Çăхан


«Çӳл пĕлĕтпе ман хушăра çăхан...»


Çӳл пĕлĕтпе ман хушăра çăхан,

хура çăхан вĕçет, чӳхенкелет,

эп пĕтессе вăл тахçанах чухлать,

текех пулаймасса аван пĕлет.

 

Çак пурнăçпа ман вилĕмĕн хушши

çинçе çип пек, пăчлантăм эп унта.

Курмарăм çын ăшши те чун ăшши,

тек куртăм сивĕ кăмăл та ултав.

 

Тек куртăм мăшкăл çывăх туссенчен.

Пĕри те ыр сунмарĕ иçмасса.

Ун пек чухне, йăшса пуç усиччен,

тĕв ту чунна нихçан та уçмасса.

 

Чуна уçмасăр йывăр пурăнма,

уçсан пушшех те йывăр, май та çук.

Каçарччĕ, пурнăç, кĕтĕм парăма.

Пулмарăн, пурнăç, ырă, пыл та çу.

 

Эс иртрĕн... Ав хура çăхан вĕçет

масарпала ман хушăра ирех.

Эс иртрĕн-ши вара веçех-веçех?

Иртех, мана çак халĕ пурпĕрех.

 

Ăнлантăм эпĕ пурăнăç мĕнне,

вăл темех мар, суеçĕ, савнă тус.

Ăнлантăм эпĕ пурăнăç хакне,

вăл хаклах мар, ун хакĕ виçĕ пус.

 

Пупсем Турра хушаççĕ юратма.

Хăй юратать-ши? Тем тăвас капла?

Те ман пуçлас халь кĕлĕ янратма?

Малалла

Усал сăмах пек...


Усал сăмах пек,

Суя сăмах пек,

Хура çăхан явăнать,

Çӳл тӳпене варалать.

 

Ултав çăхав пек,

Суя çăхав пек,

Хура çĕлен шăвăнать,

Çавра çĕре варалать.

 

Хура çăхан, хура çăхан,

Çӳл тӳпере эс пăнчă пек.

Хура çĕлен, хура çĕлен,

Çак çĕр çинче эс хăмпă пек.

 

Хура çăхан, хура çăхан,

Хуракăшпа ан тавлаш.

Хура çĕлен, хура çĕлен,

Ыр пăланпа эс ан тавлаш.

 

Хуракăшсем вĕçнĕ чух

Кам-ха сана асăрхать.

Ыр пăлансем чупнă чух

Кам-ха сана пуç таять.

Çăханпа çерçисем


Кайăксен çапла йăла:

Анать персе аяла

Çерçи часах çĕр çине,

Курсан çăхан вĕçнине.

Сассине парать: «Чĕрик!»

Çурăлас пек ун чĕри

Кăкăрта тĕпĕртетет,

Хăраса çерçи чĕтрет.

Çӳлте вĕçнĕ чух çăхан

Хăпараймĕ нихăçан

Çерçи уçă тӳпене.

Лăпчăнсан çеç çĕр çумне

Пурăнайĕ вăл вăрах

Хур курмасăр, лăпкăрах.

Çĕкленсессĕн çӳлелле

Çăхан сăхĕ çĕленле.

Анчах мĕн ку? Çерçисем —

Ĕмĕрхи хăравçăсем,

Ушкăн-ушкăн пĕрлешсе,

Хăвалаççĕ çăхана!

Тарать лешĕ вăрмана.