Атăл шывĕ юха тăрать :: Кавар


— Ан тĕлĕнтер! — ĕненмерĕ малтанласа Кеччекей. — Халиф ман çинчен ăçтан пĕлтĕр?!.

— Çапла çав, хамăра хамăр эпир кирлĕ пек хакламастпăр, — чăн-чăн пӳлев пек каласа хума ăс çитерчĕ Абдаллах. — Пĕтĕм тĕнче сан ăсна, сан пултарулăхна хаклать, сан ятна пĕлет. Эсĕ пур, эпĕ никама та кирлĕ мар çын тесе пурăнатăн. Çапла ĕнтĕ вăл, тĕнчене тухса çӳремен чухне кирлĕ пек куç уçăлмасть.

Капла калани Кеччекее тата та ытларах тĕлĕнтерчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вăл хăпартлансанах Абдалдах патне пырса Багдат хăнисемпе калаçас терĕ.

 

* * *

Теккепее хăйсем майлă çавăрас тени ăнăçсăр пулса тухни Сусан ар-Рассине нумай пăшăрхантарнă пулас. Хальхинче вара вăл Кеччекейпе калаçма питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ.

— Вăт, аран-аран кĕтсе илтĕмĕр сана, хаклă Кеччекей тусăмăр! — хапăлларе Сусан ар-Расси килнĕ мăчавара. — Атту, ав, пĕтĕм тĕнче хуçи халиф хушса янине те тăваймарăмăр тесе кулянаттăмăрччĕ.

Багдат элчи те Абдаллах пекех хăйне халиф та пĕлни çинчен калани Кеччекее питĕ тĕлĕнтерчĕ. Вăл нимĕн калама та пĕлеймерĕ, куçне мăч-мăч! хупса ар-Расси каланине итлесе тăчĕ.

— Питĕ чаплă парне парса ячĕ сана пирĕн халиф, — малалла калаçрĕ ку хушăра ар-Расси. — Акă, имамсем çакса çӳрекен мăйçыххи, — сĕтел çинчи хитре енчĕкрен кăларса кăтартрĕ вăл. — Куратăн-и, вăл пĕтĕмпех ылттăн çыхăсенчен тата Енчĕ çĕрĕнчен илсе килнĕ ахах-мерченсенчен тăрать. Чи варринче вара тăрна куçĕ текен тап-таса мерчен. Пирĕн имамсем пурте çакăн пек мăйçыххи çакса çӳреççĕ. Ку вăл питĕ хаклă япала.

— Имам вăл ислам çĕршывĕнчи чи аслă мулла, — ăнлантарма тытăнчĕ Кеччекее ку хушăра Абдаллах. — Акă, Пăлхарстанра тĕн ĕçне туса пыракая чи аслă çын — алмăчавар. Ислам çĕршывĕнче вара — имам. Ăна мулласем те пурте, тата кашни çын итлесе-пуççапса пурăнать. Халиф та ун сăмахне итлет.

— Тĕрĕс калать пирĕн хаклă хуçа, — Абдаллах шухăшне малалла тăсрĕ ар-Расси. — Акă, пăлхарсем те пыра-киле пурте ислам тĕнĕпе пурăнма тытăнĕç. Вĕсен хăйсен мулласем пулĕç. Мулласенчен чи аслине вара имам тесе каламалла. Нимĕн пытармасăр калатăп: пирĕн халиф хушса, питĕ хытă хытарса ячĕ, Пăлхарстанра имам пулмалли çын пĕртен-пĕрре, терĕ, вăл — Кеччекей, терĕ. Акă, халиф хушнине итлесе, эпĕ паян сан мăйунтан çак имам мăйçыххи çакса яратăп. Халĕ ĕнтĕ пирĕн пĕрле, хаклă имам, пĕтĕм пăлхар халăхне çутă тĕне, ислам тĕнне кĕртес тесе çине тăрсах ĕçлеме тытăнмалла.

Сусан ар-Расси хăй умĕнче чăн-чăн имама курнă пек Кеччекее çĕре çитиех пуç тайре те кукленсе ларса пуççапрĕ. Ăна курса Абдаллах та, пӳлĕмре пулнă ытти çынсем те Кеччекей умĕнче кукленсе ларчĕç.

Ытла тĕлĕннипе Кеччекей нимĕн хирĕçлесе калама та пĕлеймерĕ.

— Итлĕр-ха, ара, эпĕ хам имам пулма килĕшнине каламан-çке-ха, — терĕ юлашкинчен, ытла пăлханнипе типсе çитнĕ чĕлхи-çăварне ик аллипе сăтăрса илсе.

— Халь тин хирĕçлеме юрамасть ĕнтĕ санăн, — тӳрех чарчĕ ăна ар-Расси.

— Чăнах та, хаклă имам, акă, хăвах шухăшла-ха, хăçантанпа эсĕ кунта пурте пĕлекен мăчавар, анчах никам та сана алмăчавар тăвасси пирки çăвар уçман, — ар-Расси шухăшне малалла тăсрĕ Абдаллах. — Çав хушăрах вара инçетри Багдатра сан çинчен пĕлеççĕ, сана хисеплеççĕ, сана имам тăваççĕ. Кунпа килĕшмесĕр тăма юрамасть.

— Имам вăл пĕтĕм тĕнче хисеплекен çын, — калаçрĕ те калаçрĕ евнух йăпăлтатнăн. — Патша та сана пуççапма тытăнать. Килĕшмесĕр тăма юрамасть...

Ар-Рассипе Абдаллах калаçнине итленĕ май Кеччекей хăй çине çакса янă мăйçыххи çине ытараймасăр пăхрĕ.

Чăнах та, питĕ хаклă япала ку. Халиччен Кеччекей хăйне кам та пулин çакăн пек чаплă парне пама пултарасси çинчен шухăшлама та пултарайман. Вăл хăй çине çакса янă мăйçыххи çине ытарайми пăхнине ар-Расси та асăрхарĕ.

— Ку вăл питĕ хаклă мăйçыххи, — терĕ хăпартланса. — Нимĕн пытармасăр калатăп: нимле имамăн та кун пек мăйçыххи çук. Ку мăйçыххин ун хакĕ те çук. Ку мăйçыххине пĕр-пĕр кермен кăна мар, тем пысăкăш патшалăха та сутăн илме пулать. Халĕ вара çак мăйçыххин чăн-чăн хуçи тата пурте хисеплекен, пурте пуç таякан имам пулас тесен хăв çутă тĕнпе, урăхла каласан, ислам тĕнĕпе пурăнма килĕшнине кăна каламалла.

— Килĕшет, килĕшет! — Кеччекее ыталаса илчĕ Абдаллах. — Ара, хамăр çын вăл! Чăн-чăн имам!

— Килĕшет, килĕшет! — пуç тайса хыттăн каларĕç пурте, пӳлĕмре тăракан çынсем.

— Ну, кала, пурте илтмелле кала! — ăшшăн кулса сăмах хушрĕ евнух та.

— Килĕшетĕп! — персе ячĕ вара Кеччекей.

— Вăт, тĕрĕс, — савăнса кайрĕ Абдаллах. — Халĕ эсĕ чăн-чăн имам. Исламри ят тупатпăр та сан валли...

— Анчах пире эсĕ кăна мар, патша та ислам тĕнне тухни кирлĕ, — терĕ Сусан ар-Расси.

— Ку ĕçре те эпĕ сире пулăшма пултаратăп, — çирĕплетсех каларĕ каварçăсене Кеччекей. — Акă, патша çак кунсенче Кĕçĕн Канаш пуçтарать. Унта патшан чи çывăх çыннисем пулаççĕ. Эпир ăна унта хамăр майлă çавăрма тăрăшăпăр.

— Апла унта манăн та лекесчĕ, — хăпартланчĕ Абдаллах.

— Шăп та лăп эсĕ Багдата кайса çӳрени пирки калаçу пулать те ĕнтĕ унта! — кăшкăрсах каларĕ Кеччекей. — Эсĕ кăна мар, Багдат элчисене те унта чĕнеççĕ.

■ Страницăсем: 1 2