Откликнитесь, пожалуйста чуваши Москвы! В сентябре 1999 года открылась чувашская гимназия в г. Нижнекамск – первая и единственная в Республике Татарстан, аналогов которой нет (ныне муниципальная бюджетная общеобразовательная школа-интернат «Гимназия - интернат №34»).
В этом учебном году гимназии исполнилось 15 лет.
Миссия Гимназии-интерната №34: «Сохранить язык и духовную культуру чувашского народа».
На протяжении этих лет гимназия стала одним из самых активных центров возрождения языка и культуры чуваш в Республике Татарстан.
Чӑваш халӑх сайчӗ тахҫанах саспаллисен коxĕ тӗлӗшӗпе кирилл пайне куҫса. Сӑлтавне эпир кириллӗ шрифтсем нумайланса пынипе ҫыхӑнтарсаччӗ. Енчен те сирӗн компьютерта унашкал шрифтсем ҫук пулсан эсир вӗсене уҫласа илме тата хӑвсамӑр компьютера вырнаҫтарма пултаратӑр.
Меллӗ пултӑр тесе шрифтсене эпир виҫӗ ушкӑна пайларӑмӑр: картлӑ (Serif), картсӑр (Sans) тата пӗрсарлакӑшли (Mono). Уҫласа илмелли каҫӑ статья вӗҫӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫитес кунсенче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмелле. Унта Раҫҫей патшалӑхӗ хатӗрлеме пуҫланӑ «Армата» йышши танксене те кӑтартмалла. Нумай пулмасть вӗсен шутне кӗрекен «Армата» танка, «Армата» тата «Курганец-25» БМП-на, «Курганец-25» тата «Бумеранг» БТР-сене ытлашшиех пытармасӑр кӑтартрӗҫ. Мерикканри МИХсенче вара пирӗн ҫӗнӗ танксем ҫӗнӗлӗхсем енчен вӗсен «Абрамсӗсемпе» «Леопарчӗсенчен» чылай лайӑхрах имӗш, лешӗсем кивве юлаҫҫӗ имӗш.
Ак, Assotiated Press мӗн ҫырнинех илсе парар:
Раҫҫейри тата анӑҫри хӑш-пӗр ҫар ӑстисем «Армата» анӑҫри танксенчен лайӑхрах пулни пирки калаҫҫӗ.
Анăçри çĕршывсенче ирттернĕ тĕпчевсем çамрăксем хваттерпе машинăшăн çунманнине палăртнă иккен.
«Миллениал» текен ăру, унта 30–35 çулсенчисем кĕреççĕ, çурт-йĕр сахал туянать-мĕн, унтан та сайрарах вĕсем машина илеççĕ. Вĕсем асăннă пуянлăха кăна мар, хаклă япала туянма ăнтăлмаççĕ имĕш. Анчах айфон таврашне çамрăксем кăмăллаççĕ-ха.
35 çулчченхи çамрăксене Америкăра «тара илекенсен ăрăвĕ» тесе те калаççĕ иккен. Мĕншĕн çамрăксем пĕр-пĕр пурлăха тара имле кăмăлларах панине социологсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ.
Амăш капиталĕ ача çуралассине ӳстерме пулăшмасть тесе шухăшлать «Утро.ру» электрон хаçат корреспонденчĕ Мария Трифонова.
Ача çуратнишĕн укçа тӳлеме йышăнни малтанласа тĕрлĕ калаçу çуратнине чылайăшĕ астăвать-тĕр. «Пуяннисем тем чухлĕ хурса парсан та уншăн çуратмĕç. Юрлисем тата сыпма юратаканнисем йыш хушса тултарĕç», – теме пăхрĕç хăшĕсем.
Ача çуратассине, маларах асăннă журналист шучĕпе, ĕç укçин шайĕ витĕм кӳрет. Çакна çирĕплетме Мария Трифонова Мускаври тата Санкт-Петербургри лару-тăрăва тишкерет.
Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ ваттисем. Нумаях пулмасть Раççейĕн Шутлав палати патшалăх тăкакĕсене перекетлесси мĕн патне илсе çитернине тишкернĕ. Лару-тăру начарланнине аудиторсем вĕренӳ, культура та сывлăх сыхлав сферисенче асăрханă. Хыснана перекетлеме ăнтăлнине пула çынсем вулавăш, ача-пăча пахчисен тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсен пулăшăвĕпе усă курайми пулса тăнă имĕш.
Кремьлте капла лару-тăру иккенне пĕлеççĕ иккен. РФ Шутлав палатин пĕтĕмлетĕвне илтнĕ хыççăнах çĕршыв Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков доклада тишкерессине пĕлтернĕ.
1983 çулта Австралири 61 çулти фермер Клифф Янг Уэстфилдри ультрамарафона хутшăннă. Супермарафон дистанцийĕ 875 çухрăмпа танлашнă. Стартпа финиш Австралире, Мельбурнра тата Сиднейра пулнă.
Унта яланах тенĕ пекех тĕнче шайĕнчи çăмăл атлетсем хутшăнаççĕ. Вĕсем кун валли ятарлă тренировка ирттереççĕ, вĕсене паллă брендсем спонсор пулăшăвĕ параççĕ.
Клифф Янг чупма тытăниччен прессăна интервью панă. Вăл унта сурăхсене хăваланăран икĕ-виçĕ талăк çывăрманни пирки пĕлтернĕ. Фермер майĕпен чупнă, малтанах ыттисенчен юлса пынă.
п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх