Каласаччӗ пулӗ, эпӗ унмай пулмасть, «Хыпарта» пичетленекен «Кулак ачи» романа вулама пуҫларӑм. Шел те, хаҫатра пӗрремеш пайне ҫеҫ пичетленӗ.
Тепре нумай пулмасть Юхма Мишшин «Кӑвак ҫӗмрен» романне вулама тытӑнтӑм. Икӗ роман, иккӗмӗшче те чухӑннисемпе пуяннисем хушшинчи хутшӑнӑва кӑтартнӑ. /«Кӑвак ҫӗмренӗнче» эпӗ Акатуй пуҫланнӑ тӗле ҫеҫ ҫитрӗм-ха.../ Енчен те «Кӑвак ҫӗмренре» пуянсем кахал, усал курӑнаҫҫӗ пулсан (вӗсем тара тытса ыттисене ӗҫлеттереҫҫӗ, тӗрлӗ парӑма пула вӗсен ҫӗрӗсене туртса илеҫҫӗ), «Кулак ачинче» пачах урӑхла. Унта чуханнисем кахал — кахалне пула вӗсен ӗҫӗ каймасть, пуян харкамҫӑ вӗсене яланах пулӑшма хатер.
Эпе херпе паллашасшан та анчах перремеш пырса паллашма вӑй хал ҫитерейместеп.сӑлтавне малтанхи кун кенекисенче ҫырнӑчче ӗнте.эпӗ сӑпайлӑ арҫын ача. сенӳсем канашлусем парӑрха тархасшан.
...
Ӗҫре ҫитӗнӳ пултӑр тесен ӗҫе юратса та вӑй-хала, вӑхӑта шеллемесӗр ӗҫлемелле. Пирте пуринче те ҫав тӑрӑшулӑх ҫук-ха, анчах вӑл пулмаллах. Ҫавӑн пек пулма пурнӑҫ, общество хӑй хушать.
Мӗн пӗчӗкрен хӗн-асаппа пурӑнатӑп пулсан та эпӗ ӗҫре те, пурнӑҫра та тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗхе тытса пынӑ. Ултавпа тӳнтерлӗхе эпӗ ачаран юратмастӑп, вӗсемпе яланах кӗрешетӗп. Ӗҫе ӗҫленӗ чух вӗҫне ҫитиччен чун-чӗререн тӑрӑшса лайӑх пахалӑхпа пултӑр тесе ҫине тӑратӑп. Пирӗн ҫемьере ӗҫрен хӑракан, унран пӑрӑнакан никам та пулман – Сатур йӑхӗ.
Кашни ҫын хӑйне хӑй чӑн тӳрӗлӗхпе те тӗрӗслӗхпе, типтерлӗхпе, ӗҫченлӗхпе, ялан ҫынна ырӑ тӑвас кӑмӑлпа пурӑнма хӑнӑхмалла.
http://enc.cap.ru сайта пӗр сӑмаха шырама керсе кайрӑм та унта спамерсем алхаснине куртӑм. Саспалли тӑрӑх шырама май ҫук иккен, спамерсем темле кӗртме пултарнӑ информаци кӑна тухать. Статья ятне тӗрӗс пӗлсен кӑна шыраса тупма май пур.