Уй


Тырă вырнă хыççăн


Тырă вырса пĕтет,

Хĕл те çывхарса пырать.

Çил шавлама тытăнать,

Сивĕ те персе çитет.

Уйра нимĕн те çук,

Пĕр тыр пĕрчи тесен вăл та çук.

Анчах выртать уйра,

Ялтан кайра,

Ани-анисемпе кантăрсем

Симен кун çитрĕ,

Пукрав та аякка юлмарĕ.

Вырсарникун çитрĕ,

Тунтикун ырана юлчĕ.

Тепĕр кунне тухрĕç кĕпĕрленсе

Ача ураписем туртса

Ялти хĕрарăмсем,

Хыçĕнчен чупаççĕ ачисем.

Пĕр виç кун хушшинче

Пĕтерчĕç хĕрарăмсем пуссипе.

Çапла ĕнтĕ пукрав çитет

Выç уйпа.

«Тикес мар вăрман тăрри...»


Тикес мар вăрман тăрри,

Витĕрех курнать вăрман,

Мĕн пăхать Вăрман Турри.

Вăррăн ма алли хăрман?

 

Уйсене сухаламан.

Курăнмасть хуçа пурри.

Пур тăк мĕнщĕн çĕр çăтман?

Чăтаять-им Çĕр Турри?

 

Татăлаççĕ пĕвесем.

Ялĕпе те çук кĕпер.

Шыв Турри те çĕтнĕ, тем?

Тупăн, Турă, пул чипер!

Тырă вырнă вăхăт


Акă ĕнтĕ уйри тырăсем пиçрĕç:

Кĕтсе вĕресе тăракан вăхăтсем çитрĕçĕ.

Утăсем те çулса пĕтмен-çке,

Ыраши те пулса çитсе тăкăнас пекех-çке.

Питĕ хытă хăвалаç вĕсем:

Пĕр вăхăтлăха анчах килнĕ кăсем.

Ун чухне çĕрĕçлекенсене йăвăртарах...

Ал çитерекен çын сахалтарах.

Çивĕчрех çынсем аптрамаç...

Ал çитмен çынсем куллянаç.

Ир çинче ялта та, уйра та урапа сасси анчах.

Тырпул çинчен шутламан çын çук пачах:

Мĕнпур пуянлăх пирĕн уйра выртать.

Çил килсе тăкса ямасан пырать.

Çакăн пек хаклă ĕç çуккă та.

Ун чухне ăйăхсене кататпăр пурсăмăр та.

Урăх енчен килекен услам çук пирĕн.

Çĕрпех тăранас пулать ĕмĕрĕн. [...]

Колхоз хирĕнче


Ман умра выртать пит аслă

Колхоз хирĕ вĕçсĕрех.

Тӳперен тăри уç саслăн

Селĕм кĕвĕ вĕçтерет.

 

Хĕвелтен ирех вăраннă,

Ешерет ыраш, урпа.

Ав, çухалнă вак йăранĕ,

Вăл тĕп пулнă тракторпа.

 

Кам ĕçлемĕ-ха хаваслăн

Халь тухсан колхоз хирне?

Ахаль мар тăри уç саслăн

Сапать кемĕл юррине.

Тар тумламĕ — тыр пĕрчи


Эп çуркунне хĕрӳ ĕçлерĕм

Тăван çĕршыв уй-хирĕнче,

Ывăннине пĕртте пĕлмерĕм —

Мĕн чул тар юхрĕ ман çинчен!

 

Кĕр çитеспе хире эп тухрăм,

Пуçтартăм ылтăн пек тырра.

Хам акнă тумлама эп тупрăм

Хирти сулмаклă пучахра.

Юрататăп!


1

Юратнă вăрманăм — ачалăх сăпки,

Илем тата пур-ши, санран урăххи?

Кунта вăранать вăшăл çилĕн ыйхи,

Кунта пытанать каç хĕвелĕн çăмхи...

 

Вăрманăм, вăрманăм, саватăп сана!

Нихçан питĕрмен эс чипер алăкна.

Миçе пытансан та çурхи сулхăнна

Чĕреçĕм çуталнă, эп пулнă хăна!

 

Тен, эп йăлăхтарнă куллен çӳресе?

Нумай, тен, тултарнă çырла чĕресе?

Пĕлместĕп, вăрманăм савнах-ши мана,

Шур хурăн шывне ĕçекен ачана?...

 

2

Юратнă уй-хирĕм! Çилхеллĕ çилпе

Мĕскер калаçатăн ачаш чĕлхӳпе?

Çунатлă çиле кӳлеесчĕ тĕпе,

Алла тытаясчĕ ука тилхепе!

 

Ман пĕккĕм пулин асамат кĕперри,

Шăнкрав вырăнне шăнкăртаттăр тăри!

Юратнă уй-хирĕн асамлă юрри

Алла усиччен асăма юлтăр-и!

 

Юратнă уй-хирĕм, саватăп сана,

Хумсем чӳхекен ылтăн-кĕмел тумна!

Пĕлесчĕ, мĕскершĕн ялан ху çумна,

Савни пек чĕнсе, илĕртетĕн чуна?

 

3

Юратнă тусем! Аякран-аякран

Малалла