«Нарспи» авторĕпе паллашрăм
Пĕррехинче эпĕ тулта выляса çӳреттĕм. Ачасемпе тытмалла вылярăмăр, кăштах скакалкăпа сиксе тупăшрăмăр. Ват маçак тула тухрĕ. Вăл уявсенче тăхăнмалли пиншак тăхăннă.
Унран: «Ăçта каятăн?» — тесе ыйтрăм.
— Пĕрле вĕреннĕ юлташ патне, — терĕ.
— Инçете-и?
— Слакпуç ялне.
— Константин Иванов патне-и? — тĕлĕнсех кайрăм эпĕ.
— Çапла, Кĕçтентин патне. Тунсăхларăм, курса калаçас килет.
(Пирĕн асатте, Ильин Георгий Ильич, Константин Иванов поэтпа пĕр класра вĕреннĕ, вăл та Кĕçтукпа пĕрле Чĕмпĕрти шкул хуралçин халап-юмахне итлеме юратнă. Ăна та пăлхава хутшăннăшăн шкултан кăларса янă, çапах та вăл вĕренсе пĕтерме май тупать, 40 çул ытла шкулта ĕçлет).
— Эпĕ те санпа пĕрле пыратăп, — тетĕп.
— Нумай утмалла, Пушкăртстана çитме çывăх мар.
— Манăн та ăна курас килет. Эпир шкулта вăл çырнă темиçе сăвă та пăхмасăр калама вĕренсе.
— Иккĕн çул та кĕскерех пулĕ, килтисене кĕрсе каласа тух апла пулсан, — терĕ вăл.
Хаваспах пӳрте чупса кĕрсе килтисемпе сыв пуллашрăм.
Çуранах утрăмăр, утсан-утсан поэт пурăннă яла çитрĕмĕр. Вĕсен пӳртне шыраса тупрăмăр.
Пире хитре каччă кăмăллăн кĕтсе илчĕ.
— Сывă-и, Кĕçтук?
— Сывах-ха, хăв еплерех?
— Чиперех, мăнукăм санпа паллашасшăн пулчĕ, хамăн та сана курса калаçас килчĕ, инçет çула пăхмасăрах килтĕмĕр.
Поэт пире килне илсе кĕчĕ, сĕтел хушшине лартрĕ. Хăналаннă май эпĕ пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăнтăм. Мана пӳртре килĕшрĕ. Асаттепе Константин Иванов вĕреннĕ вăхăтсене аса илсе ларчĕç, поэт пире хăйĕн тусĕпе пĕрле ӳкерĕннĕ пĕр сăнӳкерчĕкне асăнмалăх парнелерĕ, унсăр пуçне — «Нарспи» поэма пичетленнĕ кăвак хуплашкаллă пĕр кĕнеке.
— Мĕнрен тĕлĕнтĕм-ха эпĕ?
Константин Иванов, хăй паллă çын пулсан та, асаттене палламанçи пулмарĕ, унпа темиçе сехет хушши кăмăллăн калаçса ларчĕ. Поэта курса калаçни нихăçан та асран тухмĕ.
Хыççăн хушса калани: Унтанпа чылай вăхăт иртсе. Асатте çĕре кĕни те чылай пулать. Пирĕн килте Ивановăн юлташĕпе пĕрле ӳкерĕннĕ сăн пур, кĕнекине те упратпăр.
Admin (2008-11-22 21:31:50):
Хайлав кĕске пулин те шухăшĕ питĕ интереслĕ. Ку хайлава лайăх паллăсем лартса парас-ха...
Vyacheslavna (2008-11-26 19:28:02):
Автор конкурс тĕллевĕсене пурнăçланă.Калав ача чăнахах та поэтпа курса калаçнине ĕнентерет.Ĕненмелле çырнă.
Верук (2008-11-28 14:24:13):
Калавĕ кĕске пулин те ĕнентерӳллĕ.
Libreville (2008-12-02 18:51:02):
Лайăх çырнă. Калав шухăшĕ çĕнĕ, интереслĕ.
Илемпи (2008-12-03 18:41:49):
Ку калавра фантастика элеменчĕсем çук. Ку - чăн пурнăçпа çыхăннă халап. Чĕлхе шăйрăкĕсем пур:"Унтанпа чылай вăхăт иртсе. Асатте çĕре кĕни те чылай пулать".
Илемпи (2008-12-03 18:53:23):
Ку калавра фантастика элеменчĕсем çук. Ку - чăн пурнăçпа çыхăннă халап. Чĕлхе шăйрăкĕсем пур:"Унтанпа чылай вăхăт иртсе. Асатте çĕре кĕни те чылай пулать".
Vyacheslavna (2008-12-03 19:25:20):
"Чăн пурнăçпа çыхăннă халап".Автор вулакана ĕнентерме пултарнă. Ман шутпа пултаруллă çыравçă ӳсет.
Илемпи (2008-12-03 19:34:52):
Каçарăр та, кунта халапсен конкурсĕ мар.
Admin (2008-12-03 20:22:12):
Фантастика конкурсне хутшăнма юрăхлă хайлав. Юрăхлă мар пулсан йышăнмастăмăрччĕ.