Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Телей шырани
Çанталăк сисĕнмеллех сулхăнланчĕ. Тӳпере çумăр пĕлĕчĕсем курăнкалама пуçларĕç. Ахтупайпа Ятламас çывăрма тесе ялах таврăнчĕç. Анчах вĕсен Ятламасăн çурри çуннă пӳртĕнче мар, урăх çĕрте çĕр каçмалла пулчĕ. Тĕттĕм пуласпа яла кĕрсен пĕр тăкăрлăкра вĕсене кĕтмен çĕртен темле хĕрарăм тытса чарчĕ. Хĕрарăмĕ арçын çĕлĕкĕпе, сăхманпа, вăл хĕрарăм е арçын иккенне тӳрех уйăрса илме те йывăр. Вăл арçын маррине уринчи чăлт шурă чăлхи çеç палăртса тăрать.
— Кам пулатăн эсĕ? Арçури-и е шуйттан? — терĕ Ятламас ун умне хăюллăн пырса тăрса. — Ак халех леш тĕнчене ăсататăп сана.
— Ах, çак Ятламасăн чĕлхи вара, çип татмасан та тимĕр татать, — сасă пачĕ хĕрарăм.
— Э-э, Альтук аппа иккен, — терĕ лешĕ. — Эс пире ĕçке чĕнес тесе тухмарăн пулĕ те? Эпир хатĕр, атя, ертсе кай.
— Чăн сăмахăн суйи çук, шăп çавăншăн кĕтетĕп эпĕ сире. Паçăрах сыхлатăп, Урасмет кайнăранпах.
— Ялтан тасалчĕ-и вăл, Криуш вăрă-хурахĕ?
— Тухса кайрĕç пулмалла.
— Тепре килмеççĕ-и?
— Килекен марччĕ.
— Апла юрать. Тĕл пулсан хамăртан пĕтĕм ялшăн ясак ыйтасран хăратпăр-çке. Ахтупай пуян та-ха пирĕн, çапах ăна пĕччене йывăр килĕ тетĕп. Мĕнле, Ахтупай? Хăвăн тахçанхи тусна курас килет-и санăн?
— Ан палка-ха эсĕ, Ятламас, — терĕ Ахтупай. — Альтук аппа ялта мĕн пулса иртнине каласа кăтарттăр.
— Саншăн эпĕ Альтук аппа мар, хуняма карчăкĕ, — çийĕнчех касса татрĕ ăна хĕрарăм. — Пĕлессĕн пулсан, эпĕ — Эрнепи амăшĕ. Сан арăмна никам та мар, эпĕ пăхса ӳстернĕ.
— Юрĕ, çавăн пек пултăр, — май килнĕ таран çемçереххĕн калама тăрăшрĕ Ахтупай. Ятламас урăххи пирки пĕлесшĕн пулчĕ.
— Сан керменӳ çунман-и, Альтук аппа?
— Тăрри çуннăччĕ те, эп ăна юсаса та лартрăм. Атьăр, хисеп тăвăр карчăка, кĕрсе тухăр. Тĕрĕссипе, эп сире çывăрма чĕнесшĕнччĕ. Паçăр курсанах хам тĕллĕн: «Кусем кĕçĕр каймаççĕ пулĕ-ха, çывăрма хам пата илсе кĕресчĕ вĕсене», — тесе шутласа хутăм.
— Çынсене пытарма ма тухмарăн вара? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Ахтупай.
— Ара, хăратăп мар-и. Урасмет кашни кун тенĕ пек килсе çӳрет. Те Тукая сыхлать вăл, те урăххине. Куç умне пулсан тем курасси пур çав, тем курасси пур.
— Эс, Альтук аппа, кунтах пурăнасшăн-и? Вăрманалла тапма кăмăл çук-и сан? Халăхран ма уйрăлтăн-ха? — терĕ Ятламас.
— Куçмастăп! — хивреленсе тавăрчĕ Альтук инке. — Хамăн кил-çуртăм пур çинче ниçта каяссăм та çук. Ав, Сахвине карчăк та куçмасть ялтан. Самана лăплансан Тукай та кунтах çурт лартать теççĕ.
Арçынсем тĕлĕннипе пуçĕсене çеç сулкаларĕç. Ахтупай саспах кулса ячĕ.
— Э-э, апла пулсан пурăнмасăр! Юмăç карчăк пулсан, турхан пулсан мĕн кирлĕ тата ялта? Ана-çаран нумай хăваратпăр сире валли. Сухала та сухала…
— Мана ытлашши çĕр кирлĕ мар, — шăртланчĕ Альтук инке. — Йĕтем пысăкăш саплăк пур, çитет. Эсир вăрман кăклăр унта, пысăкрах анасем тăвăр.
— Эпир Ятламаспа иксĕмĕр пуясшăн-ха. Çĕр капăртма пек унта, вир аксан тӳрех пăтă шăтса тухать. Арман авăртса чăрманма кирлĕ мар. Ара, эсĕ те аптрас çук-çке. Сахвинепе иксĕр ялсем тăрăх юмăç пăхса кăна çӳретĕр. Тукай кермен пек çурт лартса парать сире, шик! шăхăрса çеç пурăнатăр.
Ахтупай май килнĕ чух Альтук инкене татах та йĕкĕлтесшĕнччĕ, анчах çакăн пек йывăр вăхăтра тек кӳрентерес темерĕ. Тата тем тесен те ун патне çывăрма каймалла-çке-ха. Тен, хамăр ялсем тесе сĕтел хушшине те лартĕ, апат та çитерĕ. Вăл та пулма пултарать.
Апат тенĕрен, Ахтупай çăвар тулли сĕлеке çăтрĕ, çак самантра унăн хырăмĕ Альтук инке илтмеллех чăрлатнăн туйăнчĕ.
— Атьăр, атьăр, — хистерĕ хĕрарăм. — Северпипе Неспике кайнăранпа пĕччен çывăрма та хăратăп. Алăка кĕле ярсан та чунăм лăпкă мар. Атьăр.
Ахтупайпа Ятламас турткалашса тăма шутламарĕç. Вĕсене халь ăшă кĕтес пултăр, çĕр каçмалăх ăшă кĕтес.
Çунса çĕрпе тикĕсленнĕ ялта урăх ăçта кайăн? Ытлашши ниçта каймалли те çук. Çичĕ ютла сиввĕн йышăнчĕ çав тăван ял Мускавран таврăнакан тĕкĕрçĕсене.
2. Вăрман юрри
Ахтупай ашшĕ Иштерек хăйĕн ĕмĕрне пĕтĕмпе тенĕ пекех ялта пурăнса ирттернĕ. Сутуçсем пек аякри пасарсене питех çӳремен вăл, сулахай алли кăшт айăплă пулнăран Тукай патне тарçа лекмен. Тутарсен шĕкĕр хулинче вăл мĕн пурĕ те пĕрре çеç пулнă — хĕлле мăрса япалисемпе лава кайса килнĕ. Ывăлĕ ав çамрăклах таçта та çитсе курчĕ. Мускав таран хăвалать вĕсене мăрса. Тукай çавăн пек инçетри хулана мĕншĕн кайнине ăнкарсах пĕтереймест Иштерек, анчах тĕкĕрçĕсем унтан час таврăнманни ăна шиклентермеллипех шиклентерчĕ.
Канăçа çухатса, çывăрас ыйăха манса кĕтрĕç Иштерек кил-йышĕнче Ахтупая. Ик эрне иртрĕ, уйăх, уйăх çурă — Мускава кайнисенчен нимле хыпар-хăнар та çук. Илтет Ахтупай арăмĕ Эрнепи, ваттисем тĕрлĕ калаçаççĕ: пĕрисем Мускав патши вĕсене пурне те тытса хупрĕ пулĕ теççĕ; теприсем лăплантарма пăхаççĕ — çул вăрăм, ан васкăр-ха, чиперех килсе çитĕç ак теççĕ; урăх тĕрлĕ калаçакансем те пур: Тукай хăйĕн юратнă хĕрне Сарри мăрса ывăлне качча панă та тутарсенчен хăраса Сăр таврашнех пурăнма юлнă, ял çыннисене те хăй патне хăварнă имĕш. Ку апла мар теме те йывăр — Тукай Мускава кайнă хыççăн унăн арăмĕпе хĕрне ялта никам та курман. Эппин, мăрса вĕсене е Çавал таврашне, е Сăр тăрăхне вырăссен çывăхнерех ăсатнă.
Çапах та тĕкĕрçĕсем тăван-пĕлĕшĕсем патне килсе тухмаллах, вĕсем ĕмĕр тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреме пултараймаççĕ. Тукайăн та çынсене ялан пĕрле çӳретме е тарçăра тытма тивĕç çук. Эсир ялан тутарсем майлă çапăçатăр тесе вырăссем тытса хупрĕç пулсан вара урăх сăмах. Вара вăрахчен кĕтмелле пулать.
Сисет Иштерек, çĕнĕ вырăнта Ахтупайсăр йăва çавăрма кансĕр. Çамрăк мар ĕнтĕ вăл, пуртă-кĕреçе ĕлĕкхи пек çăмăллăн вылянмасть алăсенче. Ашшĕ, Пикпав старик, куçран тайăлчĕ, ăна ĕнтĕ ĕç хушма та аптрамалла. Те таçта пырса тăрăнасси пур, те алли-урине айăп тăвасси пур.
Иштерек кил-йышĕ суйласа илнĕ кил вырăнĕ питĕ хăтлă пулчĕ. Çырма та инçе мар, çĕрĕ те чипер пек. Пахча валли уйăрнă лаптăкра вĕтĕ йывăçсем ытларах, пĕтĕм йышпа тытăнсан вĕсене ытлашши асапланмасăрах хăртса тăкма пулать.
Темшĕн-çке малтан ку вырăн Иштереке кăмăла каймарĕ. Кил хуçи хăйĕн çуртне çырма леш енне лартасшăнччĕ. Ашшĕ çакăнта ана палли туса хăварчĕ, шăтăк чавса пĕр юпа лартрĕ тата. Ун чухне сăрт айккинче кăткă йăви пурччĕ. Ваттисем вĕрентнĕ тăрăх, çурт лартас вырăнта тем тесен те кăткă йăви пулмалла. Çавă кăмăла кайнă та ĕнтĕ Пикпав старике.
Лайăх астăвать Иштерек, вĕсем кăткă йăвине куçарчĕç те çĕр каçма кунта вырнаçрĕç. Хăйсен хушшинче калаçса илчĕç: вĕсен çурт вырăнĕ тĕлĕнчен киремет çулĕ ан ирттĕрех. Куçа курăнман çул — киремет йĕрĕ выртсан лайăх мар вара. Ирхине Пикпав старик нумайччен пӳлĕхçе кĕл турĕ: çак вырăнта ырă пурăннă пултăр, усал-тĕсел ан юлтăр, турă ырлăх патăр, вĕсем лартас пӳрт хăй вырăнĕнчех çĕртĕр, ăна вут-кăвар ан тивтĕр терĕ.
Хĕрарăмсем пулăшнипе пура антармалăх çĕр чаврĕç. Темиçе кун асапланчĕç ку шăтăкпа. Вăхăт çав тери хĕсĕкчĕ: Юмансар айккине тырă вырма та каймалла, вăрман та хăртмалла, йĕпе-сапа пуçланиччен пурине те мăкласа лартмалла.
Ахтупай киле шăп та шай никĕс пăтти çиес кун çаврăнса çитрĕ. Хĕрарăмсем пӳртри пĕтĕм ĕçе пăрахса картишне чупса тухрĕç, макăрма пуçларĕç; хăйсен хуйхи-савăнăçне тӳрех кăтартма юратман арçынсем ытларах тĕкĕрçĕ лаши тавра явăнкаласа çӳрерĕç, аякри хуларан илсе килнĕ ут хатĕрĕсене пăхса киленчĕç. Çавăнтах тата Ахтупай сухалĕ пирки те шӳт туса илчĕç. Ахтупай, темиçе çул каялла вăрманта пурăннă чухнехи пекех, лапсăркка сухал ӳстерсе янă. Сухалĕ ытла вăрăм мар, çапах та хура та пит çăра. Эрнепи чăтаймасăр ăна аллипе тытсах тĕрĕслерĕ.
— Эй, мерекке япали! — терĕ вăл. — Эс куна пире хăратма юри çыпăçтарса янă пуль, Ахтупай? Мĕнле вăл санăн çамрăклах арта пек сухал ӳсет? Касса тăк халех, килĕшмест çамрăк çынна сухал.
— Эс мана çаплах çамрăк тесе шутлатни, арăм?
— Мĕн, Мускава кайса сасартăк ватăлтăн-и ĕнтĕ?
— Текех çамрăк та мар çав…
Пикпав старик çак ăш пиллĕ калаçăва илтет те хăйĕн тивĕçлипех ӳстернĕ, никам та тиркеме пултарайман сухалне шăлкалать. Вăл нимрен ытла Ахтупай лашапа таврăннишĕн савăннă. Хăй тĕллĕн халь ĕнтĕ пурăнма пулать, лаша пулсан вилместпĕр, вăл пире тăрантĕ тесе кăна тăрать.
Хĕрарăмсем макăрса тăранса пӳрте кĕчĕç. Арçынсен чăн-чăн калаçу тин пуçланать-ха. Урам енчи карта хапха уçăлать те хупăнать, картишĕнче халăх пуçтарăнсах пырать. Каç кӳлĕм кунта, çĕнĕ пӳрт ĕçкине сиснĕ пекех, Ятламас килсе кĕчĕ. Вăл та яла çитнĕ-çитмен çурт вырăнĕ суйласа илнĕ, ыран ирех Ахтупайпа пĕрле пура пурама тытăнасшăн. Ахтупай ним калама пĕлмест: те килте ĕçлемелле ĕнтĕ унăн, те юлташне пулăшмалла? Темскер тусан лайăхрах. Халлĕхе вĕсем кулса та ашкăнса пĕр-пĕрин çӳçĕпе сухалне касаççĕ.
Çамрăксем хăйсен ĕçĕнчен пушаннă çĕре Пикпав çĕнĕ пӳрт тавра виççĕ çаврăнчĕ те пусма умне тимĕр такан çакса ячĕ.
— Пирĕн пӳрте, выльăх-чĕрлĕхе сыхла, çак çурт патне усал-тĕселе ан яр, — терĕ старик çав-çавах пӳлĕхçе кĕл туса.
— Сан тепĕр такан çук-и унта, Пикпав мучи. Манăн та пӳрт умне такан çакасчĕ, — те чăнласа, те шăл йĕрсе каларĕ Ятламас.
— Тимĕр таврашне çынна памаççĕ, Ятламас. Ун пек япала парсан çын сивĕнет тет. Илтнĕ-и эс ăна?
— Илтмен, — терĕ ватă каччă.
— Ак халь илтрĕн. Нихçан та ан ман. Хăвăн ачусене те вĕрент.
— Ман ачасем пуласси пăхса та курăнмасть-ха, Пикпав мучи.
— Турă парсан пулать.
— Турă та парас çук, манăн çылăхăм питĕ нумай.
— Чĕлхӳ чараксăртарах, чăнах та çылăху чылай пулмалла санăн, талпас этемĕн, — терĕ Пикпав старик. — Аçу та çавахчĕ санăн. Ялта çук шухă çынччĕ. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест иккен.
— Эп аттене хунă, Пикпав мучи. Чĕлхе питĕ вăрăм манăн. Урасмет патне кайса кастарас тетĕп-ха пăртак. Эс мĕнле шутлатăн, Ахтупай?
— Вăл санне чĕлхӳне çеç мар, мăйна та касса ярать ак, — терĕ юлташĕ.
