Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Если у тебя не будет дурных мыслей, не будет и дурных поступков.(Конфуций)
 

Ad

Аçтахар Плотников: 29-мӗш mp3 пуххи килӗшрӗ

Аçтахар Плотников09.12.2008 20:564425 views
Хам валли лайӑх mp3 пуххи тупрӑм — «Аксар» кӑларнӑ 29-мӗш номерли. Ку кӑларӑмра чӑваш халӑх юррисене пухнӑ. Вӗсене, паллах, ытларах пайӗпе, хальхи юрӑҫсемпе ушкӑнсем юрлаҫҫӗ. Кӗввине те чылайӗшӗнче хальхи инструментсемпе тунӑ (Т. Петрова юрлакан пӗр юрӑра акӑлчанла калакан кӗвӗпе усӑ курнӑ! Sic!). Тем тесен те мана чӑваш халӑх юррисем ытларах килӗшеҫҫӗ. Хальхи юрӑсенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ пысӑк хака тивӗҫлӗ, ыттисем вара ҫуп-ҫап кӑна (ҫапах та мӑкшӑсем, сӑмахран, вӗсем пурришӗн пире ӑмсанаҫҫӗ). Ку дискри юрӑсенчен мана уйрӑмах А. Сарри юрлакан «Кайӑк хур юрри», «Ан кай кӑвакал», «Ан авӑн шӗшкӗ» (Артемьевӑн ҫав ятлӑ калавне вуланӑ май мӗнле юрӑ-ши вӑл теттӗм), «Чечек акрӑм та» (питӗ илемлӗ юрӑ!), С. Матвеевӑн «Слакпуҫ ҫӗрӗнче», «Шевле» ушкӑнӑн «Ҫӗнӗ ҫӑпата». Ыттисем те чылайӑшӗ килӗшрӗҫ, кусам вара ытларах.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters