Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Хорошая политика не отличается от хорошей морали.(Г. Мабли)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Арӑш-пирӗш тата йӗркелӗх.

Аçтахар Плотников22.08.2007 11:204707 views
Саккун. Арӑш-пирӗш тата йӗркелӗх. Раҫҫей сакунӗсем пирки калакан ҫапла каларӑш та пур: «Суровость российских законов компенсируется необезательностью их исполнения». Ман шутпа патшалӑх кун пек хӑтланса ҫынсем валли атма хӑварать. Ҫын килӗшмесен вара ҫав саккунсене ӗҫлеттереҫҫӗ (ара унта ҫырнӑ-иҫ, юрамасть тесе), унччен вара — саккунсене тӗппипех пурнӑҫламасӑр та пулать. Кӑна эпӗ Инфобокс компанийӗн ӗҫ-хӗлӗ ҫинче лайӑх сӑнарӑм. Вӗсен партнерсен программи пур. Вӑт, малтан нимӗнле хут та кирлӗ марччӗ. Каҫмасем (ссылкӑсем) ларт кӑна — ытти вара кирле марччӗ. Халӗ вара вӑл партнер программипе ӗҫлемешкӗн темӗн чухлӗ хут ҫырмалла. Тата вӑл программа тӑрӑх укҫа илес тесен те пӗр купа хут пусмалла. Кӗскен каласан программӑпа ӗҫлени йывӑрланса пырать. Йывӑр пулсан та — саккуна пӑхӑнса ӗҫлени вӑл. Нумайӑшне килӗшмест, анчах саккунла. Ҫӑмӑлрах та ӗҫлеме пулать пулӗ, анчах та Инфобокс компанине мӗнле те пулин килӗшӳллӗ мар ӗҫ тусан — саккуна пӑснине тӳрех усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пек йывӑрлӑха лекес мар тесе ӗнтӗ Инфобокс компанийӗ саккун тӑрӑх ӗслеме пуҫларӗ пулӗ. Хӑйсене та йывӑртарах, программӑна хутшӑнакансене те... анчах саккунла.
Арӑш-пирӗшпе йӗркелӗх хушшинче ман шутпа варрине тупма пӗлмелле. Йӗрке пулмалла, анчах та йӗркене тытса пымалли правилӑсем те йывӑр пулмалла мар. Саккуна ӑна пурнӑҫламалла тумалла. Пурнӑҫлайми саккуна туни вӑл хӑйне евӗр чӗн йӗвен туни пекех — ӑна никам та тытса пымӗ, анчах та кирлӗ вӑхӑтра ӑна айӑпламашкӑн усӑ курма пулӗ. Ун пек саккун нимӗнле йӗркелӗх те тумасть, йӗркелӗх мӗлки кӑна пур.
Нумай пулмасть эпӗ христанлӑх ҫылӑхӗсене пӑхса тухрӑм. Пӗрре пӑхсан пурте тенӗ пекех тӗрӗс ӗнтӗ (хӑш пӗрисемпе кӑна килӗшместӗп). Анчах темле пурнӑҫпа ҫыхӑнман пеккисем вӗсем. Уйрӑмах «Ытти ҫынсен калаҫӑвне илтени, ҫынсем ҫинчен элек сарни» мана ытлашши пек туйӑнчӗ. Пӗр енчен тӗрӗс ӗнтӗ, анчах та ку ҫылӑха пӑхӑнас пулсан вара пирӗн пурнӑҫра пӗр куҫ-хӑлха (разведчик) та пулма пултараймасть. Юрамасть куҫ-хӑлха пулма. Ташман (тӑшманне юратмалла ӗнтӗ, сана хӗнесен те...) тапӑнса кӗрсен те унӑн вӑйне пӗлме юрамасть. Турӑ ҫӑласса кӗтсе тӑмалла-ши ӗнтӗ? Кахаланма юрамасть тет. Кахаланмасӑр Турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтмалла! Тем тесен те пурнӑҫпа ҫыхӑнман правилӑсем. Чӗн йӗвен тесе калаймӑн ӗнтӗ. Анчах хӑв пурнӑҫна, хӑв тӑван ҫӗре юратан пулсан — пите йывӑр пурнӑҫлама.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (6)]

Comments:

Тимĕрке Митяй // 2051.65.3138
2007.08.23 12:12
Тусăм,тĕрĕслĕх пурнăçĕ питĕ йывăр ĕçлев,нумай чăрмавсем хирĕç пулаççĕ,Çын пулма пĕтĕм вăйран тăрăшмалла...
reflejo // 2628.34.6945
2007.08.23 21:04
Митяй тĕрĕсех калать. Çын пулма пĕтĕм-пĕтĕм вăйран тăрăшмалла. Çынран та çÿллĕрех кайма тăрăшмалла. Саккун мĕн авалтанах (Хаммур-Апи шутласа кăларнăранпа) çын ирĕкне тыткăнлакан, пусмăрлакан япала. Этемлĕхе çитес вун çултах Ахăр самана ярса илет текенсем пур - Саккун арканĕ теççĕ, сăран питлĕхсем татăлса анаç теççĕ. Кашни пулăмăн, кашни йĕркен вĕçĕ-хĕрри пур... Кашни хăйĕн правине пĕлни аван. Унсăрăн саккунпа килĕшсе те, килĕшмесĕрте çăтса ярĕç.
reflejo // 2628.34.6945
2007.08.23 21:08
Тата çакна асăрхăр: ЙĔРКЕ - ИРĔК чăваш чĕлхинче пĕр пек итĕнекен сăмахсем. Йĕркелĕхе Ирĕклĕх тĕвĕлет. Хаммур-апи те Ирĕклĕ çыннах, ыттисене хăйĕн Ирĕкĕпе ирĕксĕрлетме пултарнă.
2007.08.23 21:22
Аçтахар Плотников
Анчах ирĕкĕн те чикки пулмалла-çке. Çынна пушшех те ирĕк парсан вăл ыттисене вĕлерме, çаратма, мăшкăлама пуçлать. Çавăнпа та çынна тĕрĕс пуранма вĕрентмелле. Ан вĕлер, ан çарат тата ытти йĕркесем — пулмаллах.
reflejo // 2628.34.6945
2007.08.23 21:57
Эс çын УСАЛ кăна тесе вĕрентесшĕн пулĕ. Çын çаратассин, вĕлерессин ялан хăйĕн сăлтавĕ пур. Чылай чухне çав сăлтав шăпах ирĕксĕрлĕхре.

Эсĕ ху вĕлерĕттĕн-и?
Эсĕ ху çаратăттăн-и?
Эсĕ ху мăшкăлатăттăн-и?

Пур çынна та тÿрех УСАЛ теме васкас мар.
Çын вăл ырă та мар, усал та мар - кашнинче пĕри те, тепри те аван пурăнаççĕ.

Йĕркен те чикки пур, ирĕкĕн те - сывă çын хăйĕнне пĕлет, сăлтавсăр чикĕ урлă сикмест.
2007.08.24 00:00
Аçтахар Плотников
Эпĕ каласшăн ĕнтĕ — христианлăхăн пĕр çитменлĕхĕ чарусем питĕ вăйлă пулнинче. Чарупа ирĕк хушши пĕр пек пулмалла. Вырăсла каласан — равновеси. //ку чăн та Сартăш ĕненĕве пек пулса тухать ĕнтĕ.
Тата саккунсем тумалла мар — пĕчĕкренех тĕрĕс пурăнма вĕрентмелле. Чăваш тĕнĕнче мана тата мĕн килешет — анта яланах ман шутпа вăйăсем юнашар пыраççĕ. Вăйă карти, ĕçлени — ку пĕтĕмпех ытлашши вăя пĕтерет.
Хальхи çынсем алхасни, кирлĕ мара хăтланни — ытлашши вăя ниăçта та кайса хума çуккинчен те килет. Ĕç çук, ăна ниăçта та пĕтерме çук — çапла вара тĕрлĕ скинхэдсем тупăнаççĕ... Малтан тата çав çамрăк çынсене çара илсе каятчĕç те вĕсен вăйĕпе (ытлашшипе) усă куратчĕç (ăна ăçта та пулин вырнаçтаратчĕç ĕнтĕ). Халĕ вара нумайĕшĕ çара каясшăн мар...
Эпĕ çав вăй ытлашшине ниăçта та персе чикме çукранпа аптракан ачасене хам урамра асăрхатăп... Юрать-ха юлашки вăхăтра кăштах ĕç тупа пуçларĕç те лаплана пуçларĕç... Унччен вара чăтма çукччĕ.

Чăвашсене чăвашсен тĕнне тавăрмаллах! Унта мĕн чухлĕ философи!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters