Хĕрес хывнă хĕвел :: Пиллĕкмĕш сыпăк
— Курсан чăнах та паллама çук-и?
— Эп малтанхи хутĕнче паллаймарăм. Эсĕ темле... Ку лавккине куçлăхлă хĕрарăмах туянса панă пек туйăнать. Ни вилĕ, ни чĕрĕскерне кукамăшĕ патне леçсе хунă тăк, ан вилтĕрха ку текен пулнах.
Тимоха çинчен калаçса Аврук хăй хулана мĕн тума килнине те манса кайрĕ. Силантъева «васкавлă пулăшу» машинипе леçрĕç. Унпа калаçма май килмерĕ. Тепĕр тесен Жорăна курни те теме тăрать тесе лăплантарчĕ те хăйне автовокзала çул тытрĕ. Жора тепринче Тимоха лавккине кăтартма пулчĕ.
Очкона таврăнсан хула хыпарĕсене манса кайăп та кулленхи ĕçе кӳлĕнĕп теме пулмарĕ. Тепĕр кунах телефон хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕ. Силантьева тухтăрсем çăлса хăварайман. Юлашки çула ăсатма кайма шутларĕ Аврук.
Халăх йышлă марччĕ. Заводра ĕнтĕ ăна манма ĕлкернĕ. Унтан никамах та пулмарĕ. Кӳршисем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем ăсатса ячĕç ăна. Масар çине каяс текен çынсем те «ПАЗ» автобуса вырнаçрĕç.
Тупăка шăтăка антарсан Аврук та пĕр ывăç тăпра илчĕ те «тăпру çăмăл пултăр, ыр тусăм» тесе ăна тупăк çине пăрахрĕ. Вара айккинерех пăрăнса тăчĕ. Çамрăк арçынсене тăпра ывăтма чăрмантарас темерĕ.
Кунтан инçех мар сумсăрсене пытарнă вырăн курăнать. Хăш-хăш вил тăпри çинче йывăç хĕрессем пур, теприсем çине ахаль патак кăна лартнă. Номерсемлĕ çак вил тăприсене кайса курасах килчĕ Аврукăн. Силантьев тупăкне тăпра айне тăвиччен, вил тăпри тавра виçĕ хут утса çаврăнма вăхăт çитиччен, тăпру çăмăл пултăр тесе асăнса ĕçиччен Аврук çак номерсемлĕ вил тăприсене пăхса çӳрерĕ. Пĕр патак çинче иртнĕ вăрçă ветеранĕсем кăкăр çине çакса çӳрекен значока курсан хурлансах кайрĕ. Мĕне пула тивĕçнĕ-ха вăл çак сумсăр шăтăка кĕрсе выртма? Эх, çын шăпи, çын шăпи... Виçсе кăна панă пурнăçăмăра та сумлăн пурăнса ирттерейместпĕр. Вăрçă вутĕнчен тухнă хыççăн мĕн тивлетне пула çак шăтăка лекмелле пулнă-ха?
Пуç чиксе тăнă хыççăн пуçне çĕклерĕ Аврук. Масарăн кăнтăр енчи вăрман катине курчĕ. Хĕвеле пĕлĕт чаршавĕ хупланă та, хĕмленсе кăна çунмалласкер сап-сарă çаврашкан курăнать. Ун çинче хура хĕрес пур...
Пулнă вĕт-ха ун пурнăçĕнче кун пекки, курнă вĕт-ха вăл хĕрес хывнă хĕвеле. Алла пулин те чун сӳлетсе илчĕ те, ăшри ăшă таçта тарса çухалчĕ. Çу кунĕнче ӳт-пӳ чĕтреве ерчĕ. Уткаласа çӳреме пуçларĕ Аврук. Тепре пăхса илчĕ хĕвел çинелле. Вăл çаплах пĕлĕт чаршавĕ хыçĕнчен тухайман-ха. Анчах ун çинче халĕ хура хĕрес курăнмарĕ.
Пĕлтеретех ку мĕне те пулсан. Аврук çакна ĕненсех шутларĕ. Вара нӳрлĕ тăм шăрши тăракан вырăна таврăнчĕ. Арçынсем виле тăприне купаласа çитернĕ, ун çине палăк лартнă. Халĕ чечек кăшăлĕсене йĕркен-йĕркен хураççĕ. Тахăшĕ асăнса ĕçме черкке тыттарчĕ. Ĕçсех ярам мар-ши тесе шухăшласа та илчĕ Аврук, анчах Кирăна панă сăмахĕ çирĕпрех пулчĕ пулас, асту, асту тесе юнаса илчĕ те, Аврук черккене тайăлтарса виçĕ тумлам тумлатрĕ, черккене тавăрса пама тăчĕ. Ăна тытакан пулмарĕ те, Аврук унти шĕвеке вил тăпри çине тăкрĕ.
Масартан тухсан çан-çурăм çӳçенни иртсе кайнă пек пулчĕ. Анчах чун çӳçенĕвĕ юлчĕ. Вăл киле таврăнсан та, Антона курсан та, кил-çуртри ĕçсене тума пуçăнсан та иртмерĕ. Мунча умĕнчи вăрттăн мастерскоя кайса пăхрĕ. Паян кунта никам та пулман пек туйăнчĕ. Антон кун каçа мĕн-мĕн тунине Кирăран ыйтса пĕлсен тин кăштах канăçлăнрах туйма пуçларĕ хăйне.
Силантьевăн тăхăр кунне асăнма Кирăна та чĕнчĕç. Иккĕн тан кайсан киле никама шанса хăварма çук терĕç те, Аврук пĕчченех тухса утрĕ.
Шупашкар автовокзалĕнче ун çулне пӳлсе арçын ача чупса иртрĕ. Антон пекех туйăнчĕ. Çынсене хăратсах кăшкăрса ячĕ Аврук:
— Антон! Антон!
Ача çаврăнса пăхмарĕ. Самантрах куçран çухалчĕ. Чарăнса тăрсах шухăша путрĕ Аврук. Килтех юлчĕ-çке-ха Антон. Ăçтан тупăнчĕ вăл кунта? Е урăх ача пулчĕ-и?
Асăнма пуçтарăннă халăх сĕтел хушшинче тем вăхăт лармарĕ. Йĕркене уяса ĕçнĕ, çинĕ хыççăн кар çĕкленчĕç те тĕтĕмсĕр яла куçса кайнă çынна унта та ырă курма сунчĕç. Аврук черккине те пушатсах тăчĕ пулин те Жорăна кăшт çитеймерĕ пулас. Хваттертен тухсан питĕ турткаланма та хиркеленме тытăнчĕ.
— Çитмерĕ-ха çав, — терĕ Жора темле вĕчĕхсе.
— Ман пур. Парам-и?
— Çук, санран илместĕп. Мана паян Тимоха пулăшма пулнă. Ун лавккине курасшăнччĕ. Атя илсе каям.
Килĕшрĕ Аврук. Тата Арлаççинче екки ярса калаçмалли çынсем çукрах та, хулана килсен чунне кантарать.
Çуранах утрĕç. Панельлĕ çурт пуçне туса лартнă лавкка ыттисенчен лайăхрах та, начартарах та мар. Пур çĕрте те пур таварах сутаççĕ. Аврук çӳлĕксем çинчен куç илми пăхкаланă вăхăтра Жора Тимоха ăçтине ыйтса пĕлчĕ. Халь-халь килмелле тесе пĕлтерчĕç ăна. Вара икĕ арçын лавкка умĕнчи тирек айне тухса тăчĕç.
— Лавкка хураллама илесшĕн-ха мана, — калаçрĕ Жора хăй тĕллĕн пек. — Хытă-çке-ха, хытă. Кирлине те тӳлесшĕн мар... Халь тӳлевсĕр ĕçлеме чурасем çук.
Унччен те пулмарĕ. Жора хускалса илчĕ. Малалла темиçе утăм турĕ те чарăнчĕ.
— Мĕн пулчĕ тата? — хăранă пекех ыйтрĕ Аврук.
— Скинхед пулчĕ-и ку? Лавкка хыçне кайса пытанчĕ. Эс курса юлаймарăна?
— Курсан та паллас çук пуль ăна.
— Мĕнле? Хăвăн ывăлна паллайми пулнă-и?
Шанк хытса тăчĕ Аврук. Ăçтан тупăнчĕ тата ун ывăлĕ? Халĕ Аврук малалла темиçе утăм турĕ те чарăнчĕ. Таврара никам та курăнмарĕ.
Иккĕшĕ хĕвĕшнĕ вăхăтра пăшал сасси кĕрлесе кайрĕ. Пурне те: тирек айĕнчи Аврукпа Жорăна кăна мар, кайăксене, канса ларакан кушаксене, хуçисем уçăлтарса çӳрекен йытăсене — пĕтĕм тавралăха шартах сиктерчĕ. Самантлăха пурте хытса тăчĕç. Ку мĕне пĕлтернине ăнланса илес тесе шăпланчĕç. Тепĕр хут кĕрслетнă сасă янраса кайрĕ. Ку хутĕнче чи малтан Жора хускалчĕ пулас. Вăл сасă илтĕннĕ еннелле, лавкка хыçнелле, чупса кайрĕ те тепĕр самантранах каялла çаврăнса тухрĕ. Аврука алăран ярса тытрĕ.
— Атя шăвăнар кунтан. Милиципе-мĕнпе çыхланас килмест. Курмăш та илтмĕш пулар. Скинхед Тимохăна кĕрслеттернĕ. Кинора кăтартнă пекех. Контрольнăйне те пеме манман.
— Олег-и? Ман ывăл-и? — терĕ те Аврук хутланса ларчĕ.
— Çавă, çавă, ан иккĕлен. Атя шăвар кунтан. Курманнине, илтменнине ним те çитмест халь...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...