Ача чухнехи :: Ҫуркунне
Çанталăк çур енне кая пуçласан, эпир — анне, аппа, эпĕ, — аттепе пичче Кукшакран таврăнассине кĕтме тытăнтăмăр. Анне яланах вĕсене йывăç çапасран е шыва кайса вилесрен хăраса пурăнатчĕ. Пичче çамрăклах Кукшака ĕçлеме кайнă пирки, анне ăна питĕ хĕрхенетчĕ.
Пĕррехинче, ăшă çурхи каç, хамăр тĕлте урамра аппапа унăн юлташĕсем пир çапаççĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăрсем, тин тухнă курăк çинче чупкаласа çӳресе вылятпăр. Сасартăк курах кайрăм: уй хапхинчен аттепе пичче кĕреççĕ. Вĕсем хăйсен кĕрĕкĕсене, пурттисене çурăм хыçне çакнă. Пичче хăрах аллине пахилккепе çăпатине йăтнă, иккĕшĕ хуллен утса пыраççĕ. Эпĕ вĕсем патнелле чупрăм. Аттепе пиччен пичĕ-куçĕ хĕвелпе, çилпе хуралса кайнă, куç шуррисем çеç палăраççĕ. Атте мана пуçран шăлса илчĕ, пичче шурă шăлне кăтартса кăшт кулчĕ те кĕсйинчен мăйăр пек пĕчĕк сахăр кăларса пачĕ. Эпĕ, сиккелесе, савăнăçлă хыпар пĕлтерме пӳрте анне патне чупрăм.
Аттепе пичче тĕрĕс-тĕкел таврăннăшăн эпир питĕ савăнтăмăр, анчах яшка çинĕ хыççăнах эпĕ пирĕн пысăк инкек пулнине пĕлтĕм.
Эпĕ чӳрече патĕнче ларатăп. Пиччепе аппа урама тухса кайнă. Атте алăк патĕнчи урлă сак çинче чĕлĕм мăкăрлантарса ларать. Анне тĕпелте тирĕк-чашăк пуçтарать. Чĕлĕмне туртса пĕтернĕ хыççăн атте хуллен каларĕ:
— Амăш, эпĕ сана хамăрăн пысăк хуйхă пулни çинчен калам-ха… Хĕл каçа ĕçлени, сулăсене антарса асапланни пирĕн — сая кайрĕ… Киле нимсĕр килтĕмĕр.
— Мĕншĕн? Мĕн пулчĕ? — хăраса ыйтрĕ анне, кашăксене çуса тăнă çĕртех аллине лăшт ярса.
— Икĕ сулă Атăлпа юхса кайрĕç. Пирĕн сулă мар, ыттисен, анчах Шĕшлĕ çав икĕ сулла юхтарса янăшăн пур ĕçлекенсене те ĕçленĕшĕн нимĕн те памастăп, терĕ. Сулăсем юхса кайни çинчен полицейские актă çыртарчĕ. Урăх нихçан та каяс марччĕ ĕнтĕ Шĕшлĕ ĕçне.
Анне хурлăхлăн калама пуçларĕ:
— Мĕнле пурăнайăпăр ĕнтĕ? Çăнăх та икĕ кăмака çăкăр пĕçермелĕх çеç. Тата эпĕ Ваççаран чиркӳ укçи тӳлеме 6 тенкĕ кивçен илнĕ. Çулленхи пек, Шĕшлĕрен ĕçленĕшĕн пĕрене илсе, ăна хăма çурса сутса парăма татăпăр, çăнăх илĕпĕр, тесе ĕмĕтленнĕччĕ, халĕ мĕн курăпăр-ха ĕнтĕ?
Атте, кукленсе ларса, пуçне çĕрелле усса каларĕ:
— Тепле йӳнеçтерĕпĕр, Праççи. Лаша мĕнле хĕл каçĕ? Камăнне те пулин суха тума кĕрешес пулĕ.
— Лашпие паян çарана янăччĕ-ха, вăйлах мар пулĕ те вăл, хамăрăнне сухаласа пĕтерсен, пĕр-икĕ çурпилĕк çынăнне сухалама пултарĕ, — терĕ анне. Атте шухăша кайнă çĕртен татах чĕлĕмне чĕртсе сăмах хушрĕ:
— Ыран мунча хутса кĕрес, тепĕр кун суха патне тухас… Чи малтан Ентюкка хыçĕнчи çурпилĕке сухалас пулĕ, тислĕк тăкнăскерĕн тăпри вăхăтлă пиçсе çитнех ĕнтĕ.
Тепĕр кун мунча кĕрсе тухсан, атте сухапуçне майлама тытăнчĕ, кĕлет умĕнче ăна шаккакалать. Килкартине Касак Ваççи пырса кĕчĕ.
— Мĕнле ĕçлесе килтĕр, Мĕтри? — алă тытрĕ аттене Ваççа.
— Кайса ĕçлесе килтĕмĕр те… усси пулмарĕ.
— Çапла терĕ çав Егор Лариваныч.
— Пирĕн сулă юхса кайман, эпир хамăрăнне чиперех Энĕше кĕртсе Шĕшлĕ арманĕ патне çитернĕ.
— Суятăн пуль, — терĕ Ваççа, илемсĕррĕн кулкаласа.
Атте чĕрре кĕрсе каларĕ:
— Мĕншĕн суяс ман? Кутăнланса, пысăк пайтана хăваласа Шĕшлĕ пире тӳлесшĕн мар. Мĕн тăвас тетĕн? Вăйлă çынпа ан кĕреш, пуян çынпа ан тавлаш, теççĕ вĕт пуянсем.
Кăшт тăрсан, Ваççа тути-çăварне пăркаласа илчĕ те сăмахне малалла тăсрĕ:
— Мĕнле, Мĕтри, арăму кивçен укçа илнĕччĕ, паратăр пулĕ халех, мана укçа питĕ кирлĕ.
— Çук вĕт-ха укçа, кăштах кĕт-ха.
— Халĕ çук пулсан, кăштах кĕтсен те ăçтан пултăр укçу?
— Ку çур пире питĕ йывăр-ха, Ваççа. Çулла хăяр сутсан е кĕркунне купăста сутса укçа тусан паратăпах, халĕ, тупата туршăн, пĕр пус та çук.
Ваççан ӳкерчĕк çинчи шуйттан пек тискер пичĕ-куçĕ чăрсăрланса кайрĕ, вăл сивлеккĕн пăхкалать:
— Çук пулсан… ĕ… ĕ… мĕн калас теттĕм-ха çав эпĕ… икĕ çурпилĕке тара паран… Хамах илме пултаратăп.
Эпĕ атте ун пек хаярланнине нихçан та курман. Пичĕ шурса кайрĕ, кăвакарнă тути чĕтреме пуçларĕ, çилĕллĕ куçĕ Ваççа çине шăтарас пек пăхать.
Пĕр самантлăха Ваççа та атте çине кашкăр пек пăхса тăчĕ.
— Кай, шуйттан! Халь пуртăпа яратăп! — кăшкăрса ячĕ атте, Ваççа патнелле пĕр-икĕ утăм туса.
Ваççа, ирсĕррĕн чăрсăрланса кулса, хирĕç кăшкăрчĕ:
— Ыран икĕ çурпилĕкне те сухалатăп! Нимĕн те тăваймастăн! Старостăпа, пунеттейпе пыратăп. Анасем манăн!
Çапла каласа Ваççа тухса кайрĕ, нăчăр-нăчăр хапхана уçса тапса хăварчĕ.
Тепĕр кун ирхине анне мана вăратрĕ, атте патне пусса апат леçме хушрĕ. Пиччепе аппа Шĕшлĕ арманне пĕвелеме тара кĕрешсе кайнă. Анне вĕсем патне апат илсе кайма хатĕрленнĕ: çăкăрне хутаçа чикнĕ, апатне чĕресе ярса лартнă. Атте валли илсе кайма анне пештĕре икĕ çавра чĕл çăкăр чикрĕ, кашăк хучĕ, чĕресе, хурантан çăпалапа хыркаласа, сăтăркаласа, шĕвĕ пăтă ячĕ, ун çине пĕр кашăк кантăр çăвĕ сапрĕ те, шурă сурпан вĕçĕпе чĕркесе витсе мана тыттарчĕ, çурăм хыçне пештĕре çакса ячĕ.
Эпĕ, хама хушнă ĕçшĕн кăмăллă пулса, пештĕрпе чĕресе йăтса килтен тухрăм. Хĕвел çӳлелле хăпарнă, ыррăн ăшăтать. Урамри кĕске курăк сывлăм ӳкнипе шурă курăнать, çынсем утса кайнă çĕрте симĕс йĕрсем тăсăла-тăсăла юлнă.
Ентюкка хыçĕнчи çурпилĕк тесен, эпĕ вăл анана аван пĕлетĕп. Уй хапхинчен тухса анкарти хыçĕпе кăшт каймалла та, вара ана пуçĕпе кĕмелле, пиллĕкмĕш çурпилĕк пирĕн ана пулать.
Анкарти хыçне тухсанах, эпĕ аттене куртăм. Ун патĕнче пĕр çын аллисемпе хăлаçланса çухăрашать. Патнерех пырсан палларăм: вăл Касак Ваççи иккен. Пирĕн лаша ана айккинче пуçне усса тăрать. Ана пуçĕнче — Ваççа лаши. Пирĕн анана çурри ытла сухаласа пăрахнă, нӳрлĕ тăпра хуралса выртать. Пĕр шăнкăрч чăрлатса ăмана сăхса илчĕ те вĕçсе кайрĕ. Хура курак кăпăшка тăпра çинче вăрăммăн утăмласа çӳрет. Çӳлте тăри çунаттисемпе вĕлтĕртеттерсе юрлать.
Атте патнерех пытăм та куратăп, аттен кĕпи хул калакки тĕлĕнче таткаланса кайнă. Çавралатса каснă хура çӳçĕ пуç кăшăлĕ çуккипе сапаланнă. Питçăмарти çинче юн пур.
Касак Ваççи çӳçне вирелле тăратнă, куçне чарса атте çине тискеррĕн пăхать. Унăн та хĕрлĕ кăштиклĕ çанни татăлса аннă, усăнса çеç тăрать.
— Йытă, — хăрлатать Ваççа, — парăма тӳлесшĕн мар.
— Тӳлетĕп тетĕп вĕт, мĕн эсĕ манăн анана шурăмпуç киличчен сухалама тытăннă! Вăрă пек çӳретĕн! — тет те атте, питĕ тарăхса, Ваççа çине йĕрĕнсе пăхать.
Çапла çухăрашса тăнă вăхăтра ана пуçĕпе староста Куçук Петĕрĕ утса пыни курăнчĕ. Вăрăмскер, вăл çинçе урисемпе хăвăрт-хăвăрт утăмлать. Ун хыççăн Касак Ваççи ывăлĕ чупатчĕ те чарăнса пăхкаласа тăнă хыççăн килнелле вĕçтерчĕ.
— Мĕншĕн тӳпелешнĕ эсир? — ыйтрĕ староста, хăвăрт утса килнипе хашкаса.
Ваççа староста патне пырса тăчĕ.
— Мĕтри вĕт… парăмне тӳлемест, анине те тара парасшăн мар! Иртерех, хăй сисиччен сухалама тытăнам терĕм те, манпа çапăçма пуçларĕ, — терĕ Ваççа ним пулман пек.
Староста, аллисене хыçалалла тытса, сăхă куçĕпе атте çине сиввĕн пăхса каларĕ:
— Парăма тӳлес пулать… Укçа çук пулсан, выльăх сут, ануна тара пар, кашни çыннăн хăйне тивĕçлине илес килет.
— Манăн выçă юлас-и?! Тислĕк анине сухалама тытăннă! — терĕ атте, калама çук тарăхса.
— Парăма тӳлемест тесе суда пар эсĕ ăна! — терĕ староста Ваççана, — ку анана сухаласа пĕтер те акса пăрах.
Çапла каланă хыççăн староста, атте çине пăхмасăр, çӳхе тутисене шăт тытса, утса кайрĕ.
Шурса кайнă атте лаша патне хуллен утса пычĕ, чĕтрекен аллипе чĕлпĕртен тытса лашана çавăтрĕ те ана пуçĕпе утрĕ. Эпĕ атте хыççăн пытăм. Хамăрăн тепĕр ана çине çитсен, атте йăран çине ларчĕ, питне хытанка аллисемпе хупларĕ, пĕр сиккеленмесĕр, вилнĕ пек, ларчĕ. Эпĕ, аттене хĕрхенсе, тӳртĕн тăрса йĕме тытăнтăм. Йĕре-йĕрех атте умне чĕресе лартрăм, унпа юнашар пештĕре хутăм.
— Çи, атте.
— Çук, хĕрĕм, çиес килмест, апата киле илсе кай. Эх, Çтаппан çук! Мĕн тума хушĕччĕ-ши?..
Эпĕ чĕреспе пештĕре илсе хуллен килелле утрăм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...