(Сăмах çавăрса
каларăм).
Час-часах
ун пек шутлатăп,
пĕрре кăна мар
калатăп –
те Турă
çиленнипе,
ман çине
ӳкет тӳпе!
Эп ăна
чунпа туятăп,
темшĕн
çылăхсем шыратăп.
Хам мĕнле
таса пулсан та,
тӳп-тӳрĕ
ăна курсан та,
ăçтан пырать
ку япали –
хама
айăпламалли;
Ман çумри
çын айăпне,
ма илмелле
хам çине?
Эп вара
рыцарь та мар,
çылăх
каçаракан мар.
Çыннăн
çылăхне илме,
кам пултарнă
вĕрентме?
Ку вăл
халăхăн шăпи
е ман
çылăхсен купи?
Çылăхсем пур
пуль вĕсем,
эпир çавăн пек
çынсем –
хамăр çылăхсен
çумне
илетпĕр урăх
çынсенне.
Аванах
ăна пĕлсе,
йăтатпăр
хамăр хĕресе.
Шухăшсем
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...