Ҫуркунне


Чуншӑн ырӑ ҫуркунне


Алă пачĕ ăшшăн çуркунне,

Йăл кулать хĕвел ачашласа.

Улăшĕ тавралăх хăй тумне,

Çумăрсем те çăвĕç кашласа.

 

Шăнкăрчсем те çитрĕç инçетрен,

Чунăма уçаççĕ юррипе.

Йăвисен эрешĕ хитререн

Тав тăваççĕ пуль çав чĕрипе.

 

Васкаса юр ирĕлет куллен,

Кĕрлесе юхать шыв канавра.

Сиплĕ сĕлтĕшпе, уй-хир, чӳхен,

Çур илемĕ çиçтĕр сăвăра.

 

Васкаса çĕкленчĕç çеçпĕлсем

Мамăк пек юр ирĕлсе пĕтсен.

Шурă тутăр çыхрĕç çĕмĕртсем

Ешĕл пурçăнпа çĕр витĕнсен.

 

Сар хĕр евĕр мар-шим çуркунне?

Чĕрчунсен чĕри юратура.

Тав тума тăрасчĕ Тур умне,

Савăнса пуçласчĕ çĕн юрра.

Ҫурхи илемлӗх


Çĕмĕртсем юр пек шур çеçкере,

Ытараймăн — сăнаса тăрсан.

Вĕçесле тапса тăрать чĕре,

Сывлăм куç шартать — хĕвел тухсан.

 

Ачашлатăп çĕмĕрт туратне,

Тутлă шăршă сиплĕ пек пуçа.

Улмуççи те сарнă çунатне,

Шăршипе кăмăлăма уçать.

 

Тур пилленĕ çут çанталăка

Кам юратмĕ илĕртнĕ чухне?

Юрлама хушать пур кайăка

Ырăран та ырă çуркунне.

 

Çеçпĕл чечекне епле тиркес?

Кăн-кăвак çеçкийĕ — илĕртме.

Кăмăллăн татас та астивес,

Хăнăхман ăна эп тиркеме.

 

Сывлăш халь сипетлĕ кăкăра,

Хăй патне чĕнсех тăрать вăрман.

Çур илемĕ çиçтĕр сăвăра:

Хам çуралнă вырăн — ман тăван.

 

Ешĕл пурçăн витнĕ сукмакпа

Ярăнса утмашкăн меллĕрех.

Хĕр пекех илемлĕ хурăнпа

Калаçатăп шăппăн чиперех.

 

Пур тавралăх шутсăр хитрине

Сăмахпа калаймăн тĕплĕнрех.

Сисейместĕн ыр кун иртнине,

Юрă шăранать пек чĕререх.

«Чĕреслетсе çăвать те çумăр...»


Чĕреслетсе çăвать те çумăр

Шыв хăмписем — шăнкăравсем

Кӳлленчĕкре тин! тин! янраççĕ,

Хыпар тăваççĕ: Çитрĕ çур!

 

Çав хыпара илтсе, савниçĕм,

Киле эс таврăн хăвăртрах,

Çăлса хăвар юратăва.

Папка кăлартăр тепĕр хут.

Ыраш калчи пек сыпăк хуштăр.

«Çуркунне те юр çăвать-мĕн...»


Çуркунне те юр çăвать-мĕн,

Симĕс курăк çийĕн — юр.

Çуркунне те юр çăвать-мĕн...

Темĕнле ĕлккенлĕх пур.

 

Ывăçа тăсса тăрам-и?

Кулăшла-и? — Кул, эппин.

Ывăçра — куççуль тумламĕ,

Юр куççулĕн йăлтăркки.

 

Макăрать мăнтарăн кантăк,

Чĕрере шеллев юлать...

Айванмарлăхшăн саван-тăк,

Айваннишĕн те юрат.