Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Разумный человек думает больше о жизни, чем о смерти.(Спиноза)
 

Ad

Blog Updates

Check out my Slide Show!

  03.02.2007 04:45 | 4690 views

Салампи ][ Петӗр Хусанкай / Petӗr Husankaj

  29.01.2007 22:53 | 5130 views
1 Пӗчӗкҫеҫҫӗскерӗм! Ма эс пысӑк мар-ши? Ҫырӑттӑн чиперрӗн Кунсерен пӗр аршӑн. Салтака манмашкӑн Епле эс пултарӑн? Вӑл сана ачашшӑн Асӑнать, мӑнтарӑн. Ун лутра ҫӗр пӳрчӗ Санпа ҫеҫ илемлӗ. Кӳр чуппине, кӳрччӗ!.. Вилӗм тек килеймӗ. 2 Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем Ларчӗҫ бруствер хӗррине. Алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе Чӗкеҫрен чӗлхе илме Эп сана вӗрентеймерӗм
 

«Тӑван Атӑл»

  28.01.2007 22:32 | 4883 views
Шапашкара ҫитсе килтӗм. Киле ҫитсен мана «Тӑван Атӑл» журнал кӗтсе илчӗ. Журланӗ питӗ килӗшрӗ /ҫавӑнпа та пурне те, камӑн май пур, ҫырӑнса илме сӗнетӗп/.
Журналӗ ытларах енӗпе Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ, унӑн сӑввисене те кӗртнӗ. Ак, «Салампи» сӑввине кӗртрӗм:
http://chuvash.org/e/d0a%31d0b0d0bb ... b0d0bdd0bad0b0d0b929

Журнла тиражӗ 1154 экземпляр. Индексне тупаймарӑм...

 
[Comments (1)]

Взрывы в Багдаде

  26.01.2007 14:22 | 4742 views
Читая заголовки:
(26.01) При взрыве на багдадском птичьем рынке погибли 15 человек, 35 ранено
(25.01) В результате взрыва в шиитском квартале Багдада погибли 26 человек, 54 ранено
(22.01) При взрывах на багдадском рынке погибли 70 человек, 110 ранено
(21.01) В центре Багдада взорван автобус - 6 погибло, 10 ранено
(16.01) В результате взрывов около багдадского университета погибли 60 студентов, 110 ранено

Итого: 166 погибло, 279 ранено.
 

Пире ыр сӑмах кирлӗрех ][ Анатолий Смолин / Anatolij Smolin

  25.01.2007 22:21 | 4766 views
Анатолий Филиппов тусӑма сума Тӑванӑм, юлташӑм, аташӑм, Пускилӗм, ӗҫтешӗм — эсех, Эпир пурӑнмастпӑр пайташӑн, Пире ыр сӑмах кирлӗрех! Пире кирлӗрех ҫирӗп туслӑх Тата пӗр-пӗрне ӑнланни, Ун чух пусас ҫук чуна тунсӑх, Пӑчланмӗ пач пурнӑҫ ани. Тӑрсассӑн ирпе илӗм-тилӗм, Хавассӑн тухсассӑн сада, Тӳрех шутласа, тусӑм, илӗн: Мӗскер пире кирлӗ
 

Эльмен айӑпӗ ][ Петӗр Ялкир / Petӗr Jalkir

  25.01.2007 22:13 | 4711 views
Чӑвашсемшӗн тӑрӑшнӑ пекрех Вӑл хӑйне ялан кӑтартнӑ. "Автономи тӑвӑпӑр" тесех Хӑть ӑҫта сӑмах ҫаптарнӑ. Етӗрне чӑвашӗ пулнӑран Тӑрӑшнӑ хӑй вирьялсемшӗн. Чӗмпӗре столица тӑвасран Ҫав тери хӑранӑ мӗскӗн. Савандеев — Анатсен асли — Элмене пит шиклентернӗ. Чӗмпӗре туман чӑваш хули, Ленин сӗннине сивленӗ. Илнӗ кӗпӗрне хулисене: Пушкӑрт
 

Айхи сӑвапӗ ][ Николай Теветкел / Nikolaj Tevetkel

  25.01.2007 22:07 | 4394 views
Эс халӗ ҫеҫ ҫӳреттӗн вӑшӑл-вӑшӑл, йӑл куллупа шыраттӑн шухӑшна. Тӳресемпе те калаҫаттӑн ӑшшӑн, кирлех пулсан пӗлеттӗн тупӑшма. Тен, ҫавӑнпа пулатпӑр мар-и хамӑр хӗвелсӗр тӳпери ӗмӗлкесем? Хивре ҫынсен пӑтранчӑк ӑс хуранӗ пире пӗҫернӗ — суннӗ ӗмӗтсем. Эпир сисмесӗрех ҫукка юлатпӑр: чунра мӗскер пурри — ҫут тӗнчене! Хӑш чух, тен, хамӑра ҫеҫ улталатпӑр? Тупаймӑн уҫӑ пӗтӗм ҫын чунне. Ҫаплах
 

Вилӗмсӗр чун ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

  25.01.2007 22:00 | 4481 views
"Асӑнмалӑх..." поэма авторӗ Людмила Николаевна Васильева Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Таркӑн ялӗнче 1930 ҫулхи пуш уйӑхӗн вун пиллӗкмӗшӗнне ҫуралнӑ, 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вун пӗрмӗшӗнче вилнӗ. Ҫапла вара, вӑл пурӗ те вун тӑхӑр ҫул ҫеҫ пурӑннӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи калама ҫук йывӑр ҫулсене пула хӗне кайса ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Ашшӗ, Хветут Микулайӗ, ӑна Атнакӑл Микулайӗ те тенӗ,
 

Татах хӳхлев ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

  25.01.2007 21:54 | 4435 views
1. Паян эп темшӗн уйрӑмах салхуллӑ. Пӑхсассӑн ман ҫине — тӳрех пуҫ усӑн. Курам-ха шухӑшпа сана йӑл кулнӑн, курам та ыталам, юратнӑ тусӑм. Чӑнах эс ӗнтӗ хӗрача, ҫап-ҫамрӑк, эп хам та яшӑ-ха, иртмен-ха вӑхӑт. Сана хам майлӑ пур пӗрех эп ҫаврӑп, ик куҫунтан ытараймасӑр пӑхӑп. Юласчӗ пирӗн — ватӑла пӗлмесӗр — ялан ҫап-ҫамрӑк, савӑк та илемлӗ. Ах, пулас марччӗ мӗскӗн те телейсер, пуласчӗ ирӗк, сывӑ
 

Хӳхлев ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

  25.01.2007 21:18 | 4421 views
1 Касантей каланӑ: "Ҫын вӑл выльӑх, уйрӑмах — чӑваш... Ҫапла, ҫапла..." Тен, хӑш чух, капла тенишӗн ҫылӑх, тепӗр чух янрать-тӗр — сӑвапла. Пӑхӑр-ха, мӗнле кӑна ҫын ҫук халь. Пӑхӑр-ха, мӗн хӑтланмасть чӑваш! Аллине лексен ан йӗр, ан ҫухӑр, пуҫӑнтан ҫапсассӑн — ан анраш. Ҫаратсан та, тӗп тусан та чӑт эс. Шан: пулать чӑваш та тӗрлӗрен. Пӗр йышшийӗ — шелсӗр, сивӗ, ҫӑтӑх, тепӗрийӗ — урӑхрах, ӗнен.
 
Pages: 1, ... 356, 357, 358, 359, 360, [361], 362, 363, 364, 365, 366, ... 380
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat