Кăвак çĕмрен :: Тăлăх-турат
Тăлăхах та турат та, ай, пуличчен
Хăрăках та турат та, ай, пулас мĕн.
Кĕрхи çилпе хуçăлса, ай, ӳкес мĕн,
Çурхи шывпа юхса та, ай, каяс мĕн.
Танлă пиçен тăрри те, ай, пулас мĕн,
Кĕркуннехи çилпе те, ай, вĕçес мĕн.
Çут кӳль варне пырса та, ай, ӳкес мĕн,
Шӳпкейех те пулă та, ай, пулас мĕн.
Çĕленĕçип-атмана, ай, кĕрес мĕн,
Пăхăр хуран çинче те, ай, пиçес мĕн.
Шурă тирĕк çинче те, ай, выртас мĕн,
Ыр çын мухмăрне те, ай, чĕртес мĕн.
Тăлăхах та турат та, ай, пуличчен
Хăрăках та турат та, ай, пулас мĕн.
Ырă çынна ырлăх, ай, кӳрес мĕн,
Усал çынтан тарса, ай, каяс мĕн.
Чăваш халăх юрри.
Шухăшсем
Save big with our AI-optimized service, ...
6...
1...
Attract high-quality visitors to your si...
Текст 6 Этот сайт ориентирован на польз...
Текст 1 На сайте представлена подробная...
I've been looking for a dependable local...
1...
6...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...