Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Деньгами можно купить только людей. Случая не купишь! (Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫимӗкре тӗрӗс асӑнмастпӑр?

Аçтахар Плотников25.05.2010 15:414174 views
http://www.smi21.ru/?mode=publicati ... 2010&date=14.05.2010 — ҫак статья куҫ умне халь тӗл пулчӗ.

Православи пупӗсемшӗн чӑвашсем ҫӑвана питӗ нумаййӑн ҫӳрени ытла та кансӗрлет пулас.

Чиркӗве килнӗ халӑх Турӑшсемпе чиркӳ ялавӗсем йӑтса масар ҫине каймалла. Масар ҫинче каллех пӗчӗк панихида вуламалла. Ун хыҫҫӑн тин вилнӗ тӑвансен вил тӑпри ҫине саланмалла.

Ҫимӗкӗ чӑвашсен мӗн авалтан, вырӑссем парвославие кӗртес тесе ӑна хӑйсен уявӗпе пӗрлештернӗ те халӗ ӗнтӗ чавашӑн авалхи тӗн йӑлисене пушшех те пӗтересшӗн. Леонид Ермолаев пуп сӗнӗвӗсене пурнӑҫлама пуҫласан кам кайӗ асӑнма? Пуп хыҫҫӑн лӗпӗстеттерсе пыр, вӑл кӗлӗ каласса кӗтсе тӑр, вара кайран тин хӑвӑн тӑванусенем асӑнма кай... Сурӑх кӗтӗвӗ евӗр халӑх, хӑй пуҫӗпе шухӑшлама пултарайман ҫын, унашкал ҫӳреме пултарать пулӗ.
Чӑвашсен тӗнӗпе православи вилнисем ҫине расна пӑхать. Кун пирки пӗрре те шутласшӑн мар пулас — хӑйсен йӗркине ҫеҫ туса хурасшӑн.
Леонид Ермолаева ман ҫав Ҫимӗк кунӗнче ытти хуласене тухса ҫӳреме хушасшӑн — масарсемпе ҫӑвасенче унта халӑх пӗрре те йышлӑ ҫӳремест. Чӑвашра ҫимӗк кунне темиҫе кун маларах хатӗрленеҫҫӗ пулсан — кунта, Чулхулара, пушшех те вӑл кун пирки асаилмеҫҫӗ! Ермолаев юлташшӑн ҫавнашкал лару-тӑру лайӑхрах курӑнать пулӗ.

Ваттисем пире пулӑшса пынӑрах пулӗ эпир хамӑр вӑй-хала пушшех те салатса пӗтермен. Ҫавӑнпа та Леонид Ермолаев вилнисене хӑйӗнле асӑнтӑр, эпир вара, чӑвашсем, ӗлӗкхиллех асӑнар. Ялавӗпе чиркӳ йӗри-тавра ҫаврӑнса ҫӳреччӗр.

//сӑлтавӗ кунта чӑвашсем Турра вырӑссенчен ытларах ӗненнинче мар пулӗ тетӗп, ҫирӗпленнӗ йӑла-йӗркерен те нумай килет.
//хаҫат-журналсенче ку шухӑша манран ыйтмасӑр пичетлеме юрамасть.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

