Каçхи пĕлĕт тап-таса...
Каçхи пĕлĕт тап-таса,
Кирек ăçта çăлтăрсем.
Уйăх тухать çутăлса,
Шăп çеç тăраç йывăçсем.
Таçта ялăн вĕçĕнче
Ал купăссем выляççĕ.
Вĕсем мужик аллинче
Чисти çын пек калаççĕ.
Савăнăç та пур унта,
Хуйхи тата ытларах...
Тата таçта хыçалта
Ал купăсран шалккăрах:
«Тиек йытти тил тытать, —
Тил тытса та юраймасть.
Пуп кушакĕ пул тытать, —
Пул тытса та юраймасть...»
Тенĕ юрă илтĕнет.
Шухăшласа пăхан та —
Куççуль тухать, чун йĕрет,
Чĕре выртмасть вырăнта.
Чăнах хресчен пурнăçĕ
Ытла-ытла пит йӳçĕ.
Шухăшсем
6...
1...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер — удобный способ получ...
Виртуальный номер США может пригодиться ...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...