«Хыпар» хаҫатӑн пӗлтӗрхи 185№ ҫакӑн пек кӑсӑклӑ статья куртӑм:
Раҫҫей гербӗнчи икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт кайӑк ҫынсене сахал мар калаҫтарать. Ӑсчахсем, ӑслӑлӑхра нимӗн те чухламаннисем тавлашаҫҫӗ. Истори тӗлӗшӗнчен илсен кӑштах та пулин ӑнланмалла ӗнтӗ: Виҫҫӗмӗш Рима Византирен вӗҫсе пырса, икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт кайӑк пуҫласа 1497 ҫулта III Иванӑн патшалӑх пичечӗ ҫине анса ларнӑ. Ку тӗслӗхре пире идеологи саманчӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйту кӑсӑклантармасть /Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх символӗ тӗп тӗне — православие кӑна ҫутатса парать, ислама, иудаизма тата ытти тӗне шута илмест/.
Эх... вот ведь жилось ранее... Ранее у чуваш (еще у кого-то такой календарь был) в неделе было 5 дней всего лишь. Суббота и воскресенье прибавились после. Пятница была выходным днем. Четверг соответственно — предпраздничным. Хорошо как было: три дня поработал, на четвертый (который так и назывался, предвыходным) немного сделал вид, что работаешь и отдыхаешь. :)
Хальхи орфографипе ҫырнӑ текстсене вулатӑн та... тӗлӗнмелли кӑна юлать. Ак «ас тӑватӑп» сӑмахах илер. Темӗнле «ас» тӑвать ӗнтӗ... Малтанхилле мӗнле лайӑхччӗ — «асту» ҫыр та ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ним иккеленмелли те ҫук :)
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш салинче "Нарспипе Сетнер" шкул ачисен пултарулӑхӗн конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ шкулсенче вӗренекен хӗрсемпе яшсем "Нарспипе Сетнер" ята илме тӗрлӗ конкурссем витӗр тухрӗҫ. Калайкасси шкулӗнче вӗренекенсем те айккинче тӑмарӗҫ, хӑйсене кӑтартрӗҫ. Шкул чысне 11 спорт класӗнче вӗренекенсем, Шариков Алексейпе Елене Перкова, хӳтӗлерӗҫ. Пӗрремӗш конкурс - "Визитка". Унта конкурса хутшӑнакансем хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ. 12 шкул хушшинче Калайкассисем кӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑчӗҫ. Ытти шкулсенчи "Нарспи" - сӑпайлӑ, вӑтанчӑклӑ, юрра-ташша ӑста, яланах чӑваш тумӗпе; Сетнер - ҫепӗҫ, юрлать-ташлать, Нарспи ҫинчи кашни тусан пӗрчине вӗрсе тӑрать.
Чӑваш Ен чиновникӗсем «ОК» сӑмаха калаҫуран кӑларасшӑн иккен! Вӑт маттурсем! Чӑваш чӗлхин тасалӑхӗшӗн мар, вырӑс чӗлхин тасалӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ иккен! Вӗсемсӗр пуҫсӑр урӑх никам та ку ӗҫе тӑваймасть-ши...
"Мы решили заменить английское слово "ок" на "добро". Будем бороться за чистоту и красоту русского языка", – заявила министр культуры Чувашии Наталья Володина.