Юманлăхра çапла пулнă :: 21-мĕш сыпăк


Çак хăрушă ĕç çинчен хулара темиçе кун хушши калаçрĕç. Тем тĕрлĕ сăмах та пулчĕ, пулни çумне пулманнине те нумай хушрĕç. Чăнах та ĕнтĕ, ытла та чăрсăр çарату-çке вăл, вăрăсем килте çынсем пуррине пĕлсе тăнă çĕртех пырса кĕреççĕ, çыннисене вĕлерессипе хăратса çăвар та уçайми тăваççĕ те пĕтĕм пурлăха куç умĕнчех илсе тухса каяççĕ. Пĕлтĕр çулла Разумовский профессор хваттерне çавăн майлах çаратнăранпа хулара кун пекки пулманччĕ-ха...

Хăшĕсем, пурнăçра ĕçленинчен ытларах чĕлхисене хыçма юратаканнисем, куншăн милицие тиркесе айăплама та пăхрĕç:

— Вăрă-хурахсемпе начар кĕрешеççĕ, тытма пĕлмеççĕ, çавăн пирки иртĕнсе кайрĕç лешсем!

Анчах кун пек пакăлтатни пĕртте тĕрĕс мар-мĕн. Милици хăйĕн ĕçне çине тăрсах туса пынă. Йĕрлесе тупман преступниксем пит сайра пулнă, преступниксен хисепĕ те палăрмаллах чакнă. Ак халĕ те çав артисткăна çаратса тухакансене хăвăртрах тупса тытас тĕлĕшпе мĕн тума май пуррине пурне те тунă. Утрава засада лартнă, артистка хĕрачи сăнӳкерчĕк çинче палласа илнĕ вăрра хăвăрт шырама тытăннă.

Ăна, çав вăрра, милици тахçанах пĕлнĕ. Вăл Тĕрлемес тăрăхĕнчи этем пулнă, çамрăкрах чухне вăл пĕр вăхăт пăрахут çинче матросра çӳренĕ, анчах унта пассажирсен япалисене вăрланăшăн ăна виçĕ çуллăха тытса хупнă. Тĕрмерен тухсан вăхăт нумай та иртмен — вăл тепĕр хут вăрăпа лекнĕ, ик çултан ăна амнистипе ирĕке кăларнă, çавăнтан вара унта-кунта ĕçленçи тунă та кайран каллех вăрă-хурах çулĕ çине тăнă. Унăн чăн ячĕпе хушамачĕ Калистрат Чашкин пулнă, анчах вăл хăйĕн пĕтĕм кăкрине, хулĕсене хăрушла татуировка туса пĕтернипе вăрăсем хушшинче ăна Матрос тесе чĕннĕ. Ялта унăн ватă ашшĕпе амăшĕ пурăннă, анчах вĕсемшĕн вăл тăван ывăл мар, чăн-чăн тăшман, чун илли кăна пулнă çав, кашни пымассеренех вĕсене темĕн тĕрлĕ кӳрентернĕ, вĕсен юлашки укçи-тенкине тăпăлтарса илнĕ, памасан — хĕнесе-çĕмĕрсе хăварнă.

Çавăн пек путсĕр, пуçĕпех йĕркерен тухса кайнă чĕрчун пулнă çав Матрос. Милици органĕсем ăна асăрхасах пурăннă, анчах юлашки вăхăтра вăл вĕсен куçне курăнсах кайман, преступлени тунипе те лекмен. Халь ĕнтĕ ăна епле пулсан та шыраса тупмаллах. Артистка хваттерне вăл çаратнă, ку паллă. Япалисене инçе илсе кайман, утрав çине пытарнă, эппин, вăл халĕ çак таврашрах, çывăхрах, тен, хуларах та-и...

Çапла шутланă милиционерсем.

Вĕсем йăнăшман.

...Утрав çине япаласем пытарса хăварнă хыççăн Атăлăн сылтăм енне каçсан вăрăсем Малани килне таврăнман, Катюк вĕсене «Рыбацкая слобода» тенĕ çĕре, сăрт çумне кăмпа пек çыпăçса ларнă пĕр пĕчĕкçеç пӳрте, илсе кĕртнĕ. Кунта Катюкăн тусĕ, ун пекех юлашки вăхăтра ниçта та ĕçлемен, йĕркерен тухнă хĕрарăм пурăннă. Кĕçех ĕçкĕ пуçланса кайнă, вăл икĕ куна пынă. Эрех илме хулари лавккасене чупнă Маланипе Катюк вăрăсене малтанхи куннех çапла хыпар пĕлтерчĕç:

— Хула хушшинче тем те палкаççĕ... Пĕтĕм милицие ура çине тăратнă имĕш, пур çĕрте те ахаль тумтир тăхăннă акенттăсем çӳреççĕ, хуларан тухакан кашни çынна тĕрĕслеççĕ, пур кимĕ хуçисене те çырса тухнă тет...

— Вĕшле йытăсен ĕçĕ çавă, — терĕ Матрос. — Чупчăрах чĕлхисене кăларса!

— Çапах та япалисене утрав çинчен илсе тухма тăхтамалла пулĕ... — сĕнчĕ Малани.

— Ăçта васкас? Выртчăр, тип хăйăр айĕнче уйăх выртсан та çĕрсе каяс çук вĕсем, — ал сулчĕ Артист. — Шавлаççĕ-шавлаççĕ те лăпланаççĕ акă, ун чухне ним шиксĕрех кайса тиесе тухма пулать!

Унтан вĕсем ĕçсе супрĕç те çывăрса кайрĕç, вăрансан каллех çĕнĕрен пуçланчĕ...

Илюк çав вăхăтра халсăр пулса выртрĕ. Те леш каçхине ытла та хăранă пирки, те шăннипе унăн пĕрмай пуçĕ ыратрĕ, çан-çурăмĕ йывăрланса кайрĕ, сыпăсем ыратрĕç, апат анмарĕ. Çакна асăрхаса Маланипе Катюк ăна «эмеллеме» тытăнчĕç — вăйпах, пусмăрланă пекех, пĕр стакан пăрăçланă эрех ĕçтерчĕç те пуç çинченех темле шăршлă чаппанпа витсе хучĕç.

— Эпир сана пĕрре сыватнă, халь те шивă-тва ура çине тăрататпăр, ан хăра, — мухтанса илчĕ ӳсĕр Малани.

Анчах кăшт выртсанах Илюкăн ăш-чикки çав тери пăтранса килчĕ те, вăл тула аран чупса тухма ĕлкĕрсе пĕтĕм пыршисем таврăнса тухас пекех асапланса хăсрĕ. Кайран вара унăн пĕтĕм вăйĕ пĕтсе ларчĕ, вăл аран калаçакан пулчĕ...

Тепĕр ирхине каллех эрех патне кайнă Малани питĕ пăлханса таврăнчĕ, пӳрте кĕнĕ-кĕмен сумкине сĕтел çине пăрахрĕ те пакăлтатма тапранса кайрĕ:

— Ах, атьсемĕр, пĕлесчĕ сирĕн, пĕлесчĕ, мĕн куртăм эп халĕ, мĕн куртăм! Чĕре çурăлса каять пулĕ терĕм...

— Мĕн тата ун пекех? Киккириксем çулăхрĕç-им? — ун çине шыçса тухнă куçĕсемпе пăхса кăмăлсăррăн ыйтрĕ Матрос.

— Ара, лешсене суд тăваççĕ-çке паян!..

— Камсене? — вырăн çинчен йăпăртах сиксе тăрса ларчĕ Артист.

— Леш ачасене! Прохвессăр ывăлĕпе унăн тусĕсене! Шорша, Çерша, Макăса...

— Кам каларĕ?

— Каларĕ мар, хам куртăм ара! Шăпах эпĕ нарсуд тĕлĕпе иртсе пынă чух унта тĕрме машини пырса тăчĕ те, малтан икĕ милиционер сиксе тухрĕ, унтан çаксене пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларчĕç... Виççĕшĕ те начарланса ка-айнă, сухалĕсем çитĕнсе ла-арнă, паллама та çук! Пиншакĕсемпе йĕмĕсенчен кăна уйăрса илтĕм малтан, пристаньрен тытса кайнă чух эп вĕсене юлашки хут курса астуса юлтăм-çке-ха. Вара çывăхрах пырса пăхрăм та — чăнах та çаксем! Тур çырлах! Ну, шалккă пулса кайрĕ шереметсене...

— Макăрса ямарăн-и тата хĕрхеннипе? — тăрăхламалла кулса илчĕ Матрос. — Чупса пырса ыталамаллаччĕ сан вĕсене, чуптуса илмеллеччĕ! Вăт хитре пулатчĕ... Калама та çук!

— Уй, тур çырлахтăрах! — аллипе сула-сула илчĕ Малани. — Каккуй унта патне пымалли, хама палласа сăмах хушасран хăраса тӳрех аяккалла вăркăнтăм. Вĕсемпе çыхлансан тата тем курас пулĕ!

— Мĕн, эппин, çав териех хыпăнса ӳкрĕн вăл сар тутасемшĕн? Мĕн тума кирлĕ вĕсем сана? — ыйтрĕ Артист.

— Суда илсе пычĕç-çке-ха...

— Вара мĕн? Пĕр куннех каларăм вĕт сана: хăйсен ухмахĕпе лекнĕ тĕк — хăйсемех тӳсчĕр! Ухмахсемшĕн саккун çырман теççĕ...

— Ара, вĕсем хамăра та сутма пултараççĕ вĕт-ха!

— Сутас пулсан ку таранччен сутнă ĕнтĕ! — терĕ Матрос, — анчах та эпĕ ун пек пулман пулĕ тетĕп. Эпир вĕсене кун пирки хытă асăрхаттарнă. Тăп-тăр ухмахсемех мар пулсан ăнланма тивĕç...

Çак калаçăва Илюк малтан пуçласа вĕçне çитичченех илтсе выртрĕ.

«Суд тăваççĕ эппин «капăр каччăсене»… — шухăшларĕ вăл. — Суд тăваççĕ те — тĕрмене... Миçе çуллăха хупаççĕ-ши?.. Часах ак мана хама та çавăн пекех хупса лартма пултараççĕ, мĕншĕн тесен ĕнтĕ эпĕ халь чăн-чăн вăрă-хурах пулса çитрĕм... Хваттер çаратма та пулăшрăм, япалисене пытарма та кайрăм... Ой, хăрушă-çке ку, çав тери хăрушă!..»

Ăна каллех хăй килтен тухса тарнă каç «Матви пиччен» ӳсĕр тусĕ темиçе хутчен те: «Хупаççĕ сана, хош-не-хош тĕрмери кирпĕчсене шутлаттараççĕ», — тени аса килчĕ. Чунĕ çав тери кӳтсе килнипе вăл чаппан айĕнче выртнă çĕртех капланса килнĕ тăварлă куççульне çăта-çăта макăрчĕ.

«Эх, анне! Ăçта-ши эс халь?.. Пĕлесчĕ санăн эп епле асапланнине, манăн ниçта кайса кĕме çуккине!..»

Тепĕр кунне вăл чылаях самайланнине туйрĕ — унăн пуçĕ те ыратмарĕ, шăм-шаккинче те вăй пурри сисĕнчĕ. Илюка Маланипе пĕрле кайма хушрĕç, анчах лешĕ ăна малтан хăйĕн килне мар, хула хĕрринчи пĕр урамри магазина илсе кайрĕ. Патне çитсенех Илюк астуса илчĕ: ку магазин патĕнче вăл пĕррехинче Матроспа тата Артистпа пулнăччĕ... Ăçтан манатăн-ха ăна? Ун чухне вăрăсем çак магазина хураллакан ватăрах хĕрарăмпа калаçса тăчĕç, унран тăрăхласа та илчĕç, кайран кăшт тăварах кайса тĕттĕм çырмана ансан вил ӳсĕр выртакан çынна çаратрĕç те ун япалисене Илюка çĕклеттерсе ячĕç...

Магазинра Малани нимех те илмерĕ, анчах кунти таварсене нумайччен пăхса çӳрерĕ. Пуринчен ытларах вăл сехетсемпе тĕрлĕ хаклă йышши çĕрĕ-алкасем сутнă çĕрте чарăнса тăчĕ. Вăл прилавок хыçĕнчи илемлĕ хĕртен тĕрлĕрен тĕрлĕ сехетсем — ылтăннисене те, ахальлисене те — ыйтса илсе хăйĕн алли çумне тыта-тыта пăхрĕ, пĕрисене ырларĕ, теприсене тиркенçи пулчĕ. Унтан хĕрарăм платйисем çакăнса тăракан, хитререн хитре пурçăн тĕркисем выртакан пайра чылай пăхса çӳрерĕ, атă-пушмак сутнă çĕрте те темиçе мăшăр туфли илсе тăхăнчĕ те каялла пачĕ.

«Мĕн çынсене пустуй чăрмантарса çӳрет-ши?! — тарăхрĕ Илюк. — Хăй ним те илес çук-ха!»

Вăл нимĕн те пĕлмен çав. Малани пĕртте пустуй çӳремен ку магазинра, вăл кунта çивĕч куçлă разведчик пекех сăнаса, ăçта мĕн выртнине лайăхрах астуса юлма тăрăшса çӳрерĕ. Иртнĕ каçхине, Илюк çывăрнă вăхăтра, вăрăсем татах тепĕр хăрушă план тунă...

Киле таврăннă чух Малани пĕр ансăр урамри хуçалăх таварĕсем сутакан пĕчĕк лавккана кĕрсе хĕрĕх метр шап-шур кантра виçтерсе илчĕ.

— Мĕн тума кирлĕ япала ку? — тĕлĕнерех ыйтрĕ Илюк, халиччен те кун пек хитре те таса кантра курманскер.

— Ара, вăл кĕпе-йĕм çусан типĕтме çакмалли кантра-иç, — ăнлантарчĕ Малани. — Кивви татăлса пĕтрĕ те — çĕннине илме тивет...

Çав лавккарах Малани тата икĕ пăрапа икĕ ножовка — пĕр çур метр тăршшĕ ал пăчки туянчĕ.

— Кусем мĕн тума кирлĕ тата сана? Эсĕ... платник те, столяр та мар вĕт? — каллех ыйтмасăр тӳсеймерĕ Илюк.

— Вĕсене манăн хамăрăн ялти йысна тахçанах илме хушнăччĕ-ха, — ним тытăнса тăмасăр хуравларĕ Малани. — Ерçнĕ хушăра сĕтел-пукан тукалать вăл, анчах хатĕр-хĕтĕрĕ пĕтсе çитнĕ...

Илюк çаксене пĕтĕмпех ĕненчĕ, анчах Малани каланисенче тĕрĕсси пĕр тумлам та пулман. Çак лавккара илнĕ япаласем пурте Малание хăйне мар, унăн вăрă тусĕсене, Матроспа Артиста, кирлĕ пулнă. Ун çинчен тĕрĕссине Илюк кайран тин пĕлчĕ...