Пăтă пиçсен Ахтупай амăшĕ Пинеç инке юмăç карчăк вырăнне Пикментей арăмне чĕнсе пычĕ, вăл пĕр кашăк пăтта вута пăрахса кĕл тунă хыççăн пурте сĕтел хушшине ларчĕç. Сăмах-юмах пуринчен ытла Юмансарта темиçе кун каялла пулса иртнĕ ĕçсем çинчен пулчĕ. Ахтупайпа Ятламас çакна пĕлчĕç: Тукай мăрса Мускава каяссине сиссе Криушри хаким, Урасмет, Хусантан пĕр ушкăн эшкер илсе килнĕ пулнă иккен, анчах Тукайпа ун çыннисене тытма кая юлнă. Хăйĕн тăшманне йĕрлесе Кăрмăш енне те иçниксем янă вăл, вĕсем те унтан пушăллах таврăннă. Юмансарта эрне ытла çар тăнă. Халăх вара Сафа-Гирей эшкерĕсем иртĕхнине, килĕрен çӳресе мăшкăлланине тӳсеймен, пĕчĕккĕнех вăрмана тарса пĕтнĕ. Ухтепи, никамран хăрамасăр ялтах пурăнаканскер, иçниксене ертсе килнĕ уланпа Урасмета çав тери ашкăннăшăн намăслантарма хăтланса пăхнă. Лешсем ăна ярса тытнă та çавăнтах çыхса пăрахнă, мăшкăллама тапратнă. Кайран çĕрĕпе сивĕ нӳхрепре тытнă, ирхине ун хутне кĕнĕ Патрикпе тата Исампайпа пĕрле çакса вĕлернĕ. Çынсем вăл кун Урасмет мĕн кăшкăрашнине те илтсе юлнă. «Тукай майлисене пĕрерĕн-пĕрерĕн çакса тухатăп. Ялĕнчен пĕр кил хăвармастăп. Ĕмĕр асăнччăр мана юмансарсем!» — çухăрнă вăл.
Тепĕр чухне пулсан никĕс пăтти çинĕ хушăра халăх савăнса çеç ĕçмеллеччĕ ĕнтĕ, ташламаллаччĕ, юрламаллаччĕ, хальхинче çĕнĕ пӳртре пĕр юрă та янăрамарĕ. Курчĕ Ахтупай, ун сĕрме купăсне Эрнепи тĕпелти йăрхахранах çакса хунă. Ахтупайпа Ятламас, пĕтĕм ял пĕлекен купăс ăстисем, ăна тытса та пăхмарĕç. Пĕчĕк Иливан ашшĕне хăйĕн юратнă япали пирки хăнасем умĕнче асăрхаттарма хăяймарĕ, çынсем саланса пĕтсен тусеймерĕ вара, сĕрме купăса тӳрех ашшĕ патне йăтса пычĕ.
— Мĕнле те пулин кĕвĕ каласа кăтарт, атте, ман итлес килет, — йăлăнчĕ вăл.
— Тепĕр чух калăп, — кăмăлсăррăн тавăрчĕ ашшĕ хăйне сĕннĕ купăса айккинелле сирсе.
— Хăçан — тепĕр чух?
— Хуйхă-суйхă иртсен.
— Вăл хăçан иртет?
— Иртет хăçан та пулин, ывăлăм. Пурнăç ялан çавăн пек тамăк пулма пултараймасть. — Ахтупай Иливана «айван-ха эс, ăна-кăна нимĕн те ăнланмастăн» тенĕ пек тытса ачашларĕ те сĕрме купăса илнĕ вырăна кайса çакма хушрĕ.
— Ан ӳркен ĕнтĕ, кăшт каласа кăтарт, — мăнукне пулăшасшăн пулчĕ Пинеç инке. — Пĕлетĕн-и, вăл сана мĕнле кĕтрĕ. Купăсне те хăех йăтса килчĕ ялтан. Таврăннă-таврăнман калаттаратăп аттене тетчĕ.
Ахтупайăн вара сĕрме купăса ячĕшĕн кăшт нăйлаттарса илмелле пулчĕ. Тем кĕвви каларĕ вăл — ăна хăй те пĕлмерĕ. Пĕрре те алă çыпăçмарĕ ывăнса, тем те пĕр курса таврăннă çыннăн сĕрме купăс патне. Тата ытлашши тăрăшмарĕ те пулмалла купăсçи.
— Хĕлĕхĕсене ĕнермелле. Юрĕ, тепĕр чух калăпăр. Халь лаша сиктерме атя. Ăçтарах кăкартăн эс ăна? — Ахтупай тусанланса пĕтнĕ çăм шĕлепкине пуç çине пусса лартса тулалла тухрĕ. Ун хыççăн халь ашшĕпе таçта кайма хатĕр тăракан Иливан та тапса сикрĕ.
Ахтупай тусĕ Ятламас Иштерек патĕнчен таврăнсан алла нимле ĕç тытма та аптраса тăчĕ. Инкĕш патĕнче чуна тăвăр пек туйăнчĕ ăна, вăл пахча хыçĕпе çырма хĕрринелле анчĕ. Çырми тарăнах мар, анчах шывĕ хăйне кура хăвăрт юхать. Кунта ĕнтĕ тахăшĕ пулă тытмалли шакăсем илсе килсе пăрахма ĕлкĕрнĕ, хĕрарăмсем кĕпе çума икĕ валашка вырнаçтарнă. Пысăках мар пĕве пекки те пур.
Ятламас пĕве патĕнче чарăнса тăмарĕ, «чăнах та пулă та пур-ши?» тенĕ пек шывалла пĕшкĕнкелесе пăхрĕ те серте кĕпçисем, шăмаккасем хушшипе ашса тухса тепĕр еннелле каçса кайрĕ. Çывăхрах икĕ пĕчĕк хĕр ача хурăн çырли татаççĕ. Ятламаса курсан вĕсем шартах сикрĕç те пуçтарнă-пуçтарман çырлине тăкса килелле тарчĕç. Апăршасем, ял çыннине паллаймарĕç ĕнтĕ, ют çын вырăнне хучĕç. Ват хусахăн кăмăлĕ ахаль те чаплах марччĕ, кăна курсан чун татах та кичемленчĕ. Çырла çиес килмерĕ Ятламасăн, касмăк ĕçĕпе пурăнакан çын йăлипе сукмак хĕрринчи тĕрлĕ йывăçсене сăнакаласа вăл вĕçĕмсĕр малалла утрĕ. Ăна çул çинче уçланкăсем, пĕчĕк шурлăхсем тĕл пулчĕç, темиçе çĕрте вăл çил-тăвăлпа ӳкнĕ йывăç урлă каçрĕ, юлашкинчен илемлĕ çăкалăха пырса кĕчĕ те чарăнчĕ.
Ун умĕнче тӳп-тӳрĕ çамрăк çăкасем лараççĕ — касса ил те пушăт ту. Ятламас чăтаймарĕ вара, вăрмана куншăн килмен пулин те пĕр тĕрке пушăт сӳсе хатĕрлерĕ. Тĕркене çурăм хыçне майласа çакса ват хусах тĕттĕм пуличчен яла çитсе ӳкес тесе каялла çул тытрĕ. Таврара шăп. Пĕр чĕр чун сасă кăлармасть, пĕр кайăк вĕçни курăнмасть. Çапах та кичем каçхи вăрманта пĕччен çӳреме. Ху пĕлмен вăрмана пырса кĕтĕн пулсан пушшех те кичем.
Пĕве тĕлĕнче ăна аллине çурла тытнă Альпи хирĕç пулчĕ.
— Питĕ ĕçчен-çке çак Ятламас, киле çитнĕ-çитмен пушăта кайнă, — терĕ хĕр ăна ирттерсе яма тăрăшса.
— Кайăн, ав çăпата сухал кăларнă, — кулса тавăрчĕ каччă. Хăй Альпи çулне пӳлсе пушăт тĕркине хăвăрттăн ун умне пăрахрĕ, хĕре ларма сĕнчĕ.
— Çук, çук, ларма терĕн-ха. Эп пĕр çĕклем те пулин курăк вырасшăн.
— Утă çулма кăнтăр кунĕнче каяс пулать.
— Кăнтăрла вăхăт çук. Çырлана та çӳрейместпĕр. Çурт лартма тытăннăранпа ниçта пăрăнмалла мар пĕтĕм…
Каччă Альпие вăйпах пушăт тĕрки çине лартасшăн пулчĕ, анчах тем пек тархасласан та хĕр ларма килĕшмерĕ.
— Ан аташ, Ятламас, çын курсан тем калĕ. Пăртак йĕркеллĕрех пул. Ан аташ тетĕп. Ах, аллусем усал-çке санăн!
Хĕр халь-халь тарас пек темиçе утăма кайса тăчĕ, ăна кура Ятламас та тĕрке çине ларма кăмăл тумарĕ.
— Мĕнле пурăнатăн-ха, Альпи? Каласа кăтарт-ха, — терĕ вăл ун патĕнчен хăпмасăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...