MIKISH // 2938.58.5825
2010.05.25 17:56
Ăнланма пултараймастăп, ма ши Чăвашсем хальхи вăхăтра - 21 ĕмĕрте тата хăвăрт вырăсланма пуçларĕç. Çак телевезор (радио, хаçат...) пирĕ ăсран тайăлтарать пуль, çавă пирĕ кĕтÿ тăвасшăн пуль... Ма ши хамăр хамăра пĕтеретпĕр, пуртĕ христос енне кайма пикенчĕç... Манса кайнă-и эсир, курман-и мĕнле асаттесем киреметь çине çÿренине?! Вĕсене тĕне кĕртне, ют ятсем валеçсе тухнă, пурпĕр хăмăрăн тĕне пăрахман!!! Ма эпир халĕ чиркÿне итлетпĕр, пирĕн хамăрăн пуç çукă-и?! Хамăрăн тĕне эпир хăçан хут çине куçарса, хăçан хамăрăн йăла-йĕркипе пурăнма тытăнатпăр, никама итлемесĕр, хамăр пуçпа шутласа?! ...
Аксар // 2609.96.5792
2010.05.26 22:59
Чăвашсен тĕнĕ тахçанах сÿннĕ...
2010.05.27 09:41
Аçтахар Плотников
>> Чăвашсен тĕнĕ тахçанах сÿннĕ...
Сӳнсех пĕтеймен-ха ман шутпа. Кăварĕ те пулин юлнах. Çавă пире кăшта та пулин вăй парса тăрать. //кăварĕнчен вара вут-çулăмĕ тухма пултарать — пулăшмалла çеç.
Самарянка // 7329.0.5557
2010.05.31 16:45
И.Я.Яковлев пехил панине манса каяс марччĕ.ЧĂВАШ тĕнчине тутарсенчен çăлса хăварассине вăл вырăс тĕнĕнче курнă.
Андрей // 2624.22.6988
2010.06.02 07:36

Хăй вăхăтĕнче чăваш тĕнĕ чăваш чĕлхине пĕтме паман мар-и вара? Эсир мĕн шутлатăр кун пирки? Паллах, иртнине эпир тавăраймăпăр,анчах тымара пĕлмеллех пулĕ.Пурнăç тĕшши ку.
MIKISH // 2938.58.5825
2010.06.07 17:19
Чăваш мĕнле юлнă, мĕнле упраннă? Ман шутпа, хамăрăн Турра ĕненсе... Ак эсир калатăр: "...И.Я.Яковлев вырăс тĕнĕнче курнă ..." И.Я.Яковлев çин вăл, Турă мар, çинсем йăнăшма та пултараçĕ, тата вăхăт иртсесĕн çул пăрăнмата пултарать, сăмахран И.Я.Яковлев халĕ пурăнсан вăлта урăхла шутлама пултарăчĕ... И.Я.Яковлевăн ачисем чăвашла пĕлмен тесе калаçĕ, çак япала мана питĕ шутлатарать. Эсир чиркÿне кĕрсе курнă-и? Мĕнле калаçаçĕ унта, тĕрĕс-и? Тав, рехметь вырăне "спащибаа" калама хушать!!! Вуламата 1 класс ачипек вулать!!!
Аксар // 8321.7.5246
2010.06.07 20:45
Тăванăмăрсем! Çĕр чăмăрĕ çинчи этемлĕх çыннисем! Чăваш тĕнĕ - авалхи тĕн. Унăн вăхăчĕ (ĕмĕрĕ) иртсе кайнă. Халĕ вăл пирĕн (чăваш)историн (халăх кун-çулĕн) палли кăна. Паян эпир ăна (тĕнче гобализациленнĕ вăхăтра) нимĕнле те каялла тавăраймăпăр. Авалхи грексем каланă пек, икĕ хут пĕр шыва кĕреймĕн. Сектантсем пек, уйрăм ушкăна пĕрлешме пулĕ. Анчах кăна пурнăç проблемисемпе тыткăнланнă халăх ăнланмĕ. Машина-ракетăпа куçса çÿрекен çынна чун ыйтăвĕ сахалтарах интереслентерет. Ăна укçа кирлĕ. Укçа пур - пурте пур, укçу çук - нимĕн те çук. Тĕрĕссипе каласан - тăвану та çук. Вăт çапла вăл пурнăç, сюрреалистсем!
MIKISH // 1381.57.4963
2010.06.07 21:05
Ÿкерчĕк çинче хĕрарăм ÿкернĕ, çампа АППА тесе калатăп.
АППА, вара, "Машина-ракетăпа куçса çÿрекен" вăхăтра чиркÿ те кирлĕ мар, мечеть те кирлĕ мар, укçа пулсасăн Турă та кирлĕ мар... Эпĕ сире тĕрĕс ăнлантăм-и? Хальхи саманара укçа çĕç кирлĕ?

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters