Кĕмĕл кĕпер :: Çĕнтерӳçĕсем
— Кул Али? — тĕплĕнрех пĕлес тесе ыйтрĕ Ылттăнпик. — Илтнĕ ун çинчен. Анчах хăйне курман. "Юсуфпа Сулейха çинчен хунă кăссайне" вара унăнне чăнах та пурте пĕлеççĕ.
— Çапла, ку кăссайĕ унăн пĕтĕм тĕнченех сарăлнă, — килĕшрĕ унпа Саркамăш. — Çавăнпа ĕнтĕ вал манăн вĕренекенĕм пулнăшăн эпĕ чунтан-чĕререн савăнатăп. Кунта пулать пулĕ тенĕччĕ эпĕ ăна. Анчах килсе çитеймерĕ пулас. Нухрат Атăл тăрăхĕнче çӳретчĕ вăл. Пĕлетĕн ĕнтĕ, юрăçăн пĕр вырăнта лармалла мар, унăн тĕнче касса çӳремелле. Тĕнчере мĕн пулнине пĕтĕмпех пĕлмелле. Çав пулни-иртни çинчен халăха каласа памалла... Акă, тепĕр вĕренекенĕме ӳстеретĕп эпĕ, — хăйсем калаçнине итленĕ май чаплаттара-чаплаттара какай çиекен ача çинелле кăтартрĕ Саркамăш. — Ăсĕ те, чунĕ те, тавçăруллăхĕ те пур унăн. Е чаплă юрăçă пулать, е пĕтĕм тĕнчене савăнтаракан паттăр мăрса пулать. Çав хушăра Челпир патша ертӳçĕ-ачана хăй патне чĕнчĕ.
— Мĕн ятлă эсĕ? Кам йăхĕнчен?
— Упи-паттăр! — çинçе сассипе хăюллăн хуравларĕ ача. — Упи йăхĕнчен эпĕ.
— Упи-паттăр.. — ахăлтатса кулса ячĕç çарпуçĕсем. — Чăнах та паттăр.
— Сассипе паттăр...
Патшана ку килĕшмерĕ. Вăл, пурин çине те пăхса, часрах шăпланма хушрĕ.
— Кам йăхĕнчен терĕн-ха эсĕ? — тепре ыйтрĕ ачаран.
— Марка-улăп тăхăмĕ эпĕ. Упи йăхĕнчен. Ман атте — Арсланпик!..
Ку сăмаха илтсессĕн, чатăрта ларакансем шăпăрт пулчĕç.
— Тăпри çăмăл пултăр, Арсланпикĕн, — терĕ патша. — Вăл çак çапăçун чи аслă паттăрĕ. Емĕрлĕхех куçне хупрĕ пулсассăн та, Арсланпик яланах пирĕнпе пĕрле пулĕ... Миçере эсĕ, Упи-паттăр?
— Тăххăр тултарса вунна кайнă.
— Мĕншĕн юраçăпа пĕрле тухса кайнă вара эсĕ?
— Тĕнче курас тесе. Тата ăс пухас тесе, — хыттăн хуравларĕ Упи-паттăр.
— Аçу мĕн калатчĕ кун пирки? — тĕпчерĕ те тĕпчерĕ патша.
— Килĕштернĕччĕ вăл ман шухăша. Упи-паттăр пулас тесен, малтан тĕнчене пĕлмелле, тенĕччĕ.
— Ăна тĕрĕс каланă-ха вăл, — килĕшрĕ патша. — Аслă ывăлĕ-и эсĕ Арсланпикĕн?
— Пĕртен-пĕр ывăлĕ эпĕ. Тата манăн йăмăк пур. Пиллĕкре вăл.
— Эппин, санăн юрăçă-кĕслеçĕпе çӳреме пăрахмалла, — терĕ Челпир. — Упи йăхĕ — паттăр йăх. Санăн чăнласах та Упи-паттăр пулас пулать... Çарпуçĕ пулма хатĕрленмелле... Упи çарĕ сана кĕтет, Арсланпик ывăлĕ!..
Патша чатăрта ларакал çарпуçĕсем çине пăхса илчĕ.
— Ылттăнпик, çак ĕçе сана хушатăп. Упи-паттăр аталăкĕ пул!..
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...